Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӗтеснерӗн кӗреш юманӗ


Чӑваш халӑх писателӗ В.С. Алендей ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитрӗ.

Ҫын ҫинчен асилме тытӑнсан тӳрех ӑна чи малтан ӑҫта, хӑҫан, мӗнле лару-тӑрура курни пирки шухӑшлатӑн. Ҫак кунсенче республикӑмӑр хӑйӗн паттӑр та талантлӑ ывӑлӗсенчен пӗрин — Чӑваш халӑх писателӗн Василий Степанович Алендейӗн ҫитмӗл ҫулне палӑртать, ҫавна май, ман шутпа, ӑна ҫывӑх пӗлнӗ кашни ҫын унпа пӗрле ирттернӗ самантсене куҫ умне кӑларать.

1963 ҫулӑн юлашки кунӗсем. Эпӗ, виҫӗ ҫул хушши Эльба шывӗ хӗрринче ҫар тивӗҫӗпе тӑнӑскер, салтакра ҫырнӑ сӑвӑсемпе редакцисем тӑрӑх ҫӳретӗп. Шурӑ Шупашкар урамӗсенче — ҫӗнӗ ҫул умӗнхи тӳлеклӗх, таҫтан ҫӳлтен юр пӗрчисемпе вӗҫсе анакан уявлӑх, кашни ҫын кӑмӑлӗнче — чуна ҫунатлантаракан сапӑрлӑх. Те чылай хушӑ чӑвашра пулманран, хӑйхи, тӑван чӗлхен ынатлӑ ырлӑхне кӗрсе ӳкнӗскер, савӑнӑҫӑма ниҫта та хура пӗлместӗп эпӗ. «Тӑван Атӑл» редакцине кӗтӗм. Ун чухне ку кӑларӑма альманах тетчӗҫ-ха. Мана Пичет ҫуртӗнчи пысӑк мар пӳлӗмре Василий Алендей кӗтсе илчӗ. Кӗнекисене мӗн ачаран тӗнӗ пек юратса вуланӑ, хӑйне вара, шел пулин те, курма тӳр килмен. Кӗрнеклӗ кӑна тапчам ҫын. Уксахлать, хӑрах ури хӑйӗн мар пулас. Алҫырӑвне ҫийӗнчех вуласа тухрӗ, калаҫнӑ чухне мана пӗртте хӑйӗнчен кӗҫӗне хумарӗ, икӗ сӑввине ҫывӑх номерсенчен пӗринче пичетлесе кӑларма пулчӗ. Мӗн кирлӗ тата унтан ытлӑ ӗнерхи салтака? Чӑнах та, редактор хӑй сӑмахне ҫирӗп тытрӗ, сӑввӑмсем кӗҫех кун ҫути курчӗҫ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн варриччен — чӗрӗк ӗмӗр ытла — пӗр-пӗрне вуласа, пӗр-пӗрин ӗҫӗ-хӗлӗпе интересленсе пурӑнтӑмӑр...

Василий Степанович калама ҫук ӗҫчен ҫынччӗ, ҫӳллен тенӗ пек пӗрер повесть, калавсем, сӑвӑсем, статьясем ҫыратчӗ, ял темине уйрӑмах ҫывӑх кураканскер, вӑл колхозсемпе совхозсене тухса ҫӳретчӗ, вулакансемпе тӗл пулатчӗ, писательсен пухӑвӗсенче докладсем тӑватчӗ, ҫӑмрӑк авторсене пулӑшатчӗ... Тӗлӗнетӗп, темле ӗлкӗретчӗ. Унсӑр пуҫне тата питӗ нумай вулатчӗ. Астӑватӑп, пӗррехинче унпа вырӑссен хальхи паллӑ писателӗн Валентин Распутинӑн ҫырав уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен калаҫрӑмӑр, тепрехинче Виктор Астафьевӑн «Деревенскнй детектив» повеҫӗ пирки калаҫу хускатнӑччӗ, — Василий Степанович асӑннӑ писательсен ӑсталӑхне, стиль тӗлӗшӗнчи хӑйевӗрлӗхне ун чухнех тарӑннӑн тӗпчеме те ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ.

Пӗррехннче М. Горький ячӗпе хисепленекен республика библиотекине, вулакансемпе тӗл пулма, Василий Степанович мана та чӗнчӗ. Зал тулли пухӑнчӗ халӑх литература каҫне. Мӗн тӗрлӗ кӑна ыйту хускалмарӗ-тӗр кӑлаҫура, анчах писателӗн анлӑ тавракурӑмӗ, унӑн пысӑк чунӗ пурин кӑмӑлне те тултарчӗ.

В. Алендей ҫамрӑк вулакансене те асрах тытатчӗ. Унӑн «Пирӗн кил», «Пограничниксем», «Виҫӗ салтак» кӗнекисем, «Лена-партизанка» тата ытти юррисем ҫыравҫӑ ача-пӑча тӗнчнне витӗр туйса тӑнине лайӑх ҫирӗплетеҫҫӗ.

Кӗреш тесе сума сунӑ чӑвашсӗм ӗмӗрхи ҫирӗп юмана. Кӗтеснер кӗрешӗ теессӗм килет ман ҫапӑҫу хирӗнче парӑнма пӗлмен, ӗҫ умӗнче пуҫне пӗкмен аслӑ юлташӑм пирки.

Юрий Сементер.
«Пионер сасси», 1989.


 
Категорисем: Алентей Василий Степанович, Юрий Сементер ӗҫӗсем

Тулли верси :: Статья каҫми