Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Политика

Политика
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Вӑрнар районӗн прокурорӗн пуканне ҫӗнӗ ҫынна шанса панӑ. Ку должноҫе юстици канашҫи Сергей Парамонов йышӑннӑ.

Сергей Александрович 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Шупашкарти коопераци институтне пӗтерсен прокуратура органӗсенче, Улатӑрта, следовательте ӗҫленӗ. Унтан аслӑ следователь, аслӑ пулӑшуҫӑ, Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӑн ҫумӗ пулнӑ. 2018 ҫултан пуҫласа ку таранччен Пӑрачкав районӗн прокурорӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/1752
 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Красноармейски район администрацине урӑх ҫын ертсе пыма пуҫланӑ. Ку пукана Павел Юрьевич Семенов йышӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче депутсем пухура унӑн кандидатурине пӗр саслӑн пулса ырланӑ.

Павел Семенов - 34 ҫулта. Унччен вӑл Канаш районӗнчи Сухайкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Ку должноҫе вӑл 27 ҫулта йышӑннӑ. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче ял тӑрӑхӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх муниципалитет практики" конкурсра малтисен йышне кӗнӗ.

Палӑртмалла: Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ унччен Борис Клементьев пулнӑ. Вӑл кӑҫал ака уйӑхӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.

 

Политика
"Чеб.ру" сайтри сӑн
"Чеб.ру" сайтри сӑн

Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта хула администрацине реорганизацилес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Ҫапла хула администрацийӗ ҫумне Калинин, Мускав, Ленин районӗсен администрацийӗсене, Атӑл леш енчи территори управленине, хула пурӑхӗн комитетне пӗрлештерме йышӑннӑ.

Депутатсем пурте тенӗ пекех, тӑваттӑшӗсӗр пуҫне, килӗшсе сасӑланӑ.

 

Политика
Александр Фадеев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Александр Фадеев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулма Александр Фадеева ҫирӗплетнӗ. Кун пирки калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Паянхи куна илсен спорт министрӗн Василий Петровӑн виҫӗ заместитель: Татьяна Рябнина пӗрремӗш ҫум пулса тӑрӑшать, унсӑр пуҫне Ольга Смирновӑпа Александр Фадеев. Александр Игоревич — спортпа вӗренӳ ӗҫӗн, физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ те.

 

Политика

ЧР Элтеперӗн администрацийӗ "Чӑваш Республикин Элтеперӗнчен" тесе ҫырнӑ 555 сехет туянасшӑн (ку сӑмахсене унта вырӑсла ҫырӗҫ). Кун валли 1 миллион та 568,6 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫавна май электрон аукцион иртет.

Администраци арҫынсем валли - 25, хӗрарӑмсем валли 20 сехет туянасшӑн. Кусем - 11,3 пин тенкӗ тӑраканнисем. Теприсем 2 пин тенкӗллисем пулӗҫ: арҫынсен - 310, хӗрарӑмсен 200 сехет.

 

Политика
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Республикӑра коррупци пур е ҫук? Регион влаҫӗ ҫак тӗллевпе кашни ҫулах социаллӑ ыйтӑм ирттерет.

Кӑҫал та ӑна кам ирттерессине палӑртма уҫӑ конкурс йӗркелеҫҫӗ. Ку тӗллевпе Чӑваш Ен 956,5 пин тенкӗ тӑкаклама хатӗр.

Кӑҫал ыйтӑм ҫурлан 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 30-мӗшӗччен иртӗ. Унта 870 ахаль ҫынна тата 200 усламҫа хутшӑнтарӗҫ.

 

Политика
Александра Бочкарева. forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Александра Бочкарева. forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн заместительне Александра Бочкаревӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

37 ҫулти Александра Сергеевна министрӑн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.

 

Политика

ЧР спорт министрӗн халӗ икӗ ҫум кӑна тӑрса юлнӑ. Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Алексей Чернова ӗҫрен кӑларасси пирки хушу алӑ пуснӑ.

Алексей Чернов асӑннӑ ведомствӑра пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.

Халӗ спорт министрӗн Василий Петровӑн икӗ ҫум юлнӑ: Татьяна Рябинина тата Ольга Смирнова.

 

Политика
cheboksary.sm.news сайтри сӑн
cheboksary.sm.news сайтри сӑн

Малашне ЧР Элтеперӗн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пулӗ. Ҫавна май Олег Николаев ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин ятне улӑштарасси пирки хушу кӑларнӑ. Вӑл ЧР Вӗренӳ министерстви пулӗ.

Ҫавӑн пекех "Авангард" вӗренӳпе методика центрӗ, Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗ ҫӗнӗ управление пӑхӑнӗҫ.

Хальлӗхе управление кам ертсе пырасси паллӑ мар.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче, Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Борис Клементьев ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Паян вӑл 53 ҫул тултарнӑ.

Борис Клементьев ку должноҫре 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен 25-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Вӑл Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Икӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче тӗп налук инспекторӗ пулнӑ, кайран "Газпром межрегионгаз Шупашкарӑн" Ҫӗрпӳри территори уйрӑмне ертсе пынӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ...161
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн профессипе ҫыхӑннӑ шухӑшсене тивӗҫлипе хаклӗҫ. Тен, яланхи пурнӑҫ йӗрки пӑсӑлӗ. Тепӗр тесен, кирек мӗнле улшӑну та усса кайӗ. Сирӗн ас-тӑна ӗҫлеттерме тивӗ. Анчах ыттисен куҫк умӗнче хӑвӑр епле курӑнасси пирки ан манӑр. Шӑматкун плансене юлашки самантра улӑштарма тивӗ - хатӗр пулӑр.

Ҫӗртме, 01

1990
34
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем