Ирсерен эп ӑна тӗл пулатӑп ялан,
Ӗҫчен хӗр манран ир вӑранать.
Кӑвак сӑн ӳкерсен шурӑмпуҫӗ яла
Ҫӑл патне шыв ӑсма вӑл анать.
Шӑнкӑр шыв йӗрленсе ыткӑнать валак тӑрӑх,
Йӑлкӑшать кӗмӗлленнӗ витре.
Кӑвак куҫӗ хӗрӗн ҫӑлти шыв пекех тӑрӑ,
Ҫутӑ ир пек сӑн-пичӗ хитре.
1954