Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

«...Юлашки вӑхӑтра кашни каҫ ялти сӑн-сӑпатсемпе аташтарать тӗлӗк. Кам пӗлет, тен, эпӗ яла ҫитсе кураймӑп та-ши? Тен, юлашки тӗлӗксем яла кӑтартаҫҫӗ-ши?..» — ҫак йӗркесем Кӗҫтук Кольцов поэт пиччӗшӗн ывӑлӗ Аркадий Кольцов патне вӑрҫӑ хирӗнчен янӑ ҫыруран. Аркадий Павлович сӑмах ӑстин кашни ҫырӑвне упранӑ. Вӑл ҫапӑҫу хирӗнче шӑрҫаланӑ йӗркесене хаҫат-журнала ярса тӑнӑ, йывӑр вӑхӑтра чунра кӗвӗленнӗ сӑвӑсене кун ҫути кӑтартма пулӑшнӑ. Тепӗр ҫырӑвӗнче Кӗҫтук Кольцов хӑйӗн сӑввисене шӑллӗне сыхласа хӑварма ыйтнӑ. Пурнӑҫне, ҫутӑ ӗмӗт-тӗллевне хаяр вӑрҫӑ татнӑ поэтӑн чунӗ яла текех таврӑнаймасса сиснӗ-ши — унӑн каш­ни ҫырӑвӗнче вилӗм юнашарах ҫӳрени палӑрать.

Канаш районӗнчи Анат Сурӑм ялӗнче пулнӑ май поэтӑн чылай ҫырӑвне, пичетленсе ӗлкӗреймен сӑввисене алла тытса куртӑм. 70-80 ҫул упранӑ вӗсене Кӗҫтук Кольцовӑн ҫывӑх ҫыннисем.

«Гени Гель» ятпа алӑ пусатчё»

Константин Кольцов 1916 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анат Сурӑм ялӗнче йышлӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ултӑ ывӑл — Сантӑр, Миняҫ, Хрисан, Павӑл, Ваҫлей, Кӗҫтук, пӗр хӗр — Пӑлаки. Ҫичӗ ачаран Кӗҫтук — чи кӗҫӗнни. Пулас поэтӑн ашшӗ Михаил Семенов ҫӗре ир кӗнӗ. Ҫичӗ ачапа тарса юлнӑ мӑшӑрӗ Евдокия Захаров­на тӗпренчӗкӗсене вӗрентессишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ.

Ялти пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 12 ҫулти Кӗҫтукӑн сасартӑк сывлӑхӗ хавшама тытӑннӑ. Районти ҫутӗҫ пайӗпе комсомол райкомӗ пулӑшнипе шкул ачи Хура тинӗс хӗрринчи «Артек» лагерьте сипленнӗ. Лайӑх вӗреннӗшӗн унта кайма тивӗҫнӗ вӑл. Чухӑн ҫемьерен килнӗ ҫӗтӗк-ҫурӑк тумланнӑ, ҫӑпаталлӑ чӑваш ачинчен тӗлӗннӗ ӗнтӗ — часах фотограф чӗнсе илнӗ... Унтан Кӗҫтука ятуллӑ костюм тӑхӑнтартнӑ. Каярах вӑл «Артек» ҫинчен ҫапла аса илнӗ: «Хура тинӗс хӗррипе чӑваш ачисем чӑвашла юрласа утаттӑмӑр».

Сӑмах ӑстин ялӗпе паллашнӑ май урамра туя тытнӑ ватӑ хӗрарӑма тӗл пултӑм. Хрисан Кольцовӑн хӗрӗ иккен. Марфа Хрисановнӑпа сӑмах ҫӑмхи сӳтӗлчӗ.

— Кӗҫтук Кольцов пирӗнпе юнашарах пурӑнатчӗ. Пирӗн пата час-часах каҫатчӗ. Аттепе вара вӑрттӑн пӑшӑлтатчӗҫ. Вӗсен калаҫӑвне итлеме аван марччӗ, — сӑпайлӑ хӗрарӑм каласа кӑтартнине татах та татах тӑнлас килчӗ. — Халӗ те куҫ умӗнчех: виҫҫӗмӗш класра вӗренеттӗм ун чухне. Назар Константинович клубра парти пухӑвӗ пуласси пирки пӗлтерчӗ. Унта Кӗҫтук Кольцов килмелле иккен. Вӗрентекен мана Ҫемен Элкерӗн «Хурҫӑ карап» сӑввине пӑхмасӑр каламашкӑн вӗренме хушрӗ. Питӗ тӑрӑшрӑм, тӑванӑм умӗнче намӑс ан пултӑр тесе клуб еннелле мӑнаҫланса утрӑм. Назар Константинович «килӗшмест» те­сен кӑмӑл пусарӑнчӗ. Сӑвва калайманшӑн чун хурланчӗ. Пуху пулмарӗ-ши ҫав каҫ е Кӗҫтук Кольцов ҫитеймерӗ-ши — паянхи кун та пӗлместӗп. Тата ҫакна астӑватӑп: сӑввисен вӗҫне вӑл ялан Гени Гель тесе алӑ пусатчӗ.

Поэт ку псевдонимпа ҫырнине ал-ҫырӑвӗсенче те асӑрхарӑм. Марфа Хрисановна аса илнӗ тӑрӑх, поэт фронта хӑй ирӗкӗпе Шупашкартан кайнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан тепӗр кунхинех «Йытта йытӑ вилӗмӗ» сӑвӑ шӑрҫаланӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хаҫатра пичетленнӗ.

Константин Михайловича «юраман» сӑвӑсем шӑрҫаланӑшӑн ирӗкрен хӑтарассипе те хӑратнӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл Ҫӗпӗре Василий пиччӗшӗ патне кайса пурӑннӑ.

Ҫырусем, ҫырусем...

Поэтӑн вӑрҫӑ хирӗнчен ҫырнӑ ҫырӑвӗсене Аркадий Кольцов, вӑл ҫӗре кӗрсен вара хӗрӗ Альвина Иванова упрани савӑнтарчӗ. Кӑранташпа шӑрҫаланӑ пӗчӗк хутсем Аркадий Павлович пурӑннӑ килти архивра упранаҫҫӗ. Пичетленсе ӗлкӗреймен вун-вун сӑвӑ... Вӑхӑт сарӑхтарнӑ алҫырӑвӗсене тытса вуланӑҫемӗн поэт кӑмӑлне туятӑн, унӑн шухӑшне ӑнланатӑн. Пурнӑҫа юратнине, тӗллевӗсене хаяр вӑрҫӑ татнине шурӑ хут ҫине куҫарса чунне лӑплантарнӑ вӑл. Сӑвӑсен кашни йӗркинчех тарӑн шухӑш палӑрать. Юратнӑ хӗрӗ Кӗтерне патне вӗҫтернӗ ҫырусене те Альвина Аркадьевнӑпа чылай вӑхӑт алӑран ямасӑр сӑмах ҫӑмхи сӳтрӗмӗр.

— Кӗтерне аппана астӑватӑп. Кӳршӗрех пурӑнатчӗ вӑл. Атте каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Кӗҫтук Кольцова вӑл вӑрҫа Шупашкартан ӑсатнӑ. Иван Малкай ҫыравҫӑ хваттерӗнче юлашки хут тӗл пулнӑ вӗсем. Юлташӗсен сӑмахне ӗненес тӗк, Кӗтерне Кӗҫтук Кольцова вӑрҫӑран кӗтсе илме ҫав каҫ тупа тунӑ, анчах поэт кайсанах ун ҫинчен маннӑ. Часах вӑл урӑх арҫынпа ҫемье ҫавӑрса ача-пӑчаллӑ пулнӑ. Кун ҫин­чен сӑмах ӑстине ҫырса пӗлтернӗ ахӑртнех, — аса илчӗ тӑванне хисеплесе нумай ӗҫ тунӑ Альвина Аркадьевна. Сейфри ҫырусен хушшинче поэт савнийӗ патне ҫырнисемпе паллашма май пулчӗ. Акӑ ҫырнӑ вӑл: «...Каҫ пулать те ир пулать — ерипенех ӗмӗр иртет пулмалла. Анчах маншӑн хӑть каҫ, хӑть ир — умран та, хыҫран та пӳтсӗр вилӗм йӑраланса ҫӳрет. Колхозниксен ҫырӑвне илсе вуларӑм — савӑнтӑм, макӑртӑм...» Катя патне шӑрҫаланӑ ҫырусенче вӑл хӑйӗн шӑпи хӑрушлӑхра пулнине аван туйни палӑрать. «Ял-йыш манмасть-ха мана», — тенӗ вӑл. Тӑван кӗтесрен илнӗ ылтӑнран та хаклӑ «хутсене» алла тытсан савӑнӑҫ куҫҫулӗпе вилӗм хӑрушлӑхӗ хутӑшнӑ ахӑртнех...

Канашри интернат шкулти Ҫар мухтавӗн музейӗнче Кӗҫтук Кольцова халалласа кӗтес уйӑрнӑ. Ку ӗҫре Еле­на Салминапа Петр Николаевӑн тӳпи пысӑк. Альвина Ар­кадьевна сӑмах ӑстин хаклӑ ал ҫырӑвӗсенчен чылайӑшне музея панӑ. Шкул хупӑннӑ хыҫҫӑн вара ҫыравҫӑн кун ҫути курма ӗлкӗреймен сӑвви-калавӗ-очеркӗ хулари таврапӗлӳ музейне куҫнӑ.

29-мӗш номерпе выртать...

Салтак аттине тин кӑна хывнӑ ҫамрӑк поэт Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансанах алла пӑшал тытнӑ. Тӑшмана курайманни, пурнӑҫ пилленӗ ҫӗре, тӑван халӑха юратни вӗри чӗреллӗ сӑвӑҫа хӑйне хӗрхенмесӗр ҫапӑҫма хавхалантарнӑ. Вилӗмпе пӗрре мар куҫа-куҫӑн тӑнӑ чӑваш каччи. Нимӗҫсене Карели ҫӗрӗ ҫинче аркатнӑскер Гитлер йыттисене нихӑҫан та парӑнман. Аслӑ лейтенант салтаксене ялан тӗслӗх кӑтартнӑ, савӑнпа ӑна юлташӗсем хисепленӗ.

Ҫамрӑк ӑру, тен, Кӗҫтук Кольцов ятне илтмен те. Унӑн вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ, тӑнӑҫлӑ саманашӑн пурнӑҫне шеллеменни, шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юххиллӗ сӑввисем хисепе тивӗҫ. 1986 ҫулта Канашри интернат шкулти музей ӗҫченӗсемпе тата икӗ вӗренекенпе пӗрле Альвина Иванова Мурманск хулинче поляри дивизийӗ 45 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ слетра пулнӑ. Унта вунӑ кун пурӑннӑ вӗсем. Кӗҫтук Кольцовӑн вил тӑпри ҫине ҫитнӗ. Карели АССРӗн Лоухи районӗнчи Сосновка поселокӗнче тӑванла масарта виҫӗ пин ытла салтак канӑҫ тупнӑ. Пирӗн ентешӗмӗр, ҫӗр-ҫӗр сӑвӑ авторӗ, салтаксене чунпа ялан ҫывӑх пулнӑ командир Константин Кольцов 29-мӗш номерпе выртать.

Сосновка шкулӗнче чӑваш поэтне халалланӑ кӗтес пурри кама савӑнтармасть-ши? Поселокра пӗр урама унӑн ятне панӑ. Мӗн тери чыс пирӗн ентешӗмӗре.

Карелири ҫак поселокрах унӑн сӑвӑ йӗркисене гранит ҫине ҫырнӑ: «Юншӑн — юн! Ирсӗр вилӗмшӗн — вилӗм! Малалла, тӑшмана ҫӗнтерме!»

Альвина Ивановӑн ашшӗ Аркадий Кольцов пиччӗшӗн Карелире пӗрле ҫапӑҫнӑ юлташӗсен адресӗсене шыраса тупнӑ. Вӗсемпе ҫыхӑну тытнӑ. Т.Уховӑн, А.Видячинӑн, А.Ткаченкӑн ҫырӑвӗсем халӗ те Кольцовсен ҫемье архивӗнче упранаҫҫӗ. Вӑхӑт сӑмаях сарӑхтарнӑ хутсенче вӑрҫӑра пӗр татӑк ҫӑкӑра та ҫамрӑк поэтпа пайланӑ юлташӗсем чӑ­ваш арӗ ҫинчен мухтаса ҫырнине хам та манӑҫланса вуларӑм. Тӑван халӑхӑн ятне нихӑҫан та ӳкермен сӑмах ӑсти. Альвина Аркадьевна унӑн фронтри юлташӗсемпе Мурманскра курса калаҫнӑ. Апла пулсан пурнӑҫӗ ир татӑлнӑ поэтӑн ячӗ ҫӗр питӗнчен ҫухалман, ҫухалмӗ те. Канаш тӑрӑхӗнчи Кольцовсем йӑхӗнчи мухтавлӑ ывӑлне манӑҫа кӑлармӗҫ. ҫакна хам курса ӗнентӗм.

Кӗҫех музей уҫӑлӗ

«Сӑвӑсем» /1963/, «Фронтра» /1979/ кӗнекесен /вӗсене поэт пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн кӑларнӑ/ авторӑн кӗске ӗмӗрӗ иртнӗ ҫурта, Анат Сурӑм ялӗнче, кивелнӗ пулин те, курма кӑмӑллӑ. Кӗҫех, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Константин Кольцов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитӗ. Ентешӗсем, тӑванӗсем тӑрӑшнипе ҫак ҫуртра поэта хисеплесе музей уҫасшӑн. Анат Сурӑмсен ӗмӗчӗсем пысӑк. Ҫурта юсаса ҫӗнетме по­этӑн тӑванӗсем, ял-йыш укҫа парса пулӑшнӑ. Сӑмах май, Аркадий Кольцовӑн ывӑлӗ мӑнукне Кӗҫтук ят хунӑ. Ҫам­рӑк Кӗҫтук Кольцов! Поэтан ячӗ ӗмӗр-ӗмӗр янӑрани ҫакӑ. Паян-ыран алӑкне уҫма хатӗр музея кӗрсех куртӑм. Стенан кашни пӗрени, маччапа урайӑн кашни хӑми Кӗҫтук Кольцов ятне аса илтерсе тӑрасса шанас килет.

— Экспонатсем хальлӗхе ҫын патӗнче упранаҫӗ. Му­зей уҫассишӗн ҫанӑ тавӑрсах тӑрӑшатпӑр, — хавхаланса калаҫрӗ клуб ертӳҫи Валентина Васильева.

Пархатарлӑ ӗҫе тытӑнни савӑнтарать. Анат Сурӑмри чи вӑрӑм урам Кӗҫтук Кольцов ячӗпе хисепленет. Вӑл пурӑннӑ, утса ҫӳренӗ, ҫак урамри лаштра йӑмрасен сывлӑшӗпе киленнӗ, пӗрремӗш сӑввисене шӑрҫаланӑ вырӑнсем тӑванӗсемшӗн кӑна мар, ҫитӗнекен ӑрушӑн та чуна ҫывӑх пyлччӑр.

Кӑшнаруй шкулӗ хупӑниччен унти пионер отрячӗ Кӗстук Кольцов ячӗпе хисепленнӗ. Чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ Елизавета Никифорова пуҫарнипе шкул ачисем «К» cacпалли евӗр хунав лартса парк йӗркеленӗ. 20-30 ҫул каяллах ӳсекен йывӑҫсем сӑмах ӑсти пирӗн чӗрере яланах упраннине, сӑввисем кашни юбилейӗнче янӑранине пашалтатса иртен-ҫӳрене пуҫ таяҫҫё. Апла пулсан поэтӑн сӑввисем манӑҫмаҫҫё, ял ҫумӗнчи йывӑҫсемпе каш кашлаҫҫё.

Тулли кӑмӑлпа таврӑнтӑм Канаш районӗнчен. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пурнӑҫӗ ытла ир татӑлнӑ поэт тӑванӗсем, ял-йыш ӑна паянхи кун ҫапла сума суни савӑнтарчӗ. Апла пулсан Кӗҫтук Кольцовӑн ячӗ вилӗмсӗр.

Елена ЛУКИНА.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016, нарӑс, 4, 4(6097) №


 
Категорисем: Кӗҫтук Кольцов

Тулли верси :: Статья каҫми