Шупашкар хулинчи Вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тухтӑрсем Уҫӑ алӑксен кунне ирттерӗҫ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнчеиртӗ. Асӑннӑ больница Шупакшарти Мускав проспектӗнчи 49-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Уҫӑ алӑксен кунӗнче эндокринологсем, уролог, оториноларинголог, гинеколог, невролог, кардиолог, хирург, офтальмолог, гастроэнтеролог йышӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне функци диагностикин пӳлӗмӗ ӗҫлӗ.
Специалистсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ, терапевт — 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен.
Уҫӑ алӑксен кунне 8 (8352) 45-05-45, 8(8352) 45-07-70 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Ӗнер ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пурӑннӑ ҫурт ҫине, Шупашкарта, астӑвӑм хӑми ҫакнӑ. Пурӑннӑ тӑк Николай Григорьевич ӗнер 90 ҫул тултарӗччӗ. Анчах вӑл кӑҫал ҫулла пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Вӑл чаплӑ хирург пулнӑ, медицинӑра 55 ҫул ӗҫлесе 15 пин ытла операци тунӑ. Николай Григорьев ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине 15 ҫул ертсе пынӑ. Ҫав тапхӑрта 150 сиплев комплексӗ, поликлиника, ача ҫуратмалли ҫурт, санатори тунӑ.
Унӑн ывӑлӗ Вадим Николаев халӗ Ветерансен госпиталӗнче хирурги уйрӑмне ертсе пырать.
Шупашкарта васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен тухтӑрсем чӗри тапма чарӑннӑ ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче шурӑ халатлисем 45 ҫулти арҫын патне кайнӑ. Вӑл йывӑррӑн сывланӑ, унӑн тути кӑвакарса кайнӑ. Тухтӑрсем пырса ҫитсе ӑна пулӑшма тытӑннӑ вӑхӑтра арҫын тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ.
Маргарита Давыдова тухтӑрпа Екатерина Баринова фельдшер парӑнман. Вӗсем чӗрепе ӳпке реанимацийӗ ирттерме йышӑннӑ. Тепӗр 10 минутран арҫыннӑн чӗри ӗҫлесе кайнӑ.
Кайран ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӑл унта сипленет.
Чӑваш Енре пилӗк ҫулта 400 яхӑн земство тухтӑрӗпе фельдшерӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, «Земство тухтӑрӗ» тата «Земство фельдшерӗ» программӑсемпе килӗшӳллӗн республикӑри ял-салари пульницӑсене 250 ытла тухтӑр тата 130 фельдшер ӗҫлеме кайнӑ.
Земство тухтӑрӗсем 1 миллион тенке тивӗҫеҫҫӗ, земство фельдшерӗсем вара – 500 пин тенке. Иртнӗ эрнере РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫак хисепсене икӗ хут пысӑклатма сӗннӗ, анчах – Раҫҫейри ҫӗнӗ регионсенче кӑна.
Ҫӗнӗ Шупашкарти шӑл тухтӑрӗсем «Айболит тухтӑрӑн стоматологийӗ» ачасене ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарнӑ.
Кӑларӑма Людмила Исаева поэт пулӑшнипе хатӗрленӗ. Унра Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсен ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Кӗнекене «Шӑла пӗчӗкрен упра» проектпа килӗшӳллӗн кун ҫути кӑтартнӑ.
«Айболит тухтӑрӑн стоматологийӗ» кӗнекепе паллашсан ачасем шӑл тухтӑрӗсенчен хӑрама пӑрахӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче ӗҫлекен Светлана Павлова ҫӗршыври чи лайӑх лаборант ятне тивӗҫнӗ. Наградӑна вӑл РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗн Михаил Мурашкӑн аллинчен илнӗ. Чыслав «Наци сывлӑх сыхлавӗ» конгресра иртнӗ.
Республикӑри ӳтпе венерологи диспансерӗн дерматологӗ Гелия Гималиева «Чи лайӑх инфекционист» номинацире 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Улатӑр округӗнчи тӗп пульницӑн офтальмологӗ Наталья Кононцева «Чи лайӑх офтальмолог» номинацире 3-мӗш пулнӑ.
Шупашкар хӗрарӑмӗ Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округне тӑванӗсем патне хӑнана кайнӑ та каҫхине уҫӑлма тухма шутланӑ. Анчах хайхискер ҫырмара ӳксе урине вӑйлах амантнӑ, утайми пулса ларнӑ.
Вӑл хӑйех васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ, анчах ӑҫта пулнине татӑклӑн калайман. Тухтӑрсем ӑна тупайман, полицирен пулӑшу ыйтма тивнӑ. Хӗрарӑмӑн телефонӗ лайӑх тытман, зарядки те пӗтсе ҫитнӗ. Ӑна 2 сехет ҫурӑ шырасан тин тупнӑ. Вӑл урине хуҫнӑ иккен. Лариса Кузьминапа Николай Яковлев фельдшерсем ыратнине ирттерекен укол тусан ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӗнер ирхине Улатӑрти пульницӑна васкавлӑ медпулӑшупа 65 ҫулти арҫынна илсе ҫитернӗ. Унӑн каллех инфаркт пулнине палӑртнӑ.
Тухтӑрсем Шупашкарти специалистсемпе канашланӑ хыҫҫӑн пациента Республикӑри кардиологи диспансерне илсе кайма калаҫса татӑлнӑ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн арҫынна санавиаци вертолечӗпе Шупашкара ӑсатнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал санавиаци вертолечӗпе ытларах чӗре чирӗпе аптӑранӑ пациентсене илсе ҫӳренӗ.
Етӗрне районӗнчи пӗр ялта арҫын иккӗмӗш хута хӑпармалли картлашкаран ӳкнӗ те пуҫне амантнӑ. Юн кӳлленчӗкӗнче выртаканскере тӑванӗсем асӑрханӑ та часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Арҫын тӑнпах пулнӑ, анчах юн нумай ҫухатнӑ, ҫавна май юн пусӑмӗ те анса ларнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн шок пулнӑ.
Тухтӑрсем юн циркуляцине йӗркене кӗртес тесе тӑрӑшнӑ, анчах венӑна шыраса тупайман. Ҫапла вӗсем шӑмӑ ӑшӗнчи инфузие тума шутланӑ. Пациент сывлӑхӗ кӑшт лайӑхлансан вӗсем ӑна пульницӑна тӗрӗс-тӗкел илсе ҫитернӗ.
Улатӑр хулинче Мордва Республикинчи тухтӑр ӗҫлеме тытӑннӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхри Наталия Панина педиатр ҫав ӗҫе ачасене юратнипе суйласа илнӗ. Халӗ Вӑл Улатӑрти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадинче ӗҫлет.
Ҫамрӑк хӗрарӑм ют региона «Земство тухтӑрӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн килнӗ май ӑна патшалӑх миллион тенкӗлӗх пулӑшу панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.06.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чаллӑ ҫапӑҫӑвӗ пулса иртнӗ. | ||
| Тӗмер ҫыхӑну агенствине уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |