Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Аскӑн - ТИН ушкӑн

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Авторӗсем: Николай Казаков, Борис Чиндыков

Алхасу, айкашу яланхи калаҫу
Саншӑн пурнӑҫ ялан пыл та ҫу
Ӑнсӑртран е юри сан ялан ир те каҫ
Куҫусем юратушӑн ҫунаҫ
Ҫут хӗвелӗн ачашне, чечексен сӗткенне
Эп ӗҫесшӗн туту хӗрринчен

Хушса юрламалли:
Аскӑн, аскӑн, аскӑн
Аскӑн калаҫан.
Аскӑн, аскӑн аскӑн
Аскӑн кулкалан.
Каскӑн, Каскӑн, Каскӑн
Каскӑн кастаран.
Ма-ха, савнӑ тусӑм,
Ҫав тер астаран?

Илӗртӳ, киленӳ, пӗр кӑштах именӳ
Саншӑн пурнӑҫ пӗрмай тӗлӗнӳ.
Юратса, тӑвӑлса сан валли пӗр сӑмах –
«Туйӑмсем – чи асамлӑ юмах»
Ҫут хӗвелӗн ачашне, чечексен сӗткенне
Эп ӗшесшӗн туту хӗрринчен.

Савӑшу, тавлашу, тӳпене кармашу
Тухатлать сан вӗри варкашу
Эп лекесшӗн каллех ытамун тыткӑнне
Асилсе унчченхи каҫсене
Ҫут хӗвелӗн ачашне, чечексен сӗткенне
Эп ӗҫесшӗн туту хӗрринчен.



Тулли верси :: Статья каҫми