Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ
Ушкӑнсем<< | >>Уйрӑмлӑхӗсем<< | >>Тӗслӗхсем<< |
I. Пӗрремӗшле глаголсем | Глагол тымарӗсем морфемӑсем ҫине пайланмаҫҫӗ | кай, кил, ту, ӗҫле, пар, ил, ҫит, ирт, пер, ут, ту, ҫи |
II. Иккӗмӗшле глаголсем | Тӗрлӗ сӑмахсем ҫумне аффикссем хушӑнса пулаҫҫӗ | хупла, савала, тӑварла, шиклен, тумлан, мирлеш, илемлет, кӗмсӗртет |
III. Конверси йӗркипе пулнӑ глаголсем | Ытларах евӗрлев сӑмахӗсенчен пулаҫҫӗ | йӑлтӑр (аҫҫӗ), сӗнк (се), вӑр (там), сӑрӑл (са) |
>>Аффикссем<< | >>Мӗнле пуплев пайӗ ҫумне хушӑнаҫҫӗ<< | >>Тӗслӗхсем<< |
-ла (-ле) | япала ячӗ | пичетле, анасла, хупла, магнитла, купала, хыпарла, ӗҫле, агитациле, парнеле, йӑвала, тӳпеле, кунла, хуралла, пуҫла, сӑнчӑрла, сунасла, тарла, пӑхӑрла |
евӗрлев сӑмахӗ | кӗрле, пӑрла, сӗрле, шарла, чашла, йӑсла, вӑсла, мӑрла, лӑрла | |
лан(-лен) | япала ячӗ | туслан, пӑрлан, пӗлӗтлен, вӑйлан, пӳрлен, ӗмӗтлен, шиклен, ҫивӗчлен, тумлан, хуҫалан, уралан, ҫеҫкелен, ҫӗпрелен, тӗтӗмлен, чавсалан, ҫунатлан, щӑршлан, йышлан |
паллӑ ячӗ | йӑвашлан, кӑпӑшлан, аванлан, ансатлан, хӑвӑртлан, хӑюсӑрлан, капӑрлан, юрӑхсӑрлан, тавӑрлан, йывӑрлан, хулӑнлан | |
-лаш (-леш) | япала ячӗ | тавлаш, шӳтлеш, туслаш, пӗрлеш, хаклаш, шайлаш, майлаш, туйлаш, тӑванлаш, каварлаш, сутлаш |
-лат (-лет) | япала ячӗ | илемлет, суранлат, тӗреклет, шӑрҫалат, чӑвашлат, кантралат |
паллӑ ячӗ | ансатлат, тӗссӗрлет, ӑшӑхлат, пылаклат, курпунлат, тачӑлат, ҫавралат, нумайлат, тарӑнлат, шупкалат | |
евӗрлев сӑмахӗ | вӗслет, шаклат, нӑриклет, карклат, хамлат, хӑрлат, хартлат, чантлат, чӑшлат, лаплат, кӑлӑклат, вашлат, кӑхлат, начлат | |
-тат (-тет) | евӗрлев сӑмахӗ | кӗмсӗртет, хӑнтӑртат, пӑшӑлтат, такӑлтат, шӑмпӑлтат, шӗпӗлтет, чӗмпӗлтет, тӑпӑртат, ҫӑтӑртат, ихӗлтет, хӗнтӗртет, тӗнкӗлтет, вӑштӑртат |
>>Аффикссем<< | >>Мӗнле пуплев пайӗ ҫумне хушӑнаҫҫӗ<< | >>Тӗслехсем<< |
-а(-е) | япала ячӗ | сӑна, хӗне, тӗсе, авра (авӑра) |
евӗрлев сӑмахӗ | йӑлтӑра, чӗтре, ялтӑра | |
-та (-те) | япала ячӗ | кӗҫте (кӗҫӗ+те), лапӑрта, мӑкӑлта |
паллӑ ячӗ | чӑмӑрта | |
-ка (-ке) | глагол | вӗрке, пашка, пӗрке, тӗрке, алчӑрка, йӑшка |
евӗрлев сӑмахӗ | такка, варка, пайка, палка, тӳнкке, танкка, пашка, шакка, купке, ларка, йӑска, чапка, тучке | |
-ӑрка(-ӗрке) -ӑрха(-ӗрхе) | евӗрлев сӑмахӗ | кушӑрка, кушӑрха, кутерке, хытӑрка, сӗлтӗрке, салпӑрка, пӑшӑрха |
япала ячӗ | асарха | |
паллӑ ячӗ | ӑшӑрха | |
-ар (-ер) | япала ячӗ | пасар, тӑвар, кӑкар, пуҫар, тӗлер |
паллӑ ячӗ | ҫывхар, кӑвакар, ешер | |
-кӑр (-кӗр) -хӑр (-хӗр) | евӗрлев сӑмахӗ | ҫухӑр, ӳхӗр, чашкӑр, какӑр, шӑхӑр, макӑр, ҫихӗр, мӗкӗр, вашкӑр, кӳкӗр, ихӗр, тулхӑр |
-ал (-ел) -ӑл (-ӗл) | паллӑ ячӗ | тасал, якал, кӗскел, мӑкал, ҫинҫел, сайрал, вӗтел, кивел, йӳнел, хурал, шурал, хӗрел, сарал, ватӑл, ҫутӑл, тӑрӑл, пӗкӗрӗл, урӑл, каҫӑрӑл, мӑкӑрӑл, кукӑрӑл |
япала ячӗ | тӗмескел, тӗсел | |
-ӑх (-ӗх) | паллӑ ячӗ | пиҫӗх, пӑчӑх, выҫӑх, шурӑх, сарӑх |
япала ячӗ | вӗчӗх, тарӑх, япӑх, ҫуйӑх, куҫӑх, тутӑх, юнӑх, ҫулӑх | |
глагол | йӳҫӗх, кушӑх, иртӗх, асӑх, ҫунӑх, йӑшӑх, ӗнтӗх, ӗнӗх, каҫӑх | |
-кӑн (-кӗн) | евӗрлев сӑмахӗ | вӑшкӑн, вӑркӑн, ҫиҫкӗн, вӑйкӑн |
-ан (-ен) -ӑн (ӗн) | япала ячӗ | пуҫӑн, йышӑн, тутан, вӑтан, асӑн |
паллӑ ячӗ | пушан, йӗпен, ӑшӑн, сивӗн | |
аҫ (-еҫ) | япала ячӗ | вырнаҫ, валеҫ |
паллӑ ячӗ | йӳнеҫ | |
-ат(-ет) -ӑт(-ӗт) | паллӑ ячӗ | сарат, шурат, мӑкат, ҫарат, тачкат, сыват, хурат, хӗрет, шӗвӗрт, типӗт, ҫӑрат, тасат, ҫутат |
япала ячӗ | кӗҫӗт | |
-кӑр (-кӗр) | евӗрлев сӑмахӗ | вашкар, мӗкӗр, макӑр, кӑшкӑр, чашкӑр |
-кӑт (-кӗт) | евӗрлев сӑмахӗ | вӑркӑт, вӑйкӑт |
-кӑш (-кӗш) | евӗрлев сӑмахӗ | йӑлкӑш, вӗркӗш, вӑйкӑш, варкӑш, янкӑш, нӑйкӑш, тӗлкӗш, чӑркӑш, чалкӑш, тӗркӗш |
-ра (-ре) -ча (-че) | япала ячӗ | павра, чӗтре, янра, тӗпче, кӳпче, пирче |
-мӑш(-мӗш) | глагол | йӗрмӗш, урмӑш, ермӗш |
-шӑн (-шӗн) | глагол | типшӗн, ҫӗршӗн, пӗршӗн, пӗшкӗн (<пӗкшӗн), вӗтшӗн |
паллӑ ячӗ | ютшӑн | |
евӗрлев сӑмахӗ | йӑпшӑн, варшӑн | |
-чӑн | евӗрлев сӑмахӗ | лӑпчӑн, лапчӑн |
>>Залогсем<< | >>Мӗнле аффикс хушӑннипе пулать<< | >>Тӗслӗхсем<< |
1. Тӗп залог | Аффикссӑр форма | кай, тыт, пар, ут, пӗл, вула, ҫывӑр, ӗҫле, кан, туп |
2. Таврӑну | -ӑн (-ӗн) | сыхлан (<сыхла+ӑн), мухтан, асӑрхан, чӗркен, ҫуйхан, айӑплан, ҫырӑн, ҫакӑн, авӑн, ваклан, ҫӑвӑн, тиен, хӗртӗн, хырӑн |
-ӑл (-ӗл) | епрел (<епре+ӗл), уҫӑл, ейӗл, касӑл, карӑл, ҫутӑл, татӑл, сӳтӗл, уҫӑл, хуҫӑл, ҫурӑл, сирӗл, пӑсӑл, вӗрӗл, сарӑл | |
3. Хире-хирӗҫлӗх | -ӑш (-ӗш) | савӑш, тӗкӗш, сӗкӗш, перӗш, хӗвӗш, туртӑш |
-ӑҫ(-ӗҫ) | тытӑҫ, ҫапӑҫ, хирӗҫ, тапӑҫ, ӑнӑҫ, канӑҫ, пӑрнӑҫ, манӑҫ | |
-аш (-еш) | пуплеш (< пупле + еш), виртлеш, паллаш, тӗрткелеш, ыталаш, ҫуйхаш, ҫухӑраш, тимлеш, шӳтлеш, кӑшкӑраш, перкелеш, тулаш | |
-аҫ (-еҫ) | калаҫ, ятлаҫ | |
4.Хистев | -т (а, е, н, р сасӑсемпе пӗтекен глагол тӗпӗ ҫумне хушӑнать) | вӗрент (<вӗрен+т), васкат, вӗрет, вӗҫерт, вылят, ерт, ларт, кӗрт, макӑрт, пӗҫерт, хӑрат, шӑнт, шӑхӑрт, ҫӳрет |
-ат | ҫыврат (<ҫывӑрат), тӑрат | |
-ар (-ер) | каҫар, куҫар, пӗҫер (пиҫ+ер), вӗлер, путар, ҫӗтер, ҫитер, пусар, пӗтер, витер | |
-тар (-тер) | пӗлтер, юхтар, ҫыртар, кастар, ҫунтар, вӗртер, ҫуртар, кантар | |
-ттар (-ттер) | вулаттар, ҫывӑрттар, шӑйӑрттар, итлеттер, чирлеттер, тиеттер, ҫӗклеттер, тумлаттар |
>>Наклоненисем<< | >>Мӗне пӗлтерет<< | >>Тӗслӗхсем<< |
1. Кӑтарту | ӗҫ чӑн пулса иртнине | Эпир институтра вӗренетпӗр |
2. Хушу | ӗҫе тума хушнине | Пурте тӑрӑшса вӗренӗр, наука никӗсӗсене алла илӗр. |
3. Килӗшӳ | калаканни ӗҫӗн результачӗпе интересленменнине | Кӳршӗ паян вӑрмана каяс тет. — Кайин. Эпир те кайӑпӑр-ха. |
4. Ӗмӗт | ӗҫе тума ӗмӗтленнине, анчах ӑна тума услови кирлине (ҫуккине) | Шӑпчӑк кайӑк пулӑттӑм, Сад пахчинче юрлӑттӑм, Эп шӑллӑма юрӑттӑм.>>(Фольк.) |
Хальхи вӑхӑт
Хисеп<< | >>Сӑпат<< | >>Ҫирӗплетӳ аспекчӗ<< | >>Хирӗҫлев аспекчӗ<< |
Пӗреллӗ | 1 | ҫи-ет-ӗп, лар-ат-ӑп, тӑв-ат-ӑп | ҫи-мес-т-ӗп,лар-мас-т-ӑп, ту-мас-т-ӑп |
2 | ҫи-ет-ӗн, лар-ат-ӑн, тӑв-ат-ӑн | ҫи-мес-т-ӗн, лар-мас-т-ӑн, ту-мас-т-ӑн | |
3 | ҫи-ет, лар-ать, тӑв-ать | ҫи-мес-т, лар-мас-ть, ту-мас-ть | |
Нумайлӑ | 1 | ҫи-ет-п-ер, лар-ат-п-ӑр, тӑв-ат-п-ӑр | ҫи-мес-т-п-ӗр, лар-мас-т-п-ӑр, ту-мас-т-п-ӑр |
2 | ҫи-ет-v-ӗр, лар-ат-v-ӑр, тӑв-ат-v-ӑр | ҫи-мес-т-v-ӗр, лар-мас-т-v-ӑр, ту-мас-т-v-ӑр | |
3 | ҫи-еҫ-ҫ-ӗ, лар-аҫ-ҫ-ӗ, тӑв-аҫ-ҫ-ӗ | ҫи-меҫ-ҫ-ӗ, лар-маҫ-ҫ-ӗ, ту-маҫ-ҫ-ӗ |
>>Хисеп<< | >>Сӑпат<< | >>Пултараслӑх аспекчӗ<< | >>Пултарайманлӑх аспекчӗ<< |
Пӗреллӗ | 1 | ҫиеетӗп (ҫи-ей-ет-ӗп), лараятӑп (лар-ай-ат-ӑп) | ҫиейместӗп (ҫи-ей-мес-т-ӗп), лараймастӑп (лар-ай-мас-т-ӑп) |
2 | ҫиеетӗн (ҫи-ей-ет-ӗн), лараятӑн (лар-ай-ат-ӑн) | ҫиейместӗн (ҫи-ей-мес-т-ӗн), лараймастӑн (лар-ай-мас-т-ӑн) | |
3 | ҫиеет (ҫи-ей-ет), лараять (лар-ай-ать) | ҫиеймест (ҫи-ей-мес-т), лараймасть (лар-ай-мас-ть) | |
Нумайлӑ | 1 | ҫиеетпӗр (ҫи-ей-ет-п-ӗр), лараятпӑр (лар-ай-ат-п-ӑр) | ҫиейместпӗр (ҫи-ей-мес-т-п-ӗр), лараймастпӑр (лар-ай-мас-т-п-ӑр) |
2 | ҫиеетӗр (ҫи-ей-ет-v-ӗр), лараятӑр (лар-ай-ат-v-ӑр) | ҫиейместӗр (ҫи-ей-мес-т-v-ӗр), лараймастӑр (лар-ай-мас-т-v-ӑр) | |
3 | ҫиееҫҫӗ (ҫи-ей-еҫ-ҫ-ӗ), лараяҫҫӗ (лар-ай-аҫ-ҫ-ӗ) | ҫиеймеҫҫӗ (ҫи-ей-меҫ-ҫ-ӗ), лараймаҫҫӗ (лар-ай-маҫ-ҫ-ӗ) |
>>Хисеп<< | >>Сӑпат<< | >>Ҫирӗплетӳ аспекчӗ<< | >>Хирӗҫлев аспекчӗ<< |
Пӗреллӗ | 1 | ҫи-йӗп, кай-ӑп, тӑ-в-ӑп | ҫи-м-ӗп, кай-м-ӑп, ту-м-ӑп |
2 | ҫи-йӗн, кай-ӑн, тӑ-в-ӑн | ҫи-м-ӗн, кай-м-ӑн, ту-м-ӑн | |
3 | ҫи-йӗ, кай-ӗ, тӑ-в-ӗ | ҫи-м-ӗ, кай-м-ӗ. ту-м-ӗ | |
Нумайлӑ | 1 | ҫи-йӗп-ӗр, кай-ӑп-ӑр, тӑв-ӑп-ӑр | ҫи-м-ӗп-ӗр, кай-м-ӑп-ӑр, ту-м-ӑп-ӑр |
2 | ҫи-v-ӗр, кай-v-ӑр, тӑв-v-ӑр | ҫи-м-v-ӗр, кай-м-v-ӑр, ту-м-v-ӑр | |
3 | ҫи-йӗ-ҫ, кай-ӗ-ҫ, тӑв-ӗ-ҫ | ҫи-м-ӗ-ҫ, кай-м-ӗ-ҫ, ту-м-ӗ-ҫ |
>>Хисеп<< | >>Сӑпат<< | >>Ҫирӗплетӳ аспекчӗ<< | >>Хирӗҫлев аспекчӗ<< |
Пӗреллӗ | 1 | ҫи-р-ӗм, кай-р-ӑм, ту-р-ӑм | ҫи-ме-р-ӗм, кай-ма-р-ӑм, ту-ма-р-ӑм |
2 | ҫи-р-ӗн, кай-р-ӑн, ту-р-ӑн | ҫи-ме-р-ӗн, кай-ма-р-ӑн, ту-ма-р-ӑн | |
3 | ҫи-р-ӗ, кай-р-ӗ, ту-р-ӗ | ҫи-ме-р-ӗ, кай-ма-р-ӗ, ту-ма-р-ӗ | |
Нумайлӑ | 1 | ҫи-р-ӗм-ӗр, кай-р-ӑм-ӑр, ту-р-ӑм-ӑр | ҫи-ме-р-ӗм-ӗр, кай-ма-р-ӑм-ӑр, ту-ма-р-ӑм-ӑр |
2 | ҫи-р-v-ӗр, кай-р-v-ӑр, ту-р-v-ӑр | ҫи-ме-р-v-ӗр, кай-ма-р-v-ӑр, ту-ма-р-v-ӑр | |
3 | ҫи-р-ӗ-ҫ, кай-р-ӗ-ҫ, ту-р-ӗ-ҫ | ҫи-ме-р-ӗ-ҫ, кай-ма-р-ӗ-ҫ, ту-ма-р-ӗ-ҫ |
>>Хисеп<< | >>Сӑпат<< | >>Ҫирӗплетӳ аспекчӗ<< | >>Хирӗҫлев аспекчӗ<< |
Пӗреллӗ | 1 | ҫи-етт-ӗм(ччӗ), кай-атт-ӑм(ччӗ), тӑв-атт-ӑм(ччӗ) | ҫи-мес-т-ӗм(ччӗ), каи-мас-т-ӑм(ччӗ), ту-мас-т-ӑм(ччӗ) |
2 | ҫи-етт-ӗн(ччӗ), кай-атт-ӑн(ччӗ), тӑв-атт-ӑн(ччӗ) | ҫи-мес-т-ӗн(ччӗ), кай-мас-т-ӑн(ччӗ), ту-мас-т-ӑн(ччӗ) | |
3 | ҫи-етч-ӗ, кай-атч-ӗ, тӑв-атч-ӗ | ҫи-мес-тч-ӗ, кай-мас-тч-ӗ, ту-мас-тч-ӗ | |
Нумайлӑ | 1 | ҫи-етт-ӗм-ӗр(ччӗ), кай-атт-ӑм-ӑр(ччӗ), тӑв-атт-ам-ӑр(ччӗ) | ҫи-мес-т-ӗм-ӗр(ччӗ), кай-мас-т-ӑм-ӑр(ччӗ), ту-мас-т-ӑм-ӑр(ччӗ) |
2 | ҫи-етт-v-ӗр(ччӗ), кай-ятт-v-ӑр(ччӗ), тӑв-атт-v-ӑр(ччӗ) | ҫи-мес-т-v-ӗр(ччӗ), кай-маc-т-v-ӑр(ччӗ), ту-мас-т-v-ӑр(ччӗ) | |
3 | ҫи-етч-ӗ-ҫ, кай-атч-ӗ-ҫ, тӑв-атч-ӗ-ҫ | ҫи-мес-тч-ӗ-ҫ, кай-мас-тч-ӗ-ҫ, ту-мас-тч-ӗ-ҫ |
>>Хисеп<< | >>Сӑпат<< | >>Ҫирӗплетӳ аспекчӗ<< |
Пӗреллӗ | 1 | ҫи-сетт-ӗм(ччӗ), кай-сатт-ӑм(ччӗ), ту-сатт-ӑм(ччӗ) |
2 | ҫи-сетт-ӗн(ччӗ), кай-сатт-ӑн(ччӗ), ту-сатт-ӑн (ччӗ) | |
3 | ҫи-сечч-ӗ, кай-сачч-ӗ, ту-сачч-ӗ | |
Нумайлӑ | 1 | ҫи-сетт-ӗм-ӗр(ччӗ), кай-сатт-ӑм-ӑр(ччӗ), ту-сатт-ӑм-ӑр(ччӗ) |
2 | ҫи-сетт-v-ӗр(ччӗ), кай-сатт-v-ӑр(ччӗ), ту-сатт-v-ӑр(ччӗ) | |
3 | ҫи-сечч-ӗ-ҫ, кай-сачч-ӗ-ҫ, ту-сачч-ӗ-ҫ |
>>Хисеп<< | >>Сӑпат<< | >>Ҫирӗплетӳ аспекчӗ<< | >>Хирӗҫлев аспекчӗ<< |
Пӗреллӗ | 1 | ҫи-йӗтт-ӗм(ччӗ), кай-ӑтт-ӑм(ччӗ), тӑв-ӑтт-ӑм(ччӗ) | ҫи-м-ӗтт-ӗм(ччӗ), кай-м-ӑтт-ӑм(ччӗ), ту-м-ӑтт-ӑм(ччӗ) |
2 | ҫи-йетт-ӗн(ччӗ), кай-ӑтт-ӑн(ччӗ), тӑв-ӑтт-ӑн(ччӗ) | ҫи-м-ӗтт-ӗн(ччӗ), кай-м-ӑтт-ӑк(ччӗ), ту-м-ӑтт-ӑн(ччӗ) | |
3 | ҫи-йӗчч-ӗ, кай-ӗчч-ӗ, тав-ӗчч-ӗ | ҫи-м-ӗчч-ӗ, кай-м-ӗчч-ӗ, ту-м-ӗчч-ӗ | |
Нумайлӑ | 1 | ҫи-йӗтт-ӗм-ӗр(ччӗ), кай-ӑтт-ӑм-ӑр(ччӗ), тӑв-ӑтт-ӑм-ӑр(ччӗ) | ҫи-м-ӗтт-ӗм-ӗр(ччӗ), кай-м-ӑтт-ӑм-ӑр(ччӗ), ту-м-атт-ӑм-ӑр(ччӗ) |
2 | ҫи-йӗтт-v-ӗр(ччӗ), кай-ӑтт-v-ӑр(ччӗ), тӑв-ӑтт-v-ӑр(ччӗ) | ҫи-м-ӗтт-v-ӗр(ччӗ), кай-м-ӑтт-v-ӑр(ччӗ), ту-м-ӑтт-у-йр(ччӗ) | |
3 | ҫи-йӗчч-ӗ-ҫ, кай-ӗчч-ӗ-ҫ, тйв-ӗчч-ӗ-ҫ | ҫи-м-ӗчч-ӗ-ҫ, кай-м-ӗчч-ӗ-ҫ, ту-м-ӗчч-ӗ-ҫ |
>>Хисеп<< | >>Сӑпат<< | >>Ҫирӗплетӳ аспекчӗ<< | >>Хирӗҫлев аспекчӗ<< |
Пӗреллӗ | 1 | ҫи-й-ӗп-ин, кай-ӑп-ин, тӑ-в-ӑп-ин | ҫи-м-ӗп-ин, кай-м-ӑп-ин, ту-м-ӑп-ин |
2 | ҫи-й-ӗсӗ-н, кай-ӑсӑ-н, тӑ-в-ӑсӑ-н | ҫи-м-ӗсӗ-н, кай-м-ӑсӑ-н, ту-м-ӑсӑ-н | |
3 | ҫи-й-v-ин, кай-v-ин, тӑ-в-v-ин | ҫи-м-v-ин, кай-м-v-ин, ту-м-v-ин | |
Нумайлӑ | 1 | ҫи-й-ӗп-ӗр-ин, кай-ӑп-ӑр-ин, тӑ-в-ӑп-ӑр-ин | ҫи-м-ӗп-ӗр-ин, кай-м-ӑп-ӑр-ин, ту-м-ӑп-ӑрин |
2 | ҫи-й-ӗсӗ-v-р, кай-ӑсӑ-v-р, тӑ-в-ӑсӑ-v-р | ҫи-м-ӗсӗ-v-ӗр, кай-м-ӑсӑ-v-р, ту-м-ӑсӑ-v-р | |
3 | ҫи-й-ӗ-ҫ-ин, кай-ӗ-ҫ-ин, тӑ-в-ӗ-ҫ-ин | ҫи-м-ӗ-ҫ-ин, кай-м-ӗ-ҫ-ин, ту-м-ӗ-ҫ-ин |
>>Хисеп<< | >>Сӑпат<< | >>Ҫирӗплетӳ аспекчӗ<< | >>Хирӗҫлев аспекчӗ<< |
Пӗреллӗ | 1 | ҫи-е-м, кай-а-м, тӑ-в-а-м | ҫи-е-м мар, кай-а-м мар, тӑ-в-а-м мар ан ҫи-е-м, ан кай-а-м, ан тӑ-в-а-м |
2 | ҫи-v-v, кай-v-v, ту-v-v | ан ҫи-v-v, ан кай-v-v, ан ту-v-v | |
3 | ҫи-тӗр-v, кай-тӑр-v, ту-тӑр-v | ан ҫи-тӗр-у, ан кай-тӑр-у, ан ту-тӑр-у | |
Нумайлӑ | 1 | ҫи-е-v-р, кай-а-v-р, тӑ-в-а-v-р | ҫи-е-v-р мар, кай-а-v-р мар, тӑ-в-а-v-р мар ан ҫи-е-v-р, ан кай-а-v-р, ан тӑ-в-а-v-р |
2 | ҫи-v-v-йӗр, кай-v-v-ӑр, тӑ-в-v-v-ӑр | ан ҫи-v-v-йӗр, ан кӑй-v-v-ӑр, ан тӑ-в-v-v-ӑр | |
3 | ҫи-ччӗр-v, кай-ччӑр-v, ту-ччӑр-v | ан ҫи-ччӗр-v, ан кай-ччӑр-v, ан ту-ччӑр-v |
>>Аспектсем<< | >>Мӗнле аффикс е татӑк хушӑннипе пулать<< | >>Глаголӑн мӗнле формисенче<< | >>Тӗслӗхсем<< |
1. Ҫирӗплетӳ | Глагол тӗпӗ (аффикссӑр форма) | лар, кил | |
2. Хирӗҫлев | -мас (-мес) | Хальхи вӑхӑт форминче | лар-мас-тӑп, кил-мес-тӗп |
Темиҫе иртнӗ вӑхӑт форминче | лар-мас-тӑм, кил-мес-тӗм | ||
-ма (-ме) | Пӗрре иртнӗ вӑхӑт форминче | лар-ма-рӑм, кил-ме-рӗм | |
-м | Пулас вӑхӑтра | лар-м-ӑп, кил-м-ӗп | |
Ӗмӗт наклоненийӗнче | лар-м-ӑттӑм, ил-м-ӗттӗм | ||
Килӗшӳ наклоненийӗнче | лар-м-ӑпин, ил-м-ӗпин | ||
ан, мар (татӑксем) | Хушу наклоненийӗнче | ан лар, ан ил, ларам мар, илем мар | |
мар, ҫук (татӑксем) | Пулас причасти форминче | ларас мар, ларас ҫук, илес мар, илес ҫук | |
3. Пултараслӑх | -ай (-ей) | лар-ай-атӑп (орф. лараятӑп) ил-ей-етӗп (орф. илеетӗп) | |
4. Пултарайманлӑх | -аймас (-ей-мес) | Хальхи вӑхӑт форминче | лар-аймас-тӑп ил-еймес-тӗп |
-айма (-ейме) | Пӗрре иртнӗ вӑхӑт форминче | лар-айма-рӑм ил-ейме-рӗм | |
-айм (-ейм) | пулас вӑхӑтра | лар-айм-ӗ ил-ейм-ӗ |
Ӗҫ пӗлтерӗшне наклонени, вӑхӑт, сӑпат, хисеп пӗлтерӗшӗсемпе ҫыхӑнтармасӑрах кӑтартакан глагол формине инфинитив теҫҫӗ.
Тӗслӗхсем: калама, каламашкӑн, вӗренме, вӗренмешкӗн, ӗҫлеме, ӗҫлемешкӗн, савӑнма, савӑнмашкӑн.
Глагол паллисене ҫухатман, ҫав вахӑтрах паллӑ ятне ҫывӑх тӑракан глагол формине причасти теҫҫӗ.
Анлӑ усӑ куракан (тухӑҫлӑ) причастисем
>>Причасти формисем<< | >>Мӗнле аффикс хушӑнса пулать<< | >>Тӗслӗхсем<< |
1. Хальхи причасти | -акан (-екен) | ҫыракан, пӗлекен, вулакан, ҫӑвакан, тӗвекен, ҫиекен |
2. Пулас причасти | -ас (-ес) | ҫырас, пелес, вулас, ҫӑвас, тӗвес, ҫиес |
3. Иртнӗ причасти | -на (-не) | ҫырнӑ, пӗлнӗ, вуланӑ, ҫунӑ, тӳнӗ, ҫинӗ |
4. Пулмалли причасти | -малла(-мелле) | ҫырмалла, пӗлмелле, вуламалла, ҫумалла, тӳмелле, ҫимелле |
>>Причасти формисем<< | >>Мӗнле аффикс хушӑнса пулать<< | >>Тӗслӗхсем<< |
1. Яланхи причасти | -ан (-ен) | ҫыран, пелен, вулан, ҫӑван, тӗвен, ҫиен |
2. Пулма пултаракан причасти | -и | ҫыри, пӗли, вули, ҫӑви, тӗви, ҫийи, ҫыри-ҫырми, пӗли-пӗлми, ӗҫли-ӗҫлеми |
3. Юрилӗх причастийӗ | -анҫи (-енҫи) | 1) ҫыранҫи, пӗленҫи, вуланҫи, ҫӑванҫи, тӗвӗнҫи, ҫиенҫи |
-иш | 2) ҫывриш, вулиш, пӗлиш, итлиш |
Сӑпат, вӑхӑт, хисеп, наклонени тӑрӑх улшӑнман, ӗҫӗн паллине кӑтартакан глагол формине деепричасти теҫҫӗ.
Авалах пулса кайнӑ деепричастисем
>>Деепричасти<< | >>Тӗслӗхсем<< |
1. -са (-се) аффикс хушанса пулаканнисем | ҫырса, пӗлсе, вуласа, ҫуса, тӳсе, ҫисе |
2. -сан (-сен), -сассӑн (-сессӗн) аффикс хушӑнса пулаканнисем | ҫырсан, пӗлсен, вуласан, ҫусан, тӳсен, ҫисен ҫырассӑн, пӗлсессӗн, вуласассӑн, ҫусассӑн, тӳсессӗн, ҫисессӗн |
3. -а(-е) аффикс хушӑнса пулаканнисем | ҫыра, пӗле, вула, ҫӑва, тӗве, ҫие |
>>Деепричасти<< | >>Тӗслӗхсем<< |
1. -иччен аффикс хушӑнса пулаканнисем | ҫыриччен, пӗличчен, вуличчен, сӑвиччен, тӗвиччен, ҫийиччен |
2. -массерен (-мессерен) аффикс хушӑнса пулаканнисем | ҫырмассерен, пӗлмессерен, вуламассерен, ҫумассерен, тӳмессерен, ҫимессерен |
3. -нӑҫем (-нӗҫем), -нӑҫемӗн (-нӗҫемӗн) аффикс хушӑнса пулаканнисем | ҫырнӑҫем(ӗн), пӗлнӗҫем(ӗн), вуланӑҫем(ӗн), ҫунӑҫем(ӗн), тӳнӗҫем(ӗн), ҫинӗҫем(ӗн) |
4. -уҫӑн (-ӳҫӗн) аффикс хушӑнса пулаканнисем | ҫыруҫӑн, пӗлӳҫӗн, вулуҫӑн, ҫӑвуҫӑн, тӗвӳҫӗн, ҫийӳҫӗн |