Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Иван Малкай ҫырӑвӗсем


«Эпӗ унӑн сӑввисене вуласа ӳснӗ. Вӗсем ӗлӗкрех шкул программинче те пурччӗ. Хӑйне вара Аксура (Тутар Республики) 1966 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-31-мӗшӗсенче Чӑваш литературин эрнинче пуҫласа куртӑм. Эпӗ ун чухне унта тухса тӑракан «Ял пурнӑҫӗ» хаҫата ертсе пыраттӑм. Литература эрнине А.Ф. Талвир, П.П. Хусанкай, И.Г. Малкай, Тихӑн Петӗркки, К.К. Петров, М.П. Егоров (Сениэль), Г.А. Ефимов килсе ҫитрӗҫ. Малтанхи тӗл пулу Аксури вӑтам шкулта иртрӗ, каҫхине районти культура ҫуртӗнче. Малалла ҫыравҫӑсем тӗрлӗ яла ҫитсе курчӗҫ. Вӗсемпе пӗрле эпӗ тата А.А. Трофимов (халӗ искусствоведени докторӗ) ҫӳрерӗмӗр. Ҫав кунсенче Иван Малкайпа ҫывӑх паллашрӑм.

Чӑваш литературин эрни хыҫҫӑн та Иван Григорьевич «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатпа ҫыхӑну тытма пӑрахмарӗ. Ҫырӑвне ман пата ҫыратчӗ. Хаҫатра унӑн сӑввисем литература страницинче (ӑна уйӑхра пӗрре «Шелепи ҫӗршывӗ» ятпа кӑлараттӑм) пичетленетчӗҫ. Ҫырӑвӗсем халӗ те хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатман. Малкайӑн хӑш-пӗр сӑвви «Самар ен» хаҫатра та кун ҫути курнӑччӗ.

«Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗ, 1966 ҫул.

Хисеплӗ Виктор Егорович! Пысӑк та ҫывӑх салам сире! Эсир ярса панӑ «Ял пурнӑҫӗ» хаҫата манӑн сӑвӑсене пичетлесе кӑларнӑ номере алла илсе вуласа тухрӑм. Пичетлесе кӑларнӑшӑн тата хаҫат ярса панӑшӑн пысӑк тав! Аван вырнаҫтарса кӑларнӑ. Кӗнекем тухсан ӑна та сире хисеплесе ярса пама кӑмӑлӑм пысӑк. Анчах ӑна кӗтмелле-ха.

Салампа И. Малкай».

Тата уйӑхран тепӗр ҫыру илтӗм.

«Авӑнӑн 6-мӗшӗ, 1966 ҫул.

Хисеплӗ Виктор Егорович! Питӗ пысӑк салам! Эсӗ ярса панӑ «Ял пурнӑҫӗ» хаҫата илсе вуларӑм. Литература страницисене кӗнӗ сӑвӑсене пӗр йӗрке хӑвармасӑр вуласа тухрӑм. Пытармасӑр калатӑп: Петр Гаврилов сӑввисем тарӑн шухӑшлӑ, ӑслӑ сӑвӑсем. Вӑл яланах ҫыртӑрччӗ.

«Манӑн шухӑшӑм, ман шухӑш» сӑвва пичетленӗшӗн тавтапуҫ! Кӑмӑллӑ пулнӑ. Аван!

Эпир — Шупашкарсем — сывах пурӑнатпӑр. Семен Васильевич Элкер хытӑ чирлет вара. Пултарайӗ-ши чире ирттерсе яма? Чылайранпа больницӑра выртать.

Ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн эпӗ, Михаил Белов тата Аркадий Лукин сирӗн пата ҫитмелле. Чистай районӗнчи чӑваш ялӗсенче пулмалла. Ку пирӗн правлени планӗпе пурнӑҫланса пырать. Ун чухне татах курса калаҫӑпӑр.

Ҫывӑх кӑмӑлпа И.Малкай».

* * *

«Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗ, 1967 ҫул.

Хисеплӗ Виктор Егорович! Питӗ пысӑк салам! Салам Михаил Беловран! Виҫӗм кун эсӗ ярса панӑ «Ял пурнӑҫӗ» хаҫата вуласа тухрӑм. Литература страници, «Шелепи ҫӗршывӗ» тесе ят панӑскер, питӗ килӗшрӗ. Маттурсем тесе калас килет сире.

Манӑн сӑвӑсене хитре вырнаҫтарнӑ-шӑн тавтапуҫ! «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат ҫумӗнче чӑвашла ҫыракансенчен йӗркеленӗ литкружок е литпӗрлешӳ пулмаллах сирӗн. Тахҫан ҫырса тӑракансемпе пухӑнса пӗр-пӗрин ӗҫӗсене вуласа, тишкерсе тухни питех те паха пулӗччӗ. Ҫапла-и?

Хамӑр чиперех пурӑнатпӑр. Журналсем сарассипе каллех пыратпӑр пулмалла. Вара сӗтел хушшинче ларсах калӑҫӑпӑр. Салам манран Алексей Трофимова.

Хаҫат ярса панӑшӑн, ӳркенменшӗн, чӑваш пичечӗшӗн тӑрӑшнишӗн тепӗр хут тавтапуҫ! Ку эсӗ илемлӗ чӗреллине кӑтартать.

Салампа Иван Малкай».

Иван Григорьевич Малкай 1911 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑтакра (Первомайски) ҫуралнӑ. 1930 ҫулта Шупашкарти стройтехникума кӗнӗ. 1932 ҫулта Чулхулари комуниверситетран вӗренсе тухнӑ, комсомол обкомӗнче, «Ҫамрӑк большевик» хаҫатра ӗҫленӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Иван Малкай Совет ҫарӗнче пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Радиоинформаци комитечӗпе «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ.

Юлашки хут эпӗ Иван Григорьевичпа 1968 ҫул Шупашкарта Михаил Белов хваттерӗнче тӗл пултӑм. Виҫҫӗн ларса калаҫрӑмӑр. Поэт чӗрӗк ӗмӗр каялла ҫӗре кӗнӗ.

Иван Малкайӑн ҫакӑн пек кӗнекисем тухнӑ: «Сӑвӑсем» (1938), «Сывлӑм» (1939), «Сӑвӑсем» (1940), «Сӑвӑсем» (1944), «Ҫурхи сӑвӑсем» (1946), «Пирӗн ҫуркунне» (1952), «Ҫутӑ ӗмӗтсем» (1958), «Пирӗн вӑхӑт» (1959), «Ҫӗнӗ сӑвӑсем» (1961), «Чӗвӗл чӗкеҫӗм» (1961), «Ӑшӑ салам» (1962), «Костер умӗнче» (1964), «Атӑл ҫилӗ» (1965), «Савӑнӑҫ» (1967), «Октябрь ялавӗ» (1967).

Виктор Симаков
«Хыпар», 2011, ҫурла, 6


 
Категорисем: Иван Малкай

Тулли верси :: Статья каҫми