Ҫӗрле. Атӑл ҫийӗн
Яш тантӑшсемпе
Аван ҫӳремешкӗн
Пӗрле кимӗпе.
Ҫӳлтен ҫутӑ уйӑх
Йӑвашшӑн пӑхать.
Ҫути ун шыв тӑрӑх
Чӗркӗмӗл суйлать.
Пыратпӑр хӑюллӑн
Ишсе, малалла.
Ҫап-ҫутӑ йӗр хумлӑн
Юлать хыҫала.
Умра тӗкӗр евӗр
Шыв ҫийӗ яка.
Юхать аслӑ Атӑл
Туллин, сарлакан.
Ун мӑшӑр ҫыранӗ
Пит капӑр, пуян, —
Ем-ешӗл ҫаранӗ,
Илемлӗ вӑрман.
Эх, Атӑлӑм, Атӑл,
Саватӑп сана,
Нихҫан эс ан татӑл, —
Ан сивӗт чуна.
1949