Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӗҫӗн шӑллӑма (Иван Егоров)


Анне пек ҫын, шӑллӑм, ҫук вӑл тесшӗн
эп сана, ҫуках кунта тупма.
Тӗнчипе ун пеккисем миҫен-ши
ҫурӑлан чуна кӑшт пусарма?

Хуйхӑ-суйхӑ пуснӑ ҫын пырать-и
хуйхи-суйхине чӑтайманран,
хайӗнчен хӑй хӑш-пӗри тарать-и,
пил парать анне, шеллет чунран.

Вӗсемпе пӗрлех туять хӑйне те
хӑтӑлнӑн асаплӑ инкекрен.
Аннене кашнийӗ ӗненет-тӗр,
тав тӑвать чунран та чӗререн.

Ҫын, тӗнче хуйхи чунне тулсассӑн,
калаҫма пӗр чун та юлмасан,
ҫурӑлса чӗри каяс пулсассӑн —
никама та, шӑллӑм, ан вӑрҫсам.

Эпӗр пулмасан, ҫитеймесессӗн
е килсе тухсассӑн пӗтмелле,
тирпейле те, макӑр, макӑр эсӗ.
Йӗр, хӳхле эс эпӗр илтмелле...

Егоров Иван Павлович



Тулли верси :: Статья каҫми