Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӑрлач уйӑхӗ (ҪЯ)


Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Кӑрлач уйӑхне мӑн кӑрлач, раштав, сурхури, хӗл /кӑш/ уйӑхӗ тесе каланӑ.
Кӑрлач, мӑн кӑрлач, кӗҫӗн кӑрлач тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхинче авалах пулнӑ. Вӗсем кӑра, сивӗ, пӗчӗк, пысӑк сивӗ пулӑма ӑнлантараҫҫӗ.
"Кӑрлач" — ырӑ-усал, уйӑх хуҫи, пуҫлӑхӗ. Хӗле, сивве тытса тӑраканӗ, ҫут ҫанталӑка "хӑртаканӗ".
Кӑрлач ҫӗре-шыва шурӑ юрпа витет. Сивӗ ярать. Асар-писер ҫил вӗҫтерет. Юхан шывсене, шурлӑха шӑнтать. Пӑрлӑ кӗпер хурса ҫуна валли ҫул хывать. Вӗҫен кайӑка шӑнтать. Ватӑ ҫынна ҫамрӑклатса чуптарать. Ҫула тухнӑ лавҫа тӑлӑп витӗр чӗпӗтет. Пит-куҫне хӗретет, сӑмсине шуратать, чӗпӗтет. Хура лашине шурӑ пӑспа хупӑрлать. Ҫуна тупанне чӗриклеттерсе ҫухӑртать.
Хӗлӗн сивӗ эрнине "кӑш эрни", "кӑшарни" тесе калаҫҫӗ. Ҫак эрнере хӗл сиввине тытакана — хӗл карчӑкне — хисеплесе те асӑнса хур-чӑх пусса кӑмакара ӑшаласа, чӳк туса ирттернӗ. Кӗҫнерни кун хӗл ӗҫкине пуҫланӑ. Ҫамрӑксем ӗҫкине "хӗр сӑри", "йӗтес кукли", "хӗр-упраҫ ӗҫки" тесе каланӑ. Ҫамрӑксем улахра /хӗрпе каччӑ/ йӗтес уйӑрнӑ. Камӑн сӑра-эрех тумаллине, кукӑль пӗҫермеллине палӑртнӑ. Йӗтес ӗҫкине кашниех кучченеҫпе пынӑ. Хӗр ӗҫки килтен-киле, ушкӑн-ушкӑна куҫса пӗр уйӑха тӑсӑлнӑ.
Ҫак уйӑхра картиш туррине "ыррине, сыхчине" асӑннӑ. Картише вутӑ чӗртсе тӗтӗмпе тӗтӗрнӗ, пӑтӑ пӑрахнӑ. Чӑхсене кӗлпе хутӑштарнӑ сӗлӗ ҫитернӗ.
Кӑрлачра сысна пусса тирпейленӗ, хӗлле ҫиме какай хатӗрленӗ. Сурӑх усракансем картишсенче сурӑх ыррине — "сурӑх урине" асӑннӑ. Кашкӑрсене хӑратнӑ, кил-ҫурт тавра вут пуҫҫисем чиксе тухнӑ.
Хурт утарне те кайма манман. Шӑшисем кӗресрен хура курӑк /чернокорень/ пӑрахса хӑварнӑ.
Хурт амисене чӳкленӗ. Сӗтел ҫине пылпа пӑтӑ лартнӑ, кӑрчама ӗҫнӗ.
Христос тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн Христос ҫуралнӑ куна /ҫиччӗмӗшне/, шыва кӗртнӗ куна /вун тӑххӑрмӗшне/ асӑнасси йӑлана кӗнӗ. Ҫветке эрнинче ҫамрӑксем килтен киле ҫветки пулса ҫӳренӗ.
Ҫӗнӗ ҫул — пысӑк уяв.
Чӑвашсем уявӗсене, йӑли-йӗркисене уйӑх ҫуралса пӗтнӗ вӑхӑта пӑхӑнса ирттернӗ.
Кӑҫал ҫӗнӗ уйӑх 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче килчӗ.

Паллӑ кунсем, уявсем

1. Ҫӗнӗ ҫул.
2-8. Кӑшарни эрни. Сурӑх ури уявӗ.
5. Пӑрҫа сапса ҫамрӑксем кукӑль пуҫтарса сӑра ӗҫнӗ кун. Юмӑҫ янӑ каҫ.
7. Раштав. Вырӑс йалипе — "Коляда", тырӑ сапса ырлӑх суннӑ кун.
7-19. Ҫветке кунӗсем.
11. Хур, чӑх пусса ваттисене асӑннӑ кун.
12. Каччӑсем лаша кӳлсе хӗр пӑхма, мӑшӑр шырама тухнӑ кун.
13. Юмӑҫ каҫӗ.
14. Кивӗ ҫӗнӗ ҫул. Иккӗмӗш хут тырӑ сапса телейлӗ ҫул сӗннӗ кун.
9-15. Хӗллехи ӗҫкӗ эрни. Сысна пуснӑ вӑхӑт.
15. Картиш туррине, сурӑх ыррине асӑннӑ, чӳкленӗ кун.
16-22. Утара кайса пӑхмалли эрне.
17 /21/. Хурт амине, хурт ыррине, туррине кӑрчамапа, пылпа, пӑтӑпа асӑннӑ кун.
19. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун. Турӑ шыва кӗнӗ кун.
23-29. Сад пахчине, йӗтем ҫинчи капансене кайса пӑхмалли эрне. Шӑшисене хӑваласа юр таптанӑ, кӑмрӑкпа кӗл сапса хӑварнӑ кунсем.
30. Хӗл сивви урлӑ каҫнӑ кун. Хӗл сивви сӑмсана чӗпӗтет. Ваттисене ташлаттарать.
31. Чиркӳ йӗркипе ҫамрӑксем 29-31-мӗшӗ хушшине туй тума пултараҫҫӗ.



Тулли верси :: Статья каҫми