Таса, илемлӗ, ҫутӑ пирӗн класс,
Урок пырать, ларатпӑр шӑпланса.
Стена ҫинчен хӗвеллӗ те хавас
Ильич пӑхать пире саламласа.
Вӑл тараватлӑн, ӑшшӑн йӑл кулать,
Халь халь сӑмах чӗнессӗн туйӑнса.
Пиртен ӑна кашни асра тытать,
Телейлӗ пурнӑҫшӑн сума суса.
1952