Инкек иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Куславкка районӗнче пулса иртнӗ. Унти Куснар ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере 44 ҫулти арҫын аптӑраса ӳкнӗ хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем патне шӑнкӑравланӑ. Анчах Куславкка район пульницин васкавлӑ пулӑшу паракан уйрӑмӗ ҫула тухма килӗшмен. Вӑхӑт ун чух кӑнтӑрла иртни 12 сехет те 30 минут пулнӑ. Арҫыннӑн сывлӑхӗ хавшасах пынине кура хӗрарӑм каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче шурӑ халатлисем патне тепӗр хутчен шӑнкӑравланӑ. Ку хутӗнче тухтӑрсем вырӑна ҫитнӗ, арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах унта вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 10 минутра вилсе кайнӑ.
Ҫын пульницӑра вилни пирки тӗпчевҫӗсем професси тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫламаннине пула ҫын вилнӗ тесе шухӑшланипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев малалла пырать. Вилнӗ арҫыннӑн арӑмӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, мӑшӑрӗ кантӑк тасатмалли хатӗр ӗҫнипе вилме пултарнӑ.