Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Атте-анне чӗлхипе (Эмине)


Ют кайӑка усрама
Пирӗн улӑх ытла мар,
Хӑш ҫӗртен вӗҫсе килтӗр
Унталлах кайса пӗтӗр.

Ют йӑлана юрама —
Хамӑр йӑла начар мар.
Хӑш ҫӗртен ютсем килтӗр —
Унталлах кайса пӗтӗр.

Хамӑр ҫӗр хамӑр асра,
Мӗншӗн парас тӑшмана?
Турӑ панӑ ҫӗршывра
Хамӑр ларар хуҫара!

Атте-анне сӑмахне,
Аслаттейсен чӗлхипе
Тутарсемшӗн манас мар,
Хыт чӗреллӗ пулас мар.

Ку сӑвӑна «Шурӑ кашкӑр эткерӗ» (Чӑваш литературин антологийӗ, I том) кӗнекерен илнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кунта Эминен ытти сӑввисене вулама пулать



Тулли верси :: Статья каҫми