Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӗрхи ҫӑлтӑр


Чӑваш ҫӑлтӑрӗсем яп-ялтӑр,
Шултраланаҫҫӗ кӗрхилле:
Ав Кӗвенте, Ӑла, ав Алтӑр...
Ҫӳлте те пурнӑҫ ҫӗртилле!
Эс ху та ҫӑлтӑр хушаматлӑ,
Пӗр ярӑм ҫӑлтӑрччӗ: Элкер!..
Каятӑн... Ҫут тӗнче — самантлӑх,
Ҫӗртен шӑтса ҫӗрех кӗрер.
П. Хусанкай, 1966 ҫ.

Сӑнанӑ-и эсир кӗрхи тӳпене ҫӗрлесенче? Вӑл яп-янкӑр та тӑп-тӑрӑ. Ҫӑлтӑрсем шултӑра, куҫӗсене чарӑлтарсах пӑхаҫҫӗ ҫӗр ҫине.
Тӑрӑлӑх. Тасалӑх. Вӗҫсӗрлӗх. Вилӗмсӗрлӗх.
Унталла та кунталла тӳп-тӳрӗ йӗрсем ҫуталса тӗссӗрленеҫҫӗ. Ҫӑлтӑрсем ӳкеҫҫӗ. Сӳнеҫҫӗ. Вилеҫҫӗ.
Самантлӑх. Уҫӑлми куҫ хупкӑмӗ...
Ман умра С. Элкерӗн вилес умӗн ҫаптарнӑ сӑн ӳкерчӗкӗ выртать. Кӗрхи кунсенче ӳкерттернӗскер. Юлашки. Поэтӑмӑр сулхӑн пӳлӗмрен хӗвеллӗ урамалла тинкерет. Унӑн куҫӗсем тӗмсӗлнӗ, шухӑшӗпе вӑл вӗҫсӗр тӳпере ярӑнать, тен, аса илӳ авӑрне чӑмнӑ. Кӗрхи Элкерӗн кӗрхи шухӑшӗсем. Кӗрхи ҫӑлтӑрӑн ӳксе ҫуничченхи пӗр саманчӗ. Ҫӗр хӑвачӗ хӑй патне туртса илнӗ самант. Ҫӗре таврӑнас умӗнхи курӑм. Кӑвак хуппи пек хӑналӑх хапхи хыҫа юлнӑ самант. Умра — тӑрӑ тасалӑха, вӗҫсӗр вилӗмсӗрлӗхе ҫитерекен ҫул выртать. Умра — Сӗт кӳлӗ...

* * *
Чӑн-чӑн Элкере эпир паян кунччен те пӗлместпӗр-ха. Унӑн пултарулӑхне хӑрах енчен кӑна ҫутатнӑ, ҫыравҫӑн официаллӑ сӑн-сӑпатне гипсланӑ. Элкерӗн «Шурӑм пуҫ килсен» е «Вӑрҫӑ кунӗсем» ҫеҫ мар, унӑн «Хурапа шурӑ» повеҫӗ те, хӑй вӑхӑтӗнче пичетленмен сӑввисемпе аса илӗвӗсем те чылай. «Хӗн-хур айӗнче» поэмӑн темиҫе варианчӗ упранать. Пӗринче Чаккана революционер пек кӑтартнӑ, тепринче вӑл — чӑваш халӑхӗн патриочӗ. Кун кӗнекинче ҫырнисемпе ҫырусем ҫыравҫӑн чун-чӗрине тарӑнрах туйма, унӑн ӗмӗт-тӗллевне тӗрӗсрех ӑнланма пулӑшаҫҫӗ.
Мӗнлерех ҫутӑлнӑ поэзи тӳпинчи Элкер ҫӑлтӑр? Мӗн канӑҫсарлантарнӑ поэтӑмӑра, ӑҫта шыранӑ ҫӑлӑнӑҫ? Мӗншӗн хӗнпе хур, хурапа шурӑ? Мӗншӗн вӑл урӑхла мар, «элкерле» ҫырнӑ тата мӗнре палӑрать ҫав стиль?
Вун-вун ыйту ҫӑмхаланать, ҫиппин вӗҫне тупма ыйтать...

Хӗлхемрен хыпнӑ вут

Ман ӑҫта ҫав тӗрлӗ нумай кӗнеке вуласа ӑша
лӑплантарас-ши?
С. Элкер, 1910 ҫ.
Нумай вӗреннӗ ҫынсене тупас тесессӗн пирӗн, чӑвашсен, пысӑкрах школсем тума тӑрӑшас пу-лать... Халӗ пирӗн чӑвашсен хӑш-хӑш ялсенче пӗчӗкҫӗ школсем те ҫук. Ҫакна курсан эпӗ питӗ пысӑк хӳйха каятӑп. Мӗншӗн пирӗн чӑвашсем вӗренмеҫҫӗ-ши часрах, мӗншӗн пырпала хырӑмшӑн тӑрӑшсах пуҫа ҫӗклесе ҫут ҫанталӑка йӗри-тавра пӑхма та ершмеҫҫӗ-ши? тетӗп...
С. Элкер, 1917 ҫ.
Кӳршӗсем темӗн каласан та пирӗн ҫемье кӗнеке-хаҫат таврашне юратма пӑрахмарӗ... Эпӗ хам пу-ринчен ытларах хаҫатри сӑвӑсене, калав пеккисене кӑмӑлласа вулаттӑм.
С. Элкер, 1964 ҫ.

Чӑвашсем авалхи цивилизаци витӗр тухнӑ халӑхсен шутне кӗреҫҫӗ. Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти халӑхсем пекех вӗсем тахҫан авал Скифпа Ҫӗпӗр тӗнчинче (Скифо-Сибирский мир) пурӑннӑ, Тухӑҫран пуҫласа Анӑҫ Европӑна ҫити сарӑлнӑ ҫеҫен хир талккӑшӗнче вӑй-хӑват илнӗ. Чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем авал кӗтӳ кӗтекен халӑх пуляи чӗлхемӗрти сӑмахсенчен те, апат-ҫимӗҫрен те, тум-юмран та курӑнать. Ҫав хушӑрах вӗсем ҫӗр ӗҫне те аван пӗлнӗ, пӑрипе вир, урпапа тулӑ акса ҫитӗнтернӗ.
Хирте пурӑнма хӑнӑхнӑ халӑх тӑшманӗсенчен вӑрмансене тарса пытансан та уҫӑрах вырӑнсене кӑмӑлланӑ, йывӑҫ хӑртнӑ, тӗрлӗ уй-уҫланкӑсене вырнаҫнӑ. Куҫса ҫӳрес йӑлана пӑрахсан та выльӑх-чӗрлӗхрен писмен чӑвашсем. Ҫӗрӗ хӗсӗк пулнӑран вӗсем ҫулласенче хирсене ҫитсе утӑ хатӗрлесе килме пултарнӑ. Каярах, хир урӗ (засечная черта) тусан, ялӗ-ялӗпе хир тӑрӑхне каялла таврӑннӑ, пушкӑрт ҫӗрӗ таранах сапаланнӑ.
Ҫапла майпа тури, анат енчи тата анатри чӑвашсен ушкӑнӗсемпе вӗсен культурисем йӗркеленнӗ.
Маларах чӑвашсем авалхи цивилизаци витӗр тухнӑ халӑх терӗмӗр. Ҫав цивилизацие тӑвакансем сӑнран ҫурма монголоид, ҫурма европеид пулни паллӑ. Чӗлхе тӗлӗшӗнчен вӗсенчен пӗрисем Алтай чӗлхисен ушкӑнне, теприсем Инди-Иран чӗлхисен ушкӑнне кӗнӗ. Пирӗн ӗмӗрӗн пӗрремӗш пин ҫуллӑхӗнче ҫав цивилизаци тӗрлӗ ҫӑвӑр цивилизаци ҫуратать, ӗмпӳлӗхсем чӑмӑртама пулӑшать. Вӗсенчен пӗри — Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗр-шывӗ (VIII —XIV ӗмӗрсем).
XV—XVII ӗмӗрсенче чӑвашсем ерипен экономикӑна политика ирӗклӗхне ҫухатаҫҫӗ, майӗпен шкулпа ҫырулӑх ӗҫӗ те манӑҫа тухать. Ҫак тапхӑрта Евраҫи цивилизацийӗ Китайиа Инди цивилизацийӗсем иекех, хавшаса ҫитет, мала Анӑҫ Европа цивилизацийӗ тухать. Ҫав Еврона ҫилӗ Раҫҫее XVIII ӗмӗр тӗлнелле ҫитет, ерипен Тухӑҫалла куҫать.
Кунта ҫав ӑслӑлӑхпа (наукӑна) техника цивилизацийӗн сиенӗпе усси ҫинчен каласа тӑмӑпӑр. Ҫакна ҫеҫ палӑртни кирлӗ: Ҫӗнӗ ӗмӗре чӑвашӑн та Ҫӗнӗ чӑваш пулса кӗме тивнӗ. Чӗрӗлӳ ӗҫӗ кивӗ цивилизацин ырӑ енӗсене, ҫӗнӗ тӗнпе-идеологи картине кӗрейменнисене, манӑҫа кӑларма хистенӗ. Тӗслӗхрен, чӑваш тӗнӗпе ҫыхӑннӑ руна ҫырӑвне. Ҫав ҫырулӑх Ҫӗнӗр тӗрӗкӗсен те XVIII ӗмӗрчченех упраннӑ пулнӑ. Калмӑксем те, бурятсем те хӑйеен авалхи ҫырӑвне манса кириллица ҫине куҫаҫҫӗ. Ҫак ӗҫ чӑвашсен XVIII ӗмӗрте пуҫланать.
Ҫӗнӗ вӑхӑтри ҫутлӑх Анӑҫран Тухӑҫалла куҫса пынӑ терӗмӗр. Ҫавӑнпа та чӑвашра вӑл чи малтан Сӑр шывӗ тӑрӑхӗнчи ялсене ҫитсе кӗрет. Хӗрлӗ Чутайпа Етӗрне хутлӑхӗнче чӑвашран та вӗреннӗ ҫынсем тухма пуҫлаҫҫӗ, вӗсенчен паллӑраххисем словарь тӑвас, кӗнеке куҫарас ӗҫе пуҫӑнаҫҫӗ (Ермейпе Григорий Рожанскисем, Петр Талиев т. ыт. те).
XIX ӗмӗрӗн 40—60-мӗш ҫулӗсенче чӑваш ҫутлӑхӗн тӗп пайӑрки Ҫавал тӑрӑхне ҫитет. Халӗ тури чӑвашсемпе харӑс ҫав ӗҫе анат енчисем те хастар хутшӑнаҫҫӗ (М. Дмитриев, Г. Филиппов). Ҫав юхӑм пуҫӗнчӗ малтан В. Вишневский, каярах Н. Золотницкий тӑраҫҫӗ. Ҫав ҫулсенчех Н. Ильминскин мӑсӑльман тӗнӗпе кӗрешекен вӗрентӳ системи йӗркеленсе пырать, вӑл чӑваш хушшинче 70-мӗш ҫулсенче анлӑн сарӑлать. Чӑваш ӗҫӗн пуҫне И. Яковлева кӑларса тӑратать. Ҫав тапхӑрти чӑваш ҫутлӑхӗ анатрисен хӑвачӗ-хевтипе аталанать.
Ҫырулӑхӑмӑрпа культурӑмӑр аталанӑвне тӑрӑхсем ҫине уйӑрса пӑхни традици пӗлтерӗшне ытларах курма май парать. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче авӑ ҫапларах ҫыхӑну пур: Рожанскисем — Н. Базилевский — Максим Федоров. Етӗрне-Шупашкар хутлӑхӗнче: Петр Талиев — В. Громов — Чӑваш Хвети — С. Михайлов-Янтуш... Пӑва тӑрӑхӗнче: И. Яковлевпа унӑн вӗренекенӗсем т. ыт. те.
Ҫакӑн пек тепӗр пӗлтерӗшлӗ тӑрӑх вӑл Кушлавӑш уйӗ, С. Элкерӗн тӑван енӗ. Кунта ҫутлӑх ӗҫӗ 1865 ҫулта Кушлавӑш чиркӗвне ӗҫлеме Инан Петрович Оточев (1837—1876) пуп куҫсан пуҫланать. Вӑл 1860 ҫултан пуҫласа Хусанта тӗн семинарийӗпе училищинче чӑваш чӗлхине вӗрентсе пурӑннӑ, Н. Золотницкипе ҫывӑх туслашса кайнӑ. Каярах, священнике тухсан, Кушлавӑш тӑрӑхӗнчи чӑваш ачисене вӗрентме пуҫӑнать вӑл. Унӑн чи юратнӑ вӗренекенӗсем Пӗчӗк Упакасси каччи Митрофан Дмитриев тата Хураҫырма хӗрӗ Ксения Тимофеева пулнӑ. Кӗҫех М. Дмитриев хӑйсен ялӗнче шкул уҫать, таврари чӑваш ачисене тӑван чӗлхепе вулама-ҫырма вӗрентет. Ҫав шкула С. Элкер ашшӗ — В. Федотов та ҫӳрет.
1869 ҫулта М. Дмитриев Хусаналла ҫурран ҫул тытать. «Чӑваш Ломоносовӗ» (Н. Золотницкий) Хусанти съезда пынӑ вӗрентекенсене сӗрме купӑс каласа тӗлӗнтерет, чиркӳ кӗллисене чӑвашла куҫарас ӗҫе кӳлӗнет.
Ҫав вӑхӑтра хӑйӗн савнийӗшӗн тата пулас мӑшӑрӗшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ К. Тимофеева Н. Золотницкий патне ҫыру шӑрҫалать. Акӑ мӗн ҫырать вӑл унта: «Николай Иванович! Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑчӗ... Ҫак сӑмахсемпе сана чуп тӑватӑп, Христос чури каланӑ пек. Ҫакӑ ҫыру манӑн пултӑр хӗрлӗ ҫӑмарта вырӑнне. Эс мана хисеплесе ҫыру ҫырнӑшӑн, кӗнеке те янӑшӑн рахмат; сана, санӑн арӑмна та рахмат. Салам сире яратӑп, ӑна валли шӑтӑк яратӑп, ал шӑлли вӗҫне тытма, хамӑн алӑпа ҫыхнине. Пирӗн архирей Антония рахмат кала манран кӗнеке янӑшӑн. Тур парӗ-и хӑҫан пулин те курма ӑна, пирӗн еннелле килсе курӗ-и кӑҫал? Митрофан пиччене салам ҫырса яратӑп, ман килтисем сире пурне те салам яраҫҫӗ. [...] Сыв пулӑр тепре куриччсн. Хураҫырмари Тимофей хӗрӗ Укҫине. 1869 ҫул, май уйӑхӗ вун тӑхӑр кун иртрӗ».
И. Оточев Кушлавӑш тӑрӑхне илсе ҫитернӗ хӗлхем ҫамрӑк чӑвашсен чӗрине чӗртсе вутлантарать, ҫутлӑх ӗҫне кӳлӗнтерет. М. Дмитриев каярах паллӑ музыкант-педагог ятне тивӗҫет, вӑл К. Тимофеевӑпа пӗрле чӑвашсен малтанхи профессилле музыкантне И. М. Дмитриева (вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ӗҫленӗ, Ф. Павловпа С. Макмов композиторсене, А. Букаровапа К. Эсливанова юрӑҫсене анлӑ ҫул ҫине кӑларнӑ) ҫитӗнтерет, Д. Филимонова тата ытти чӑваш ачисене сутлӑх ӗҫне кӳлӗнме пулӑшать.
С. Элкер ашшӗ хресчен ӗҫне пӑрахман пулсан та хӑй вӑхӑчӗшӗн вӗреннӗ те мал туртӑмлӑ чӑваш пулнӑ. Ҫакна эпир вӑл Н. В. Никольский патне янӑ ҫыруран та куратпӑр («Асӑрхаттарусем» пайра «Аса илнисем» ӗҫӗн виҫҫӗмӗш ӑнлантарӑвне пӑхӑр). Вӑл «Хыпар» хаҫата та, чӑваш календарӗсене те тӑтӑшах вуласа тӑнӑ, хресчен ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсене асӑрхама тӑрӑшнӑ.
В. Федотов хӑйӗн ачисене чӑвашлӑх туйӑмӗ паракансенчен пӗри пулнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ пулас поэтӑмӑрӑн пиччӗшӗ Н. Никольские хӑйсем «Хыпар» хупӑннишӗн питӗ кулянни ҫинчен пӗлтерет, ҫапларах ыйту парать: «тата поляксем, грузинсем, нимӗҫсем валли ма газетсем кӑларма чармаҫҫӗ, пирӗн чӑвашӑнне ма чараҫҫӗ?»
Ку вӑл хӑй вӑхӑчӗшӗн хӑюллӑ ыйту пулнӑ.
Ҫапла вара С. Элкер мӗн ачаранах чӑваш кӗнекине тата халӑхӑмӑра юратса ҫитӗннӗ теме пултаратпӑр. Ахальтен мар вӑл 1917 ҫулта «Хыпар» хаҫатра чӗлхе, вӗрентӳ ыйтӑвӗсене хускатса хӗрӳ статьясем ҫырать, халӑхӑмӑр пуласлӑхӗ ҫинчен шухӑшласа чӗрине ҫунтарать. Ҫав ӑшри вут унӑн мӗн юлашки сывлӑшӗ тухичченех упранса юлма пултарнӑ, П. Хусанкая тата ытти ҫыравҫӑсене чӑвашлӑхшӑн ҫунма йыхӑрнӑ.

«Хӗн-хур курса пурӑнтӑмӑр...»

Эх! Эпир чӑвашсем вырӑспа тутар хушшинче авалтанах хурлӑх, хӗн-хур курса пурӑнтӑмӑр, хамӑр сикмен пиркиех каллех юлатпӑр вӗсен ури айне. Вӗсем вӗренеҫҫӗ, ҫуталаҫҫӗ, эпир ҫаплипех пурнӑпӑр, кайран каллех пиртен кулма пуҫлӗҫ...
С. Элкер, 1917 ҫ.
«Хӗн-хур айӗнче» поэмӑн тӗп шухӑшӗ мӗн ҫинчен калать? Чӑваш халӑхӗн 18-мӗш ӗмӗрти пурнӑҫӗ тӳсме ҫук йывӑрри ҫинчен... Халь ӗнтӗ пирӗн чӑвашсен ӗлӗкхи пурнӑҫӗ ҫинчен калакан нумай материал тупӑнчӗ... вуласан тӗлӗнсе каятӑп, пӗтӗм шӑмшак пӗре вӗриленсе, тепре ҫӳҫенсе каять: епле тӳснӗ-ха пирӗн асаттесем-асаннесем ҫав тери йывӑр пурнӑҫа тесе кӑшкӑрас килет... Чакка — чӑваш халӑх патриочӗ...
С. Элкер, 1961 ҫ.

С. Элкер пултарулӑхӗнче «хурлӑх», «хӗн-хур» сӑмахсем яланах тӗпре темелле. Ҫав хушӑрах ҫав ӑнлавсен пӗлтерӗшӗ уншӑн тӗрлӗ тапхӑрта тӗрлӗрен пулнӑ. Вун ултӑ ҫулта вӑл, авӑ, хӑй вӗренме каяйманнине хуйхӑ вырӑнне йышӑнать. Ҫав хушӑрах килӗнчи лашана вӑрлани те уншӑн пысӑк хуйхӑ.
Тепӗр ултӑ-ҫичӗ ҫултан, тӗнче вӑрҫи вучӗ витӗр тухсан, С. Элкерӗн хӗн-хурӗ — тыткӑнри салтак инкекӗ:

Ҫиме начар панӑран, 
Ӗҫӗ ытла йывӑртан 
Тыткӑнри ҫын тӳсеймест: 
Вӑй-хал кайса вӑл чирлет, 
Хӗн-хур курать е вилет...

(«Тыткӑнра»)

1917 ҫул тӗлнелле С. Элкер уйрӑм ҫын хуйхи ҫинчен мар, тӑван халӑхӑмӑр шӑпипе телейӗ ҫинчен шухӑшлама пуҫлать. Пур халӑх та чӗрӗлет, чӑмӑртанса пӗрлешет, ирӗклӗхшӗн кӗрешет. Ҫак ӗҫре чӑваш мӗншӗн ҫывӑрса юлать? Ӗлӗк ытти халӑхсем чӑвашсенчен вӗсем сахаллине тата тӗттӗммине кура мӑшкӑлланӑ. Эппин — вӗренмелле, ҫӗнӗ шкулсем уҫмалла, пуҫсене ҫӗклесе ҫут ҫанталӑка йӗри-тавра пӑхмалла! Вара тин тӗттӗм чӑваш хӗн-хур курма, хӑйӗнчен мӑшкӑллаттара пӑрахӗ.
С. Элкер чӑвашсене вырӑссем хӗсӗрлесе пурӑннишӗн вӗсене тавӑрма чӗнмест: «Вӗсем ҫапла пиртен хӗсӗрлесе-мӑшкӑлласа кулнисене эпир часах манаяс ҫук, анчах ҫавах та вырӑссемпе те, тутарсемпе е малашне ӗлӗкхине астуса, вӗсем ҫине ҫилленсе вӗсемпе ҫапӑҫса-вӑрҫса пурӑнас мар! Яланах пуринпе те килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшар!!! Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑннине нимӗн те ҫитес ҫук».
С. Элкер хӑйӗн пӗрремӗш историлле поэмине чи малтан «Хӗн-хур айӗнче» мар, «Айӑпсӑр таркӑн» ят пама шутланӑ. Ҫакӑ вӑл поэмӑн шухӑшласа хунӑ тӗп шухӑшӗнчен килнӗ. Чаккан пӗр айӑп ҫук ҫинчен (Пахомкка йышшисем айӑпа кӗрсе таркӑна тухнӑ) таркӑн пулса тӑма тивет. Мӗн пурӗ те вырӑс тӳре-шари юлашки тире сӗвиччен пусмӑрланӑран, вырӑсран тухнӑ вӑрӑ-хурах инкек кӑтартнӑран.
Поэмӑри сӑмах наци ирӗклӗхӗ ҫинчен, чӑваш хресченӗн (хутла пӗлменскерӗн) вырӑс-тиек-пурмисӗн куҫӗнчен пӑхса пурӑнма тивни ҫинчен пырать.
Ку вӑл малтанхи вариантра. Каярах поэтӑн конфликта социаллӑх еннелле ытларах та ытларах куҫарма тивнӗ, ҫакӑ вара наци танмарлӑхӗ, ютшӑнӑвӗ ҫинчен ҫырнисене кӑларса пӑрахма хистенӗ. Тӗслӗхшӗн ҫавӑн пек кӑларса пӑрахнӑ пӗр ҫаврана илсе кӑтартар (вӑл 1925 ҫулта пичетленнӗ вариантра пичетленнӗ):
Ҫак икӗ халӑх часах пӗрлешмен, 
Сӗм вӑрман витӗр сукмак та хуман, 
Пӗр-пӗрин патне кайман, ҫӳремен,— 
Ютшӑнса тӑрса пӗрле пурӑнман.

Икӗ халӑх пӗр-пӗринчен ютшӑнни ҫинчен калани 1930 ҫулти тата кайранхи ытти вариантсенче те ҫук.
Тепӗр тӗслӗх. Малтанхи вариантсенче Пахом ҫыннисем Чакка патне пырса кӗрсен унран ӗҫмелли-ҫимелли ыйтаҫҫӗ, хӑратса та илеҫҫӗ. Эппин, вӗсем чӑваш ялне ҫаратма (чухӑнне е пуянне — вырӑс хусахӗсемшӗн пур пӗрех) пынӑ. Юлашки вариантра Пахом ҫыннисем яла Чаккана хӑйсем енне ҫавӑрма, ӑна пулӑшма пынӑ иккен.
Ҫапла вара «Хӗн-хур айӗнче» поэмӑн тӗп идейи икӗ сийлӗ: малтанхи тата кайранхи. Малтанхин тӗп шухӑшӗ чӑваш наци пусмӑрӗн тата унӑн ирӗклӗхӗн ыйтӑвӗсем тавра явӑнать. Каярах ҫав шухӑша автор социаллӑ пусмӑра тата класс кӗрешӗвне вӑйлатса тӗссӗрлетнӗ. Сӑлтавӗ вара 30-мӗш ҫулсенче парти классен кӗрешӗвӗ (ҫыравҫӑ кирек хӑш вӑхӑта ҫырса кӑтартсан та) яланах тӗпре тесе вӗрентнинче.
Ҫав ҫулсенче чылай поэтӑн икке пайланма тивет: пӗрне официаллӑ пичет валли ҫырмалла, теприне — хӑйӗн хыпнӑ чунне пусарма. П. Хусанкай, авӑ, Сталина мухтаса ҫырнӑ хушӑрах вилӗмсӗр «Тилли юррисем», «Юлашки пӑлхар» поэма хайлать, унта вӑл Турхан Энтри ячӗпе революцие сивлет, мала наци идейине кӑларса тӑратать. Ҫ. Элкерӗн чӑн поэзийӗ те вӑхӑтра кун ҫути кураймасть. Поэт ытларах ҫут ҫанталӑка туртӑнать, йывӑр самантсенче, Чакка пек, вӑрмана тарма кӑмӑллать:
Салху шухӑш хупласан, 
Пуҫ ыратсан, ӑш ҫунсан 
Пурччӗ ман пӗр ҫӑлӑнӑҫ — 
Аслӑ уйри пурӑнӑҫ.

Тухатӑп та утатӑп, 
Вӑрмана та иыратӑн; 
Ирӗкри уҫ сывлӑша 
Ҫӑтатӑп ҫеҫ хам ӑша.

 («Ҫӑлӑнӑҫ»)

Ҫавӑн пек ирӗклӗх тупса поэт хӑйне каллех ыррӑн туять, ҫӗнӗ сӑвӑсем хывать.
Официаллӑ идеологи аслӑрах ҫулсенчи ҫыравҫӑсене епле пулсассӑн та хӑйӗн майлӑ ҫавӑрасшӑн пулнӑ, хӑйӗн заказӗпе юрлаттарма тӑрӑшнӑ. Вырӑсра М. Горькипе ҫапла хӑтланнӑ, чӑвашра — Н. Шелепипе тата С. Элкерпе. Революциччен чипер сӑвӑ-поэма хайлама пултарнӑ Шелепи куҫсӑр кӑна мар, поэзи сассисӗр те тӑрса юлать. Элкертен вара «ҫӗнӗ пурнӑҫ юрӑҫи» туса хураҫҫӗ. Шел, поэтӑн мӑн кӑмӑллӑхӗ ҫителӗксӗр пулнӑ, хӑйне вӑл вӗренмен ҫын вырӑнне хунӑ, ҫавна май «нумай вӗреннӗ» идеолог-критиксене ӗненнӗ, вӗсем каланине итленӗ.
С. Элкер ҫут ҫанталӑка кӑна мар, халӑх сӑмахлӑхне те тарнӑ мухтав юррисем ҫырассинчен. Чылайӑшӗ ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ, ҫапах та вӗсене пурне те пичетлеймен поэт («Сахрун мучи калавӗсем» т. ыт. те). «Выҫлӑх аллинче» поэма та кун ҫути курайман, мӗншӗн тесен унти тӗп герой выҫӑпа вилни критик-цензорсене ҫырлахтарма пултарайман.
Официаллӑ хутсенче С. Элкер «чухӑн хресчен» ывӑлӗ шутланнӑ, чӑннипе вара вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫитӗннӗ. Ҫыравҫа ҫакӑншӑн айӑплама кирлӗ мар. Вӑл кӑна мар-ҫке, Ф. Павлов та хӑй Кушлавӑш чиркӗвӗнче юрланине пытарнӑ. Унсӑрӑн совет органӗсенче ӗҫлеме май килмен-тӗр. Самани ҫапла пулнӑ, пытарӑнчӑк пулма хистенӗ.
Куртӑмӑр ӗнтӗ, поэтӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ эпир пӗлнинчен чылай кӑткӑсрах та нумай енлӗрех. Ҫакӑ вӑл сӑвӑҫ «хурлӑх», «хӗн-хур» сӑмахсене тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗрен пӗлтерӗш панинчен те аван курӑнчӗ.

«Ху чӗлхӳне ан хурла!..»

Кам хӑй чӗлхине юратмасӑр унтан йӗрӗнсе тӑракансене Турӑ та юратмӗ, ун пек халӑхсем Турӑ умӗнче те, ытти халӑхсем умӗнче те малалла каяймӗҫ, вӗсем пурӑннӑҫем пӗтсе ҫӗр ҫинчен ҫухалсах пырӗҫ...
С. Элкер, 1917 ҫ.
Эс канӑҫсӑрччӗ. Кансӗрлеттӗн.
Мӗн кирлӗ пулнӑ? — Хушӑн мар:
Эс халӑх кӑмӑлне пӗлеттӗн,
Чӑвашшӑн сапрӑн шӗл-кӑвар.

Ҫав шӗл-кӑвар — чӑваш сӑмахӗ,
Чечен чӗлхе — чӑваш чӗлхи.
Вӑл упрансассӑн — хам хамах эп,
Упранмасан — эп ҫын мӗлки...

П. Хусанкай, 1966 ҫ.

Пирӗн пек ют халӑх патшалӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен чӗлхе ыйтӑвӗ яланах тӗпре тӑнӑ. Официаллӑ чӗлхе тӑван чӗлхе мар пулсассӑн атте-анне чӗлхин сумӗпе пӗлтерӗшӗ чылай кая юлать, вӑл ял-йышра усӑ курмалли чӗлхерен ҫӳлерех ҫӗкленеймест.
Чӑвашӑн тепӗр инкекӗ вӑл чӗлхене (йӑла-йӗркесемпе ҫипуҫа та) nӗнпе ҫыхӑнтарса пӑхнинче. Чӑн чӑваш тӗнӗпе пурӑнакансем, енчен те вӗсем тутар тӗнне уяма пуҫларӗҫ пулсан, тутарла кӑна калаҫма пуҫланӑ. Чӑваш тӗнӗ — чӑваш чӗлхи, тутар тӗнӗ — тутар чӗлхи. Ҫак принципа пула чылай чӑваш тутара тухса пӗтнӗ, пуҫне ыртарса тӳпеттей тӑхӑннӑ.
Чӑваш хушшинче вӗреннӗ ҫынсем курӑна пуҫласан ҫак чир татах та шалалла кайнӑ: вырӑс тӗнне кӗнӗ вӗреннӗ чӑваш хӑвӑртах вырӑсланса кайнӑ, чӑваш ӗҫӗнчен пӑрӑннӑ, ачи-пӑчи вырӑс пулса ҫитӗннӗ. Паянхи кун, ял чӑвашӗ хулана-мӗне йышлӑн куҫнӑ тапхӑрта, ҫак чир хула халӑхӗ хушшинче те сарӑлчӗ, халӑхӑмӑр пӗтсе ларасси патне илсе ҫитерчӗ.
С Элкер ҫак хӑрушӑ чире 1917 ҫултах асӑрханӑ. Тӗрӗссипе, ку тӗлӗшпе вӑл К. Иванов трагедине малалла тӑсаканӗ пулнӑ. Аса илер-ха илӗмсӗр «Нарспи» авторӗн «Хальхи самана» сӑввине:

Анчах чӑваш хушшинче 
Чунӗ хытнӑ ҫынсем те 
Тапаланма пуҫларӗҫ, 
Тӑрса ҫапла каларӗҫ: 
«Чаплӑ вырӑн тупасчӗ, 
Часрах улпут пуласчӗ». 
Тӗрлӗ ҫутӑ тӳммешӗн 
Тӗнки тухать ав лешӗн; 
Чӑвашла та калаҫмасть, 
Тӑванне те астумасть..

С. Элкер те чӑваш вӗреннӗ ҫынни чӑвашла калаҫманшӑн чунтан пӑшӑрханать. Ун шучӗпе хӑйсен чӗлхине, хӑйсен тӑван халӑхне питӗ хисеплесе юратакансем кӑна ытти ют халӑхсене хӑйсенчен мӑшкӑллама памӗҫ. «Ху чӗлхӳне ан хурла!» — тет вӑл кашни чӑваша, чӗлхе ячӗпе пӗр пулма чӗнсе. Ку тӗлӗшрен С. Элкер Ҫеҫпӗл Мишшинчен маларах вӑраннӑ, наци идейипе Октябрьти революцичченех ҫунма пуҫланӑ (каярах, 1921 ҫулта Ҫеҫпӗл Ваҫанкка патне «Чӑваш чӗлхи ячӗпе пурте пӗр пулар!» тесе ҫырать).
Наци идейи тенӗрен С. Элкерӗн 60-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче хайланӑ икӗ ҫавраллӑ сӑввине аса илни вырӑнлӑ. Унта ҫыравҫӑ хӑйӗн пурнӑҫ тӗллевне аван кӑтартса панӑ. Кирек ӑҫта ӗҫленӗ, кирек хӑш жанрпа ҫырнӑ пулсассӑн та унӑн яланах пӗр тӗллев — чӑвашлӑха ҫӗклесси («Ӗҫленӗ хӗрӗх ҫул таран Чӑвашлӑха савса чунтан») — пулнӑ.
Ҫав чӑвашлӑхшӑнах С. Элкере 30-мӗш ҫулсенче айӑплама пӑхнӑ. Тӗслӗхрен, 1938 ҫулта С. Ялавин поэт ҫинчен элеклӗ статья ҫырса «Красная Чувашия» хаҫата, МГБ тата ВКП(б) чӑваш обкомне ҫитерет. Ҫав ҫӑхаври хӑш-пӗр йӗркесемпе паллашар-ха: «... С. Эльгер на всем протяжении своей «деятельности» только и делал, что рьяно защищал буржуазных националистов. Этого-то он тщательно скрывает от партии и советской общественности... Давно пора разоблачить этого махрового националиста и «литератора» С. В. Эльгера, ибо он своим «творчеством» приносит непоправимый вред социалистическому строительству».
Ҫакӑн пек ҫӑхав хыҫҫӑн пуҫ илрен (ссылкӑран) хӑтӑлса юлма ун чухне май пулман-тӑр. Ҫав хушӑрах чӑваш идеологӗсене пӗр япала хӑратнӑ: ватӑ ҫыравҫӑсен хушшинче тӗслӗх илмелли ҫын юлманни, чӑваш «горькийӗ» ҫукки.
Ҫав лару-тӑрура С. Элкерӗн икӗ ҫул пулнӑ: е тӗрмере ҫӗрмелле, е пуҫ илрен хӑтӑлса официаллӑ идеологсен читлӗхӗнчи «сар кайӑк» вырӑнне йышӑнмалла. Пӗрремӗш ҫулӗпе кайма ҫамрӑклӑх вӑй-халӗ те, ҫирӗп ӗненӳпе мӑнаҫлӑх та сахал мар кирлӗ-ҫке! Элкер ун чухне хӗрӗх тӑваттӑри вӑрҫӑ инваличӗ, икӗ ача ашшӗ пулнӑ. Тата ҫамрӑк П. Хусанкай тӗслӗхӗ те мӗне тӑрать. Вӑл, репрессирен хӑтӑлса юлнӑскер, мухтав сӑввисемпе пӗр вӑхӑтрах вилӗмсӗр «Тилли юррисем», «Юлашки пӑлхар» тата ытти ӑнӑҫлӑ сӑвӑ-поэма хайлама пултарнӑ. С. Элкер иккӗмӗш ҫула суйласа илет. Чи малтанах ӑна хистесе статья ҫыртараҫҫӗ, унта вӑл хӑш-хӑш ҫыравҫа мӗншӗн репрессилени ҫинчен каласа кӑтартать. Ку вӑл ватӑ поэтӑн сӑмахӗ пулнӑ, халӑх ӑна лайӑхрах ӗненме пултарнӑ. Ҫавӑн чухне ҫырнӑ сӑмахсемшӗн поэт кайран мӗн виличчен ӳкӗнсе пурӑннӑ, хӑйне айӑплӑ тесе шухӑшланӑ.
С. Элкер суйланӑ ҫул вӑхӑтлӑх компромисс ҫулӗ пулни халӗ пире пачах та иккӗлентермест. Ҫапла «Хӗн-хур айӗнче» поэмӑна класс кӗрешӗвӗ кӗртнӗ вӑл, вӑйсӑр вариантсем ҫырнӑ. Ҫапла, «Шурӑм пуҫ килсен» роман революципе класс кӗрешӗвне мухтакан ытти сӑвӑ-калав хайланӑ. Ун чухне пурте ҫапла ҫырнӑ, урӑхла ҫырма вара майӗ те пулман. Ҫав хушӑрах наци идейинчен пӗрре те хӑпман поэт. Ҫав туйӑм унӑн ят-сум илсе пынӑ майӑн вӑйлансах пынӑ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫиеле тапса тухнӑ.
50-мӗш ҫулсен вӗҫнелле писатель пултарулӑхӗнче тепӗр хут «кӑвак хуппи» уҫӑлать. Ҫыравҫӑ «Хурапа шурӑ» повесть ҫырать, малтан кӑларма май килтереймен сӑввисене ҫӗнетсе пичетлет. Ҫав ҫулсенче вӑл чӑваш чӗлхипе культурин пуласлӑхӗ пирки хытах пӑшӑрханать («Кун кӗнеки» ярӑмра пичетленнисене пӑхӑр).
60-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче наци интеллигенцийӗ хӑюллӑрах пулма пуҫлать, наци политикинчи хӑш-пӗр ӗҫсене уҫҫӑнах сивлеме пӑхать. Ҫак ӗҫ пуҫне интеллигенци шур сухалӗ С. Элкер тӑрать, официаллӑ идеологсене «канӑҫсӑрлантарма» (П. Хусанкай) пуҫлать. Паллах, ун пеккисене нихӑҫан та пуҫран шӑлман, ята-сума та пӑхса тӑман. Ку хутӗнче те парти обкомӗ халӑхӑмӑрӑн поэтне «вырӑнне лартма» тата унӑн «ҫӑварне хуплама» васкать: парти конференцийӗнче Элкере хытах айӑплаҫҫӗ, национализмпа сехрене хӑпартаҫҫӗ. Шиклӗрех ҫыравҫисем «кӗрӗк пӗркенме» васканӑ, С. Элкертен пӑрӑнса ҫӳреме тӑрӑшнӑ, вӑл ҫырнисене пичетлеме пӑрахнӑ.
Хӳтте кӗрекенсем те пулман мар. Кунта чи малтан П. Хусанкай ятне асӑнмалла. Вӑл Элкерӗн обкома янӑ ҫырӑвӗсене нумайлатса ҫыравҫӑсем, ытти творчество ҫыннисем патне ҫитерме хӑраман, ватӑ поэтӑмӑра хӳтӗлеме чӗннӗ. Каярах ҫак ӗҫе С. Шавли, Хв. Уяр тата ытти хастар ҫыравҫӑсем хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫапларах лару-тӑрура иртнӗ поэтӑмӑрӑн юлашки ҫулӗсем (вӑл 1966 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫӗре кӗрет). Чӗлхемӗре хӳтӗлесе, культурӑмӑр пуласлӑхӗшӗн чунтан пӑшӑрханса уйрӑлнӑ вӑл пирӗнтен. Тӳре-шарашӑн вӑл канӑҫсӑрлантараканӗ тата кансӗрлекенӗ пулсассӑн, ура халӑхпа интеллигенцишӗн яланах пулӑшаканӗ, малта пыраканӗ пулса юлчӗ. Пирӗншӗн вӑл наци ҫӑлтӑрӗ, идеал енне ҫул кӑтартаканӗ.

Сӑмах, поэзи, сӑмахлӑх

Мана ытларах поэзиллӗ япаласем килӗшетчӗҫ, вӗсене вара чӗререн киленсех вуланӑ.

Чӑн-чӑн поэт пулман пуль эпӗ,
Мана тӗсмест-тӗр ун хисепӗ.
Анчах поэзие юратнӑ,
Унпа пуҫа ҫех хытӑ ватнӑ.

С. Элкер, 60-мӗш ҫҫ.

Тухӑҫпа Анӑҫ литературисене тӗплӗн тишкернӗ ӑсчахсем ҫырнӑ тӑршшӗн мӗн пур классикӑлла литература илемлӗх ӑс-тӑнӗн (художественное сознание) виҫӗ пысӑк тапхӑрне тӳссе ирттернӗ. Пӗрремӗш тапхӑр — архаика тапхӑрӗ. Ун чухне илемлӗх ӑс-тӑнӗ мифопоэтикӑлла пулнӑ. Ҫав сӑмахлӑхшӑн автор та, жанр категорийӗ те ютӑ. Сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ синкретикӑллӑ пулнӑ, унӑн илем пӗлтерӗшӗ ытти пӗлтерӗшсенчен уйрӑлса ҫитеймен-ха.
Иккӗмӗш тапхӑра традици е норма тапхӑрӗ (традиционалистская эпоха) тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн чухне стиль виҫисем ҫирӗпленеҫҫӗ, вӗсем жанр категорийӗсем урлӑ нормӑланаҫҫӗ. Хайлан авторӗ паллӑ пулсассӑн та чи малтан вӑл канон тасалӑхӗшӗн тӑрӑшать, унӑн хӑй евӗрлӗхӗ илемлӗх мелӗсен ҫӗнӗлӗхӗнче палӑрать.
Ҫак традици тапхӑрӗн юлашки ҫӑвӑр тапхӑрне те палӑртаҫҫӗ (Тухӑҫ литературисенче вӑл пачах та пулман, Анӑҫ литературисенче вара XV—XVIII ӗмӗрсенче чечекленнӗ теҫҫӗ). Унӑн тӗп палли — стиль катӗгорийӗпе тан жанр категорийӗ ҫирӗпленсе ҫитни. Халӗ ӗнтӗ литература материалӗ те, стиль те жанртан тухать, хайлав поэтики те ӑна кура йӗркеленет.
Виҫҫӗмӗш тапхӑр Европӑра XVIII ӗмӗрте, хӑш-пӗр Тухӑҫ литературисенче (Анӑҫ литературисен витӗмне пула) XIX ӗмӗрте пуҫланать теҫҫӗ. Ҫав тапхӑрта литературӑра илемлӗх ӑс-тӑнӗн историлле типӗ вӑй илет, вӑл историзм принципне, индивидуаллӑха тӗпе хурать. Ҫакӑн йышши текстсенче тӗнре стиль е жапр мар, автор хӑй тӑрать. Литературӑра романтизм е реализм сулӑмӗ вӑйланса пырать.
Тӗнче литературисем тӳссе ирттернӗ ҫак виҫӗ тапхӑр витӗр чӑваш литератури еплерех тухнӑ-ши? Пирӗн ҫыруллӑ литература питех те ҫамрӑкне пула тен вӑл тӗрлӗ илемлӗх ӑс-тӑнне ас тивсе те курайман?
Тӗпчевҫӗсем ҫакна палӑртаҫҫӗ: халӑх сӑмахлӑхне тӗплӗнрех пӗлекенсем ҫыруллӑ литературӑмӑра япӑхрах чухлаҫҫӗ, вулама юратакансем вара фольклорпа (сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекеннипе, кӗнекесенчи текстсемпе мар) туслах мар. Чи кӑсӑкраххи вара поэзипе проза хушшинчи: халӑх поэзийӗ халӑх прозипе мар, ҫыруллӑ поэзипе пӗр ҫыхӑра тӑрать иккен, халӑх прози те ҫыруллӑ проза енне ытларах туртӑнать.
Мӗн ҫинчен калать-ши ҫакӑ? Пӗрремӗшӗнчен, фольклорпа литература питӗ тачӑ ҫыхӑнура пулни ҫинчен, вӗсен уйрӑм жанрӗсем пӗр-пӗринпе ҫывӑхланни ҫинчен. Иккӗмӗшӗнчен, фольклор-литература (урӑхла ӑна сӑмахлӑх е сӑмахлӑх культури тетпӗр) пӗрлӗхӗнче чи пысӑк ушкӑнсем фольклор тата литература мар, поэзи тата проза иккен. Каярах кӑна вӗсем халӑх поэзийӗ тата ҫыруллӑ поэзи ҫине пайланаҫҫӗ.
Ҫакӑнта ҫырса кӑтартнӑ курӑм тӗпрен илсен хресченсемпе рабочи-служащи хушшинче сарӑлнӑскер. Интеллигентсем вара ҫакнах кӑштах урӑхла, Европа ҫыннисемлерех ӑнлантараҫҫӗ. Яланах ҫапла ӑнланнӑ-ши вӗсем?
XIX ӗмӗрте тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш интеллигенцийӗ фольклорпа литературӑна пӗр-пӗринчен уйӑрсах кайман, вӗсене пӗрлӗхре курнӑ теме май пур. Ҫав тапхӑрта халӑх прозине сӑвӑласси анлӑн сарӑлать. Каярах ку ӗҫе С. Элкер те кӑмӑлласа пӑрахать. Малтан вӑл халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗрки ҫинчен каласа панине сӑвӑлать («Сахрун мучи калавӗсем»), унтан истори халапӗсемпе юмахсене, мифесене сӑвӑласа пичетлет («Улӑп», «Тӑрнаккайна тӑрпасем», «Ҫӗвӗҫ Йӑван». «Селтти» т. ыт. те).
20—30-мӗш ҫулсенче литературӑмӑрта тепӗр туртӑм вӑй илет — фольклорпа литературӑна хирӗҫлетсе пӑхасси. Пролеткультҫӑсем классен кӗрешӗвне тӗпе хурса халӑх сӑмахлӑхне пуҫӗнех сивлеҫҫӗ, унпа усӑ куракансене хаяррӑн танӑпаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем А. Милли литература ушкӑнӗ валли ҫырнӑ устава та аваллӑха, фольклора тӗне хунӑ тесе сивленӗ, ушкӑнпе аркатса тӑкпӑ. Сӑмах май каласан, ҫавӑн чухне С. Элкер А. Миллипе пӗрле пулнӑ. «Канаш» хаҫатра ӗҫленӗ пирки ҫеҫ унӑн канашҫӑсене хирӗҫ кайма май килмен.
Репресси ҫулӗсенче сӑмахлӑх (словесность) ӑнлава хытах сивлеҫҫӗ, манӑҫа кӑлараҫҫӗ. Халӗ пирӗнтен чылайӑшӗ сӑмахлӑх тесен чи малтан фольклор пӗлтерӗше аса илеҫҫӗ. Чӑннипе вара сӑмахлӑх вӑл фольклор тата ҫыруллӑ литература тексчӗсенчен тӑрать. Чӑваш сӑмахлӑхӗнче вӗсем пӗр-пӗринпе пачах та хирӗҫмеҫҫӗ. Литературӑмӑр пирӗншӗн Ҫӗнӗ вӑхӑт ачи пулсассӑн, халӑх сӑмахлӑхӗ вара темиҫе сыпӑкри аслашшӗ-асламӑшӗсене пӗрлештерсе тӑрать. Эппип, ҫав ача ваттисен тӑхӑмӗ, пӗрчӗкӗ.
С.Элкерӗн литературӑмӑрти вырӑнне, унӑн хайлавӗсенчи жанр туртӑмӗсене туллинрех пӗлес тӗллевпе татах та пӗчӗк экскурс тӑвар-ха. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче эпир асӑннӑ виҫӗ тапхӑртан малтанхи иккӗшӗ питӗ вӑйлӑ пулнӑ-ха, Мифопоэтикӑлла илемлӗх ӑс-тӑнӗ чӑвашӑн йӑли-йӗркисенче, мифологийӗпе мифӗсенче палӑрнӑ, традицилле, канонланнӑ ӑс-тӑн вара ытларах чухне жанрсенче, сӑмах тексчӗ йӑла йӗрке текстне жанр урлӑ пӑхӑннинче палӑрнӑ.
Мӗншӗн паянхи чӑваш атте-анне, тӑван кил ҫинчен ҫырнӑ юрӑсене ытларах кӑмӑллать? Мӗншӗн тесен юрӑ тени чӑвашӑн паян кун та йӑла-йӗрке картинчех-ха, чӑваш ӑна тӑван-пӗтен патне хӑнана кайсан е хуларан ватӑ ашшӗ-амӑшӗ патне ҫитсен кӗрекере юрлать. Композиторсем ҫакна аван туяҫҫӗ.
Литературӑмӑрта ҫапла мар-и вара? Малтанхи ҫыруллӑ текстсене аса илер-ха. Акӑ Чӑваш Хвети юрри-такмакӗ. Вӗсем пурте улах ларнӑ ҫӗрте каламаллисем. Каярах чӑваш поэзийӗ юмах-халап жанрӗн паллисене илет (вӗсене те улахрах каласа панӑ-ҫке). Мих. Федоров ҫав юмах-халап жанрӗпе ҫырнӑ «Арҫури» хайлава сӑвӑ тесе те пӑхать:

Ачасене юратса,
Вӑрӑм юмаха кӗскетсе
Юри ҫыртӑм юрлама
Качча каяс хӗрсене,
Питӗ хӳхӗм вулама
Хут вӗреннӗ ҫынсене.
Урнӑ йыт пек улама
Улах ларан хӗрсене.
Эпӗ ҫыртӑм сӑввине,
Эсир тупӑр юррине.

90-мӗш ҫулсенче ҫыруллӑ поэзи анатри чӑвашсен ӗҫкӗ-ҫикӗ юррисен картинче те аталанать. Ҫакна эпир Турхансен лирикинче аван куратпӑр. Сӑмах май каласан, пӗр тӑван Турхансенчен пуҫласа чӑваш ҫыруллӑ поэзийӗнче индивидуаллӑх, автора тӗпе хурасси палӑра пуҫлать.
Виҫҫӗмӗш тапхӑрти илемлӗх ӑс-тӑнӗн типӗ чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче чи малтан истори халапӗсенче, тӗрлӗ пейӗтсенче вӑй илсе пынӑ. Индивидуаллӑх ытларах хӗр йӗррисемпе юпа тата некрут юррисенче вӑйлӑ палӑрнӑ. Уйрӑлун хурлӑхлӑ кӗвви Пӳлер патшин хӗрӗсем акӑш пулса вӗҫсе кайни ҫинчен калакан халапрах илтӗнет. Каярах уйрӑлу теми вӑрҫӑ ҫинчен хывнӑ пейӗтсенче, юрату пейӗчӗсенче янӑрать, сюжета йӗркелеме пулӑшать. Чӑвашсен ытларах телейсӗр юрату, ашшӗ-амӑшӗ урӑххине качча панӑран сарӑмсӑр вилнӗ хӗрсен шӑпи ҫинчен калакан пейӗтсем аталаннӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ ҫак сюжетпа чи малтан индивидуаллӑха, автора тӗпе хуракан чӑваш поэчӗ. Турхан Яккӑвӗ усӑ курать («Варуҫҫи» хайлавра). Трубина Мархви те, ытти ҫыравҫӑсем те усӑ кураҫҫӗ ҫак сюжетпа.
Ҫапла вара эпир К. Ивановӑн «Нарспи» хайлавӗ патне ҫитсе тухрӑмӑр. Чи малтан ҫакна палӑртмалла: ҫак вилӗмсӗр ӗҫ чӑвашӑн анчах ҫуралма пултарнӑ, мӗншӗн тесен унӑн сюжечӗ (сюжет варианчӗ) чӑваш-пӑлхар сӑмахлӑхӗнче ҫичӗ ҫӗр ҫул ытла йӗркеленсе уйрӑм жанр никӗсне кӗнӗ. Пуян ашшӗ-амӑшӗ хӗрне юта пани икӗ вариантлӑ: 1) ют халӑх ҫыннине сутаҫҫӗ, 2) пуян чӑваша сутаҫҫӗ. Пӗрремӗш варианчӗ чи авалхи шутланать. Иккӗмӗшӗ чылай каярах йӗркеленнӗ.
«Нарспи» ҫине Европа куҫӗпе пӑхма пулать, ҫав хушӑрах чӑвашӑн историлле сӑмахлӑх куҫӗпе пӑхма та май пур. Иванов пултарулӑхӗ тӳперен татӑлса анман. Унӑн пултарулӑхӗ культурӑпа истори фонӗнче аванрах курӑнса каять.
«Нарспи» тӗлӗшӗнчен ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать: ҫав хайлав чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнчи виҫӗ тӗслӗ илемлӗх шухӑшлавне чӑмӑртаса пӗрлештернӗ. Кунта К. Ивановӑн генилӗхӗ оригиналлӑ индивидуаллӑхра мар, халӑх ӑс-тӑнӗпе сӑмахлӑхне калама ҫук ӑста пӗтӗҫтерсе-ӳкерсе кӑтартма пултарнинче. Поэт чӑвашӑн «Илиадине», «Манасне» е «Калевалине» хайланӑ. Тӗрӗссипе кӗнекере «Нарспи» авторне кӑтартни халӑхӑн ун чухнехи илемлӗх ӑс-тӑнӗпе пачах та ҫураҫса тӑман пулӗччӗ. Ҫакна И. Яковлев пӗлнӗ те, туйнӑ та темелле.
Халӗ ҫыруллӑ прозӑна пӑхар. И. Яковлев букварӗсенчи кӗске калавсем, Игн. Иванов, 0. Романов, Ив. Юркин хайлавӗсем пурте пекех тӗслӗх урлӑ вӗрентсе каланисене аса илтереҫҫӗ. Чӑвашсен ҫав ятсӑр жанр питех те анлӑ сарӑлнӑ. Чӑн пулни, ялти уйрӑм ҫын опычӗ, хӑтланӑвӗ урлӑ вӗрентесси чӑвашшӑн питех те характерлӑ, типлӑ. Ваттисен сӑмахне ӑнлантарса-уҫса пани теес килет ҫав жанра.
Ҫапла вара XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш литератури халӑх сӑмахлӑхӗн жанр системинчен уйрӑлса тухма ӗлкӗреймен-ха. Ҫав хушӑрах чӑваш илемлӗх ӑс-тӑнӗ ӗмӗрсен чикки тӗлне тӗнче литературин илемлӗх ӑс-тӑнӗнче тӗл пулакан виҫӗ тӗсӗпе те паллашма ӗлкӗрнӗ. Ҫавӑнпа та чӑваш илемлӗ шухӑшлавӗн аталанӑвне ҫыруллӑ литература картине хупса лартни хамӑра чухӑнлатниех пулать. Пирӗн сӑмахлӑх ватӑ, вӑл архаика тапхӑрӗнчен пуҫласа индивидуаллӑха, историе тӗпе хуракан тапхӑрчченех аталанса, ҫав тӗрлӗ тапхӑр сийӗсене упраса пынӑ.
Илемлӗхе тӗне хунӑ литература системи, хӑйне халӑх сӑмахлӑхӗие оппозицире, хирӗҫлевре тӑнӑ пек туяканскер, ахӑртнех, 20-мӗш ҫулсенче вӑйлӑн палӑрма пуҫлать. Ҫапах та ҫав ҫулсенче те, каярах та ҫыравҫӑсен хайлавӗсенче йӑла-йӗркепе йӑла пурнӑҫне ӳкересси малти вырӑнтах тӑнӑ темелле. Ун чухне чылай ҫыравҫӑ фольклор материалӗ пуҫтарнӑ, ҫав ҫухалса пыракан сӑмахлӑх сийне упраса хӑварма тӑрӑшнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, чӗрӗ традици пурнӑҫран ҫухалса пырать пулсассӑн вӗсем культура эткерне куҫаҫҫӗ, илемлӗ литературӑра, ӑслӑлӑх тӗпчевӗсенче, тӗрлӗ пичетленнӗ пухӑсенче упранаҫҫӗ. Кайран ҫав культура еткерӗ пулнӑ традицисем ҫӗнӗ культурӑн тӗп паллисенчен пӗри пулса тӑраҫҫӗ. Эппин, «этнографизмпа» тулса ларнӑ литературӑн культурӑри хӑйӗн пӗлтерӗшӗ, уйрӑм функцийӗ пур. Ҫавӑнпа та вӑл е ку хайлава культурӑмӑрӑн пӗтӗмӗшле историлле контекстӗнче лартса пӑхни тӗрӗсрех. Ӗнер ҫитменлӗхӗн курӑнакан ен ыран ытарлӑн ҫуталса ялтӑртатма пултарать. Йӑлтах халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ вӑхӑтри пурнӑҫӗн тӗллевӗсем еплерех пулнинчен, наци самосознанийӗпе идеалӗнчен килет. Ун пек чухне культура еткерӗ ҫӳпҫери пек пӑнтӑхмасть, ҫи-пуҫа ҫутатса куҫа илӗртет, шӑнкӑр-шӑнкӑр сассипе чӗрене хӑпартлантарать.
Ҫакӑнта каланисем С. Элкер ҫырнисемшӗн те пулчӗ. Этнографилӗхшӗн, очерклӑхшӑн, чӑн пулнине натурализмларах ӳкерсе кӑтартнишӗн ӳпкелеме пӑхатчӗҫ ҫыравҫа. Тӗрӗссипе хӑй тӳссе ирттернине ҫырасси, халӑх пурнӑҫне тӗплӗн сӑнласси, ҫут ҫанталӑка сӑнама пултарасси йӑлтах халӑхӑмӑрӑн хӑй енлӗхӗнчен, унӑн чунӗпе ӑнӗнчен, туйӑмӗнчен килет. Чӑн-чӑн чӑвашла хайлавра характер аталанӑвӗ те романсенчи эпикӑлла шухӑшлав та ҫук пулма пултарать. Ҫакна Г. Федоровӑн ҫӗнӗ тӗпчевӗсем ҫирӗппӗн ӗнентереҫҫӗ.
Элкер геройӗсем характер тӗлӗшӗнчен аталанмаҫҫӗ, вӗсен шӑпине Мӑн Турӑ хӑй ҫырнӑ. Ҫӗр ҫинчи ҫыннӑн тӗллевӗ — ҫав шӑпапа ҫураҫасси, тем тӗрлӗ йывӑр пулсассӑн та хуҫӑлмасӑр юлма пултарасси. Авӑ «Хурапа шурӑ» повеҫех илер. Ленӑпа Сергей хӑйсен шӑпине май килнӗ таран илемлетме тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн, вӗсен пурнӑҫ ҫулне пӗрле утса тухма май килмен, Пӳлӗхҫи пӳрмен. Ҫав хушӑрах юрату тасалӑхне упраса хӑварасси йӑлтах хӑйсенчен килет иккен. Пӗрле пулмалла туман пулсассӑн таса юратӑва ӳт-тир шайӗнчи выльӑхла туйӑмпа варалама кирлех-ши? Наҫтӳҫпе Попов шайне анса ларни мӗн патне илсе ҫитернине вулавҫӑ аван ӑнланать. Вуланӑ май эпир Шӑпа кӗнекине йӗрлетпӗр, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑнланатпӑр.
Повеҫӗн ятӗнче те халӑхӑмӑрӑн философийӗ курӑнать: хурапа шурӑ. Хура хыҫҫӑн шурӑ килет, шурӑ хыҫҫӑн каллех хура таврӑнать. Уйӑх тулать, катӑлать, каллех ҫурлаланать... Ҫак ҫаврӑнура ҫынсен шӑпи хуллен шӑвать, хурипе шуррине те тутантарать. Пулса иртекен ӗҫсем Вӑхӑт еккине пӑхӑнаҫҫӗ, Геройсене тӗрлӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ вырӑнта куратпӑр, вӗсен кӑткӑс хутшӑнӑвӗпе кӑсӑкланатпӑр.
Кирек хӑш жанрпа ҫырсассӑн та Элкер чунӗпе поэт пулнӑ. Ахальтен мар вӑл йывӑр вӑхӑтра уй-хире е вӑрмана тухса утать, йывӑҫ-курӑкпа, улӑх-ҫаранпа калаҫать:
Эй, Кушлавӑш, ещӗл уй,— 
Ҫут ачалӑхӑм сӑпки! 
Пӗл, ӑнланччӗ мана, туй: 
Эс ман пурнӑҫ кӑвапи.
 («Киле таврӑнсан» ) 

Пирӗн кашниннех хамӑрӑн пурнӑҫ кӑвапи пур. Ҫав хушӑрах Чаваша ҫуратакан Амапа та кӑвапаранах ҫыхӑннӑ эпир, ҫав Ама кӑкӑрне ӗмнӗ, ҫав Амаран калаҫма-пуплеме вӗреннӗ, чӗрҫийӗ ҫинче утьӑкка сикнӗ. Чӑваш Сӑмахӗпе, Поэзийӗпе тата Сӑмахлӑхӗпе те пӗр эпир.
Тинкерӗр-ха кӗрхи тӳпене. Ҫак сӑмахсене эпӗ мар, Кӗрхи Ҫутӑ Ҫӑлтӑр калать. Элкер ҫӑлтӑр...
Виталий Родионов


 
Категорисем: Ҫемен Элкер, В. Родионов ӗҫӗсем

Тулли верси :: Статья каҫми