Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: И мӗн пуян... (Митта Ваҫлейӗ)


И мӗн пуян, тӑванӑм?
Сывлӑх пуян.
Сывлӑх ҫул памасӑр ҫта каян?

И мӗн пуян, тӑванӑм?
Туслӑх пуян.
Пин ылтӑн мар, пин тус эс туян.

И мӗн пуян, тӑванӑм?
Халӑх пуян.
Унсӑр пуҫне кама пуҫ таян?

Эс те пуян, тӑванӑм,
Эп те пуян:
Пуҫӑмӑрта сывлӑх пур паян.

Сывӑ пулар, тӑванӑм,
Туслӑ пулар,
Халӑх ирӗкӗнчен ан тухар.

Митта Ваҫлейӗ


 
Категорисем: Митта Ваҫлейӗ

Тулли верси :: Статья каҫми