Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Аякран килсен ӑш ҫумӑр (Г. Ирхи)


Аякран килсен ӑш ҫумӑр,
Аслатийӗ кӗрлесен,
Хӑрамасӑр утрӑн ҫуммӑн
Урама илем кӳрсе.

Сунчӑк карӑнчӗ пуҫ ҫийӗн...
Ҫул ҫинчи кӳлленчӗксем—
Ҫук иккен! — Пӑхмарӗҫ сиввӗн,
Иртнӗ майӑн ик этем.

Аслати те мӑкӑртатрӗ,
Кӗр! кӗрлерӗ те — самант
Пӗлӗт тӑрӑх тӑкӑртатрӗ
Урапи леш урама.

...Ҫак ӳкерчӗк тухрӗ чӗррӗн
Ас илсессӗн ҫав куна
Сан та эрешленӗ тӗрӗ —
Евитленӗ самана.

Григорий Ирхи



Тулли верси :: Статья каҫми