Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӗрше


Кӗрше, — Чӑваш Енри Тӑвай районӗнчи ял.

Истори

Ку яла вырӑссем XVII ӗмӗрте никӗсленӗ. 1746 ҫулта вӗсем И. Жуков (ун ҫине 33 хуҫалӑх ӗҫленӗ), П. Лукошков (73 хуҫалӑх)тата П. Лукошков (49 хуҫалӑх) помещиксен аллинче шутланнӑ. 1770 ҫултанпа вара ку вырӑнта ҫак помещиксем пурӑннӑ: Л. Болтин (ун ҫине 19 хуҫалӑх ӗҫленӗ), И. Лукошков (75 хуҫалӑх), П. Лукошков (73 хуҫалӑх).

Авал яла кунта Смоленск-Богородск чиркӗвӗ ларнӑран Богородски ятпа чӗннӗ. Кӗрше ячӗ вырӑс Гришка ятӗнчен пулса кайнӑ. 1866 ҫулта кунта 67 кил пулнӑ, вӗсенче 606 ҫын пурӑннӑ.

Смоленск-Богородск чиркӗвне 1853 ҫулта Александр Акчурин помещик пулӑшнипе туса лартнӑ. Чиркӳ ҫурчӗн никӗсӗ чултан пулнӑ, хӑй вара — йывӑҫран. Тӑррине тимӗрпе витнӗ пулнӑ.

Каҫӑсем

Ял историйӗ


 
Категорисем: Тӑвай районӗн ялӗсем

Тулли верси :: Статья каҫми