Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Анне пилӗ (Иван Егоров)


Кунти тӗнчерен хӳтерсен те
кайма васкамастӑп лере.
Усал темӗнле йӗрлесен те
анне хӳтӗлет-ха пире.

Усал-тӗселе пӑхӑнмасӑр
ҫӳреп ҫӗр ҫинче хуҫа пек.
Утатӑп ҫултан пӑрӑнмасӑр
анне хӑй тахҫан утнӑ пек.

Ҫынран пӑрӑнса эп ҫӳремӗп,
ӗҫсем пур-ха, пур, ӗҫ пӗтмен —
юрлайманнине юрлас ҫемӗ,
юрлас чун-хавал иксӗлмен.

Анне хӳтӗлевӗ, ун пилӗ
пӗтме мана памӗ кунта.
... Пулам вӑрӑм ӗмӗр шӑпиллӗ,
аннем, чунра эсӗ пуртан.

Егоров Иван Павлович



Тулли верси :: Статья каҫми