Вӑрмар районӗнчи прокуратура вырӑнти ҫынсем ыйтнипе тротуар пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ.
Вӑрмарсем надзор органне пӗлтернӗ тӑрӑх, «Вӑрмар-Кавал-Нурлат» ҫул хӗррипе тротуар сарман. Ҫавна май ача-пӑчана ҫӳреме хӑрушӑ, вӗсем машина айне ним мар лекме пултараҫҫӗ. Асӑннӑ ҫул хӗррипе ачасене ашшӗ-амӑшӗ ача пахчине илсе каять, ватӑ ҫынсем чиркӗве кайса килеҫҫӗ, район ҫыннисем те унтан иртсе ҫӳреҫҫӗ.
Кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн прокуратура «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ячӗпе хут ҫырса панӑ, унта кӑлтӑка пӗтерме хистенӗ. Анчах предприяти ӗҫе тытӑнман. Ҫавна май прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд тавӑҫпа килӗшнӗ, предприятие ҫулталӑкра тротуар сарма хистекен хушу кӑларнӑ.