Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кремльте чӑваш юрри шӑрантарасчӗ...


Леонид Антонов — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пиллӗкмӗш курс студенчӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл "Янташ" эстрада ушкӑнӗн солисчӗ, концертсене ертсе пыраканӗ. Каччӑ пултаруллине, маттуррине кӑҫал ЧР Президенчӗн стипендине илме тивӗҫни те ҫирӗплетет. Вӑраха тӑсӑлакан гастрольсемпе университетри занятисене мӗнле шайлаштарать-ши Леня? Каччӑшӑн вӗренӳ, пултарулӑх пӗлтерӗшлӗрех-ши? Ҫак ыйтусен хуравне тупас тӗллевпе тӗл пултӑмӑр та Леньӑпа.

— Эсӗ чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренетӗн. Унти "Халӑх театрӗн режиссерӗ" тата "Эстрада юрри" специализацисене ҫӳретӗн. Ку суйлав ӑнсӑртран-и е тӗллевлӗ утӑм-и?
— Тӗрӗссипе, сцена ҫине эстрада юррипе тухасси пирки шутламан та. Пӗчӗкрех чухне тухтӑр, вӗрентекен, диктор, артист пулас килетчӗ. Артист пулас килни ҫӗнтерчех. Ахӑртнех, атте юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе ҫывӑх пулни пулӑшрӗ. Вӑл тӗрлӗ музыка инструменчӗпе калать, ялти культура ҫурчӗн ертӳҫи. Шкулта вӗреннӗ чухне уяв концерчӗсене пӗрмаях хутшӑнаттӑмччӗ, пӗчӗк курӑнусенче тӗрлӗ сӑнар калӑплаттӑмччӗ. Ҫавӑнта театр тыткӑнланӑ та пуль.

— "Янташ" эстрада ушкӑнне мӗнле лекрӗн тата?
— Пӗрремӗш курсра чухне пӗрле вӗренекенсем А.Н. Никитин композитор ҫамрӑксен ушкӑнне йӗркеленине пӗлтерчӗҫ, кайса пӑхма чӗнчӗҫ. Ҫитрӗмӗр те пирӗн пекех вун-вун яш-кӗрӗм тӑрать.
Анатолий Никитич кастинг ирттерчӗ. Ҫапла майпа пӗр йыша пӗр курсра вӗренекен Елена Леонтьева, Вячеслав Долгов, Валерий Кузьмин тата эпӗ лекрӗмӗр.
Тӑватӑ ҫул Анатолий Никитинпа пӗрле республикӑри тата унӑн тулашӗнчи культура керменӗсен сцени ҫине савӑнӑҫлӑ концертсемпе тухатпӑр. Тутарстан тата Пушкӑрт республикисенчи чӑваш ялӗсемсӗр пуҫне ҫӗршыври ентешӗмӗрсем йышлӑ пурӑнакан хуласене те ҫитетпӗр. Ӗпхӳ, Ҫырчаллӑ, Октябрьск, Стерлитамак, Сургут, Тюмень, Нефтеюганск, Нижневартовск, Лянтор хулисене чӑваш эстрадинчи ҫӗнӗ хума илсе ҫитертӗмӗр. Хальччен чӑваш эстрадинче кунашкал хӑйне евӗрлӗх пулман, илемлӗ чӑваш тумӗсемпе юрра-кӗвве ҫыхӑнтаратпӑр. Тен, ҫавна пулах ушкӑн куракан кӑмӑлне кайни сисӗнет — икӗ сехет пыракан концерт халӑхшӑн самантлӑх кӑна туйӑнать. Анатолий Никитич кӗвӗленӗ "Тӑванлӑх юррине" залра ларакансем пӗр харӑс ура ҫине тӑрса "Янташпа" янраттараҫҫӗ, чарӑнмасӑр алӑ ҫупаҫҫӗ, чечек ҫыххисемпе хупӑрлаҫҫӗ.

— Лянтор хулине автомашинӑпа ҫитме икӗ талӑк каймалла. Ҫул ҫинчи вӑхӑта мӗнле кӗскететӗр?
— Эпир инҫе ҫула хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Тӗлӗнмелле, ҫывӑхри хулана концертпа тухсан машинӑран тухас килмест, татах каяс килет. Ҫӗршер ҫухрӑмра пурӑнакан юлташсем кӗтни хавхалантарать, чӑтӑмлӑх кӳрет.

— Гастрольсенчи асра юлнӑ самантсем пурах-тӑр.
— Паллах. Тюмень облаҫӗнче пин метр тарӑнӑшӗнчен тапса тӑракан вӗри ҫӑл куҫра шыва кӗнине нихӑҫан манас ҫук. Гейзера тепре кайса курас шухӑш та пур. Гастрольсенче ҫӗнӗ тус-юлташ тупни — чи пахи. 2004 ҫулта Тутарстан Республикинчи Наратлы ялӗнче Сашӑпа Лида Дмитриевсемпе паллашнӑччӗ. Халӗ кашнинчех Тутарстана кайсан вӗсем патне кӗретпӗр. СМС ҫырусем ҫурететпӗр. Вӗсем пирӗн уявсене курма ятарласа Шупашкара килеҫҫӗ.

— Санӑн чи пысӑк ҫӗнтерӗвӳ?
— Куракан кӑмӑлне кайни — чи пысӑк тивӗҫ. Вӑл савӑннине курсан хамӑн тӗллеве пурнӑҫларӑм тесе шутлатӑп. Концерт вӑхӑтӗнче ку е вӑл сценкӑна тепре кӑтартма е юрра тепре шӑрантарма ыйтни — ҫакна пӗлтермест-и-ха? Чӑваш телекуравӗнчи «Тӑр-тӑри» хит-парадра "Куҫран пӑхса" юрӑ пилӗк эрне пӗрремӗш вырӑнта пыни хавхалантарать. Эппин, эпир ахаль ӗҫлеместпӗр. Тӗрлӗ пултарулӑх конкурсӗнче малти вырӑна тухни пирӗн ӗҫе хакланине ҫирӗплетет.

— Леня, эсӗ концертсенче лартакан шӳтлӗ сценкӑсене пӗччен шутласа кӑларатӑн тенине илтнӗччӗ.
— Сценкӑсем валли анекдотсем шыратӑп. Вӗсене хут ҫинчен сцена ҫине куҫарма режиссер ӑсталӑхӗ кирлӗ. Троллейбусра е урамра куракан ҫынсен калаҫӑвне, хусканӑвӗсене сӑнатӑп. Пурнӑҫри пӑтӑрмаха куракан умне туллин илсе ҫитерме тӑрӑшатӑп. Кунта мана ӗҫтешсем те пулӑшаҫҫӗ.

— Вӗренӳре мӗнле?
— Тавах преподавательсене ӑнланнӑшӑн, тавах ушкӑнри вӗренекенсене пулӑшса пынишӗн. Чылайӑшӗ концерт хыҫҫӑн ирхи лекцие тӑма йывӑр мар-и тесе ыйтать. Ҫирӗппӗн калатӑп: вӗренӳ маншӑн малти вырӑнта. Ҫулсерен студентсен наукӑпа практика конференцине хутшӑнса дипломсем ҫӗнсе илетӗп. Ӑслӑлӑх ӗҫне явӑҫних Президент стипендиачӗ пулса тӑма пулӑшрӗ. Ҫамрӑксене хавхалантаракан премие илме тивӗҫнине илтсен ӗненессӗм килместчӗ. Нивушлӗ эпӗ те Н.Федоров Президентӑн пысӑк хакне тивӗҫекен ҫав пин йышне кӗтӗм? Анчах стипендиат тени чарӑнмаллине пӗлтермест. Ӑна эпӗ санран ҫитӗнӳсем кӗтетпӗр, ӗҫле, тӑрӑш тенӗн ӑнланатӑп.

— Концертсем, репетицисем, вӗренӳ... Хӗрсем валли вӑхӑт юлать-и?
— Манӑн хӗр ҫук. Те вӗсем вӑтанаҫҫӗ, те хам вӑтанатӑп. Пӗр-пӗр чиперккепе паллашатӑп та — вӑл эпӗ артист пулнине аса илет те манӑн кашни ялта виҫшер-тӑватшар хӗр тесе шутлать. Ҫӳретӗп вара пӗччен.

— Ӗмӗтсем, тӗллевсем...
— Вӗренӗве лайӑх паллӑсемпе пӗтересчӗ. Чи пысӑк ӗмӗт — Кремль керменӗн сцени ҫинче чӑвашла юрӑ шӑрантарасси. Куракансем чӑваш чӗлхин янравлӑхӗнчен, ҫепӗҫлӗхӗнчен тӗлӗннипе кайса ӳкчӗр.

Ольга Несторова.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2007, 46 №.


 
Категорисем: Янташ

Тулли верси :: Статья каҫми