Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӗтне

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

КӗтнеСӗве шывӗн юппи, Чӑваш Енпе Тутарстан тӑрӑх юхакан юханшыв. Тӑршшӗ 176 ҫухрӑм, бассейн лаптӑкӗ — 2480 км2. Йӗпреҫ районӗнче вӑл тарӑнах мар — 0,2-0,4 м кӑна.
Ҫӑлкуҫӗ Йӗпреҫ районӗнче (Липовка ҫумӗнче, ҫурҫӗр-анӑҫ еннелле) вырнаҫнӑ.
Атӑлҫи сӑртлӑхӗн ҫурҫӗр айӑкинче юхать. Ытларах енӗпе ҫумӑр шывӗпе тулать. Юхса кӗричен 29 ҫухрӑмра виҫнӗ вӑтам юхӑмӗ пӗр ҫӗкунтра 4,2 м3 танлашать. Чӳкӗн иккӗмӗш пайенче — раштавра шӑнса ларать те ака уйӑхӗнче пӑртан тасалать.
Юханшыв ҫынсем пурӑнакан тавралӑхпа юхать.

Хуҫалӑх

Хирти Выҫли ял ҫывӑхӗнче Йӗпреҫ патока савучӗ вырнаҫнӑ — Кӗтне шывне ытларах вӑл усӑ курать.

Юпписем


 
Категорисем: Кӗтне

Тулли верси :: Статья каҫми