«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.
Пуринчен те ытла кулянать,
Пуринчен те ытла пуҫ усать,
Чи-чи паттӑрри,
Чи-чи хастарри
Марка-улӑп.
Юлашкинчен чӑтаймасть,
Вырӑнта лараймасть
Марка-улӑп;
Аттил патне каять,
Ҫапла калать
Марка-улӑп:
— Аттил, эс — патша,
Анчах халь нуша
Пире пусмӑрлать,
Пуҫа йӑлт хуплать.
Такама савса,
Манса кайрӑн чыса.
Тӑна кӗр, итле,
Таврӑн киле,
Хӗркке патне,
Ачусем патне.
Йӗри-тавра тӑшмансем,
Эс ухмаха тухнишӗн,
Ху камне маннишӗн,
Питӗ савӑнаҫҫӗ вӗсем.
Ҫапла каласа,
Шавласа, кӑшкӑрса,
Хуса ярать Маркана,
Питӗ паттӑр ҫынна
Аттил хӑй патӗнчен
Чӑваш элӗнчен.
Марка-улӑп каять уйрӑлса,
Чӑвашсене пӑрахса.
Улӑпсӑр та юлчӗҫ чӑвашсем,
Патшасӑр та юлчӗҫ чӑвашсем.
Халь ӗнтӗ мӗн тумалла.
Халь ӗнтӗ асапланмалла...
Ара, тӑшмансем ҫакна ҫеҫ кӗтеҫҫӗ,
Тапӑнса кӗме хатӗрленеҫҫӗ.
1. Тӗкӗрҫсен уххисем хуҫӑлаҫҫӗ. Тӗкӗрҫ — ухӑпа кӑраланнӑ ҫар ҫынни, вырӑсла — лучник.
2. Текӗртсен сӑннисем ҫухалаҫҫӗ. Текӗрт — ҫарҫыннисен ушкӑнӗ, отряд.
3. Питлӗхӗсем тутӑхаҫҫӗ. Питлӗх — ҫарҫыннин хӳтлӗхӗ, вырӑсла щит.
4. Марка-улӑп... Ахӑртнех, историре пулнӑ ҫынах пулӗ. Марка-улӑп чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче чи сарӑлнӑ сӑнарсенчен пӗри. Ҫакна хальхи Чӑвашстанри топоним та питӗ лайӑх кӑтартса парать. Хальхи Чӑваш Республикинче Марка ялӗсем те, ҫырмисем те, сӑрчӗсем те, ытти паллӑ вырӑнсем те пур.
Улӑп — ытти тӳрк чӗлхисенче алп, улп; паттӑр тӗреклӗ, питӗ вӑйлӑ, никам ҫӗнейми тенине пӗлтерет. Улӑп ятне чи паттӑррисем кӑна илме пултарнӑ. Чӑваш халӑх историйӗнче Улӑп-Илитвер ятлӑ патша тата элтепер пулни паллӑ. Вӑл VII ӗмӗрте пурӑннӑ. Каярахпа чӑваш халӑх фольклорӗнче Улӑп-тӑпри ҫинчен калакан легендӑсем питӗ нумай.
5. Тухса кай халех чӑваш элӗнчен. Эль — ҫӗршыв, халӑх пурӑнакан вырӑн, патшалӑх.
6. Кам малта пулать? Елӗк-авал ҫапӑҫусене пуҫлакансем улӑпсем пулнӑ. Кашни текӗрт пӗр-пӗр улӑп тавра тӑнӑ. Улӑп тапӑнса пыни хальхи вӑрҫӑра танк атакана кӗни евӗрлӗ пулнӑ. Ытти ҫарҫыннисем ун хӳттинче пулма тӑрӑшнӑ. Улӑп аманни е ҫапӑҫуран кайни инкек тӳснипе танах пулнӑ.
7. Ӳре-кайӑксӑр юлчӗ... Ӳре — ертӳҫӗ, ӳре-кӑйкӑр — ертӳҫӗ-кӑйкӑр.