Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӑшкӑру палли (ПП)


Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

15§. Кӑмӑл-туйӑма палӑртса хумхануллӑн калакан предложени хыҫҫӑн кӑшкӑру палли лартаҫҫӗ, сӑмахран: Пурӑнӑҫсем, ах, аван аслӑ Силпи ялӗнче! (К. Иванов).

Асӑрхаттарни. Хумхануллӑ, туйӑмлӑ предложени ыйтусӑр та, ыйтуллӑ та пулма пултарать. Хумхануллӑ калакан ыйтуллӑ предложени хыҫҫӑн ыйту тата кӑшкӑру палли лартаҫҫӗ, тӗслӗхрен:
Мӗншӗн хаяр тӑшманпа
Ман пӗр ҫуртра пурӑнас?
Пӗтес мар-ши пуҫӑмпа.
Епле тӳссе пурӑнас?!
(К. Иванов).

16§. Хумхануллӑ кӑмӑлпа калакан обращени хыҫҫӑн кӑшкӑру палли лартаҫҫӗ, малалли сӑмахне пысӑк сас паллипе пуҫласа ҫыраҫҫӗ, тӗслӗхрен:
Ҫӗн тӗнче! Эй, ҫӗнӗ кунӑм,
Каялла ан кай, ан чак!
(Ҫеҫпӗл М.).

17§. Кӑмӑл-туйӑма палӑртакан междомети хыҫҫӑн кӑшкӑру палли лартма юрать (запятой лартассине 55-мӗш параграфра уҫса панӑ), ун пек чух хыҫҫӑнхи сӑмаха пысӑк сас паллипе пуҫласа ҫыраҫҫӗ, тӗслӗхрен: Эк-кей! Эпӗ ӑҫтан сан ывӑлу пулатӑп? (Ф. Павлов).

18§. Сасса евӗрлекен сӑмахсен интонацине палӑртма вӗсем хыҫҫӑн кӑшкӑру палли лартаҫҫӗ, тӗслӗхрен: Ир ҫутипе каҫ тӗттӗмӗ пӑтрашӑнчӗҫ, тӗттӗм шӗвелчӗ. Уйӑх ҫутипе ир ҫути танлашрӗҫ. Шыв ҫийӗн мӑшӑр кӑрӑпчӑк кӑлӑрт! кӑлӑрт! та кӑрп! кӑрп! тесе калаҫса вӗҫсе иртет. Уйра тӑри вӑранма хӑтланать (Ю. Скворцов).

19§. Кӑшкӑру палли пӗлтерӗшӗ ыйтнине кура, скобкӑпа е тирепе уйрӑмлатакан кӳртӗм сӑмахсемпе предложенисем хыҫҫӑн лартаҫҫӗ, тӗслӗхрен: Пӗрре ҫапла (вӑл тӗлӗке те манаймастӑп!) Атӑлта шыва кӗретӗп пек (Г. Орлов).

20§. Предложенири пӗр-пӗр факта е пулӑма автор вулаканшӑн уйрӑмах палӑртса хӑварас тенӗ чух вӗсем ҫинчен калакан сӑмахсем хыҫҫӑн скобкӑна кӑшкӑру палли лартма пултарать, тӗслӗхрен: А. Рыбаковӑн «Арбат ачисем» романӗ ҫырса петернӗ хыҫҫӑн ҫирӗм ҫултан ҫеҫ (!) пичетленсе тухнӑ.

21§. Ҫыраканӗ цитатӑри шухӑша еплерех хакланине (тӑрӑхланине, сивленине, тиркенине т. ыт. те) палӑртма цитата ӑшне е ун хыҫҫӑн скобкӑна кӑшкӑру палли лартаҫҫӗ. Кӑшкӑру паллине цитата авторӗ лартманнине кӑтартма ҫыраканни кун пек чух кӑшкӑру палли хыҫҫӑн хайӗн ячӗпе хушаматне кӗскетсе ҫырать.



Тулли верси :: Статья каҫми