Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ахтупай Валентин Степанович


Ахтупай Валентин Степанович (чӑн хушамачӗ Степанов) — чӑваш ҫыравҫи. 1908 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шуркассинче ҫуралнӑ. 2002 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тӗмен облаҫӗнчи Кӳлхӗрри ялта вилнӗ.

1939 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ шутланать. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденне (1 степеньлӗ), медальсене тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Химкомбинат тунӑ тата Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫӗкленнӗ май унӑн тӑван ялӗ пӗтнӗ. Шупашкар типографийӗн ФЗУ шкулӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн кӗнекесем пичетленӗ ҫӗрте ӗҫленӗ. Кайран Мускаври журналистика институтӗнче вӗреннӗ. Унтан таврӑнсан «Красная Чувашия» хаҫат редакцийӗнче литсотрудникра, Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта вӑй хунӑ

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пулни ҫинчен чылай сӑвӑ-очерк ҫырнӑ Аслӑ сержант фашистсене хӑваласа Чехословакине ҫитнӗ. Анчах фронтран таврӑнсан сурансем ӑна ҫырма паман. Вӑл Тӗмен облаҫӗнчи Викулово районӗнчи Кӳлхӗрри (Озерное) ялӗнче пурӑннӑ.

Пурларулӑхӗ

Ҫамрӑклах сӑвӑсем ҫырма пуҫланӑ. М.В.Ломоносов ҫинчен пысӑк поэма ҫырнӑ.

Унӑн ҫакӑн пек кӗнекесем тухнӑ:

Каҫӑсем



 
Категорисем: Ахтупай Валентин Степанович

Тулли верси :: Статья каҫми