Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Гаврилова Агафья Гавриловна


Гаврилова Агафья Гавриловна — чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫи. 1878 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Энӗш Кӑршка ялӗнче ҫуралнӑ. 1918 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Хусанта вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ ҫумӗнчи хӗрарӑмсен училищинче пӗлӳ илнӗ. Шӑмӑршӑ районне кӗрекен Тури Чаткас ялӗнче ачасене вӗрентнӗ, Л.Н. Толстой шухӑшӗсене сарнӑшӑн ӑна унтан кӑларса янӑ. 1917 ҫулччен Хусанта бухгалтер пулса ӗҫленӗ. 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче «Хыпар» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче эсерсен партине кӗнӗ. Ҫурла уйӑхӗнче ӑна Чӑвашсене ирӗке кӑларакан обществӑн правлени ҫыруҫине лартнӑ. 1918 ҫулта Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзне йӗркеленӗ. Ҫав ҫулхинех ҫурла-авӑн уйӑхӗсенче «Хыпар» хаҫат редакторӗ пулнӑ.

Юпа уйахӗнче ӑна ЧК ҫыннисем персе вӗлернӗ. 2006 ҫулта ҫеҫ таса ятне тавӑрнӑ.


 
Категорисем: Энӗш Кӑршка, Хыпар, Журналистсем

Тулли верси :: Статья каҫми