Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ӗпхӳ

Наградӑсене тивӗҫнӗ ачасем
Наградӑсене тивӗҫнӗ ачасем

Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗнче вӗренӳ ҫулӗ ялан пултаруллӑ ачасене чысланипе вӗҫленет. Ҫак кун кашнин ҫитӗнӗвне шута илеҫҫӗ‚ тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ. Кӑҫалхи наградӑсем Тав хутӗнчен пуҫласа Гран-при таран пулчӗҫ‚ вӗсене 32 ача илме тивӗҫрӗ.

Чи хаклисенчен пӗри — Татьяна Ванюшина ячӗпе хисепленекен Дипломпа преми. Ӑна ҫамрӑк ӑсчаха ӗмӗрлӗхе асра хӑварас тӗллевпе ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗн пуҫлӑхӗ Алиса Яковлевна Федорова пуҫарнӑ. Сӑмах май каласан‚ иртнӗ ҫулта тӑван халӑх патриочӗ Василий Никитин ячӗллӗ Дипломпа преми йӗркеленӗччӗ.

Т. Ванюшина ячӗпе хисепленекен Диплома тата укҫан премие 24 ача тивӗҫрӗ. Вӗсен хушшинче чи пултаруллисем — Виктория Аймакова‚ Екатерина Ермолаева‚ Екатерина Спиридонова‚ Александр Сидорочев‚ Анастасия Петрова‚ Иван Яковлев.

Пушкӑртстан чӑвашӗсен Канаш ӗҫтӑвкомӗ тата Чӑваш халӑх ӑсчахӗ В.М. Тарасова ачасене чаплӑ парнесемпе чысларӗҫ. Халӑх ӑсчахӗ Дарья Яковлевана пин тенкӗлӗх Гран-при‚ Канаш вара Ангелина Захарована Чӑваш Республикинчи чӗлхепе культура лагерьне канма кайма путевка парса хавхалантарчӗҫ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=3949#more-3949
 

Ҫу уйӑхӗн юлашки кунӗсенчен пӗринче Ӗпхӳри Калинин районӗн чӑваш вырсарни шкулӗнче вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнине халалланӑ уяв иртрӗ. Унта «Элем» ансамбле ҫӳрекен вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ‚ шкул ачисем тата хӑнасем пухӑнчӗҫ. Пурӗ 70 яхӑн ҫын.

2009-2010 вӗренӳ ҫулӗнче асӑннӑ пӗлӳ ҫурчӗ Пушкӑртстан чӑваш халӑх культурине аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗҫ тунӑ. Ачасен «Акӑшсем» тата «Ягодка» ансамблӗсем районпа хулан пӗр мероприятийӗнчен те юлман. Унсӑр пуҫне Аслӑ Ҫӗнтерӗве 65 ҫул ҫитнине халалланӑ район конкурсӗнче I вырӑн йышӑнса ПР Вӗренӳ министерствин дипломне тивӗҫнӗ. Чӑннипе‚ кӑҫал вӗрентекенсемпе ачасен культура пурнӑҫӗ питӗ пуян та кӑсӑк иртрӗ. Вӗсем Салават хулинче йӗркеленӗ фольклор‚ Булгаковӑри эстрада коллективӗсен фестивальне‚ Ӗпхӳри тата Ҫтерлӗри Ҫӗнӗ ҫул уявӗсене хутшӑнчӗҫ.

«Элем» пултарулӑх ушкӑнне чӑвашсем пысӑк йышпа пурӑнакан тӑрӑхсенче лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӗсем Гафури районӗнчи Белое Озеро станцине‚ Красноусольск поселокне‚ Аургазӑ районӗнчи Треппеле‚ Архангельск районӗнчи Успенское яла‚ Ӗпхӳ районӗнчи Авдон тата Юматово поселокӗсене концертсемпе тухнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=833
 

Мускавра
Мускавра

Чӑваш патшалӑх университечӗн В.Г. Родионов профессор ертсе пыракан чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедри «Альма матерта» пулса иртекен мероприятисенче кӑна мар, Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсене шӗкӗлчес ӗҫре те хастар. Ку кафедра ӗҫченӗсем Ижевск, Саранск, Йошкар-Ола, Хусан, Ӗпхӳ, Мускав хулисенчи тӗрлӗ вузсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ, пӗр-пӗрин патне ӑслӑлӑх конференцийӗсене тӑтӑш кайсах ҫӳреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пуш уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче Ӗпхӳ хулинче Пӗтӗм тӗнчери пушкӑртсен III курултайне халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри «Урал-Алтай: ӗмӗрсем урлӑ — пуласлӑха» ятлӑ IV наука конференцийӗ иртрӗ. Унта Г.А. Ермакова профессор «Г.Н. Айги как выразитель духовных ценностей чувашского этноса», И.Ю. Кириллова доцент «Проблемы историзма в чувашской драматургии» темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ. Конференцире Урал-Алтай тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен историне, чӗлхине, сӑмахлӑхне, йӑли-йӗркине тӗпчекен докладсем ытларах пулчӗҫ.

Ҫавӑн пекех акан 2-мӗшӗнче Мускаври педагогика патшалӑх университетӗнче (МППУ) «Атӑлҫи халӑхӗсен филологи проблемисем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри IV наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ.

Малалла...

 

Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен президенчӗ Николай Фёдоров Ӗпхӳре пулчӗ, кунта вӑл, В.Путин чӗннипе, регионсен аталанӑвӗн ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухма пухӑннӑ Правительствӑн комисси ӗҫне хутшӑнма ҫитнӗччӗ.

Ҫак кунах Николай Васильевич Пушкӑртстан чӑвашӗсемпе тӗл пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен президенчӗ пушкӑртри чӑвашсем халӑх йӑли-йӗркине сухлассипе, аслисене сума сӑвассипе тӗслӗх кӑтартни пирки каларӗ.

Ҫавӑн пекех ку тӗлпулура К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине уявлас ыйту ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Пушкӑрт халӑх сӑмахлӑхӗн ахах-мерченӗпе — «Урал батыр» эпоспа — халӗ чӑвашсем те киленме пултараҫҫӗ. Ӑна Ӗпхӳ хулинчи П.М.Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗн ӗҫченӗ Николай Дмитриев чӑвашла куҫарса пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак ӗҫ пирки Николай Васильевич акӑ мӗнле шухӑшлать: «Эпоса куҫарни мана пушкӑрт халӑхӗн чунне, философине ӑнланма, чӗлхин илемлӗхне туйса илме пулӑшрӗ. Куҫару ӗҫӗ тӑван чӗлхен пуянлӑхне уҫса пачӗ, икӗ халӑхӑн пӗр евӗрлӗхӗпе уйрӑмлӑхӗсене асӑрхама пулӑшрӗ. Эпӗ оригинала тӗпе хурса ӗҫлеме тӑрӑшрӑм, сӑвӑ виҫисене те упраса хӑвартӑм. Манӑн ӗҫӗм пушкӑртсемпе чӑвашсене тата та туслӑрах пурӑнма, ҫывӑхланма май парасса шанас килет».

Николай Дмитриев асӑннӑ хайлава чӑвашла куҫарас тӗлӗшпе пилӗк ҫул ытла ӗҫленӗ. Эпоса кун ҫути кӑтартас тени 75 ҫулти «шур сухала» ҫӗнӗ техникӑна — компьютера — хӑнӑхма хистенӗ.

«Урал батыр» халиччен виҫӗ чӗлхепе — вырӑсла, турккӑлла, акӑлчанла — тухнӑ пулнӑ. Пушкӑртсен авалхи фольклор искусствин палӑкне тата этемлӗхӗн культура еткерне чӑвашла куҫарса пичетлесе кӑларма Николай Дмитриева Ӗпхӳ хулин общество аталанӑвӗн грантне тивӗҫни пулӑшнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ҫӗртме, 20

2011
13
Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть