Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ар, арҫын, эртел, арӑм, хӗрарӑм...

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Ар (эр, ер) — чи авалхи сӑмахсенчен пӗри пулнӑ. Вӑл ҫын тенине те, халӑх тенине те, арҫын, паттӑр ҫын, кӗрешӳҫӗ, улӑпла этем, ҫарҫынни (муж) тенине те пӗлтерме пултарнӑ, хӑйне уйрӑм сӑмах пулса та чӗлхере упраннӑ. Хӑшпӗр тӳрк чӗлхисенче вӑл халь те ҫав авалхи пӗлтерӗшӗпех пурӑнать. «В казахском народе издавна живет идеал достоинства мужчины, выражаемый словом «ер», которое включает в себя все... понятия: мужчина, воин, батыр, народный герой», — тесе ҫырни пур Казахстанра тухса тӑракан «Простор» журналра. Ӗлӗксенче чӑвашсем те паттӑр ҫынна: «Вӑл — чӑн-чӑн ар!» — тесе калама пултарнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ ҫак сӑмахпа вӗҫленекен ятсем те сахал мар пирӗн: Атнер, Сетнер, Пинер, Кинер, Сайтемар, Сакмар тата ытти те. Путмар — ар валлилӗх сак. Арлӑх — арҫынлӑх кирлӗ чухне арҫын пулма пултарни, урӑхла каласан, чӑн-чӑн паттӑрлӑх. Эртел (ертел) — (ер — ар, тел — канашҫӑ, советник) — пӗр канашлӑ арсен ушкӑнӗ пулса тухать мар-и хайхи?

Арҫын — пӗр сӑмахах икӗ хутчен калани, тӑварлӑ тӑвар тени пекрех ӗнтӗ. Арӑм, арумӗ — ар умӗнче тӑракан, хӗрарӑм — ар умӗнче тӑракан хӗр. Ҫак шухӑша питӗ ӗненес килет: пирӗн халӑх сӗм авалран хӗрарӑма ялан хисепленӗ: ахальтен мар ӗнтӗ юмахсенче те «пулнӑ пурӑннӑ карчӑкпа старик» тетпӗр. Эппин, чӑн-чӑн ар (арҫын) чыслӑ, хисеплӗ самантра хӑй мӑшӑрне, савнине, килӗштернӗ хӗре хыҫала мар, юнашар та мар, курӑр, ӑмсанӑр, юратӑр, хисеплӗр, тесе, мала тӑратнӑ...

Юхма Мишши,
Ылтӑн ҫӳпҫе. Вучах библиотеки, 1993, 1№. — 5–6 стр.


 
Категорисем: Юхма Мишши ӗҫӗсем, Ылттӑн ҫӳпҫе

Тулли верси :: Статья каҫми