Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Л (ЙЧХСПС)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ.

Лак — ним. — Тӗрлӗ смаласене ҫпирт, скипитар, йе ҫу ҫинче ирӗлтерсе тунӑ краскӑ: сӑрланӑ йапаласене ҫуттӑн курӑнтарат.
Лакӑр (лакӗр) — ним. — 1) Ҫар пухӑнса тӑракан вырӑн, поҫитси; 2) политтиккӑра — пӗр-пӗр парттине хирӗҫ тӑракан парттисем.
Лаккей — Тарҫӑ.
Лапиринт — 1) Авалхи крексен, римльӑнсен — шутсӑр нумай, пӑтратса пӗтернӗ пӳлӗмлӗ, тухма пӗлмелле мар пысӑк ҫуртсем. 2) Йывӑҫҫем хушшинчи ҫулсене лапиринтри пӳлӗмсем майлӑ туса пӗтернӗ пахчасем. 3) Хӑлха ӑшчикӗ. 4) пӑтратса пӗтернӗ, ӑнланма пӗлмелле мар йапаласем, шухӑшшем.
Лапораттори — лат. — Тӗрлӗ оппӑтсем тума (хими, хиҫик т. ыт. оппӑтсем) хатӗрсем пур ҫурт, пӳлӗм.
Латтынь — Ӗлӗк Римре пурӑннӑ халӑх, халӗ ҫук; ҫав халӑхӑн чӗлхи, халӗ вӑл чӗлхепе тӗрлӗ науккӑ сӑмахӗсене ҫыраҫҫӗ.
Латви — Латтышшен патшалӑхӗ: револьутсичен Раҫҫейӗн Лихльантьи кӗпӗрни пулнӑ, халӗ пуршуаҫиллӗ респупликкӑ.
Ласарет — ним. — Пульнитсӑ, шпитал, чирлӗ йе аманнӑ салтаксене пӑхакан вырӑн.
Лекентӑ — Ӗненмелле мар, йумах майлӑ калав. Пӗр-пӗр авалхи ӗҫҫем ҫинчен халӑх хушшинче ҫӳрекен калав; тӗрӗсси-суйине пӗлмелле мар сӑмах.
Лектӑр — лат. — Лексисем вулакан.
Лекси — лат. — 1) Аслӑ шкулта вӗрентекен, йе прохвессӑр пӗр ыйту ҫинчен каласа пыни; 2) ҫав вӗрентсе каланине хут ҫине ҫырса хуни. 3) кирек мӗнле ҫын та пӗр ыйту ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе, итлекенсене вӗрентме, калакан сӑмах.
Леттарки, леттаркилле ыйӑх — крек. — чирлӗ, усал, ҫынна вилнӗ пек тӑвакан ыйӑх: ҫывӑрса кайсан, ҫын темиҫе кун ним пӗлмесӗр ҫывӑрать.
Ленттӑ — Ансӑр, вӑрӑм пусма (хӑйу).
Ленин — Влатимӗр Илйич Ульйанӑв — тӗнчери пролеттариата комунисӑм ҫулӗпе йертсе пыракан, 1870-меш ҫулта Чӗмпӗрте (халӗ Ульйанӑвск) ҫуралнӑ. Ҫамрӑкранах сотсиалла науккӑсене тӗплӗ вӗренсе, Влатимӗр Илйич часах маркҫисӑмшӑн хытӑ кӗрешекен револьутсионер пулса кайать, 1890-мӗш ҫулсенче „Ӗҫлекенсен класне ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекенсен Сойусӗ" тӑвать. Анчах часах патша правиттӗлстви ӑна тытса Ҫӗпӗре йарать. Ҫӗпӗртен тавӑрӑнсан, В. И. йут патшалӑха тарать те, унта Плехханӑвпа, Марттӑвпа пӗрле „Искрӑ» йатлӑ хаҫат урлӑ Раҫҫейри сотсиал-темократьтьине еккономисӑм (ҫав сӑмахсене пӑх) ултавӗсенчен тасатас тӗлӗшпе хытӑ ӗҫлет. 1903-мӗш ҫулта парттин 2-мӗш сйесӗ хыҫҫӑн В. И. польшевиксен литӗрӗ пулса тӑрать, 1905-мӗш ҫулхи револьутсире Совет влаҫӗ тӑвас лосунка кӑларса йарать, унтан кайран ликвитаттӑрсемпе кӗрешет. Вӑрҫӑ пуҫланса кайсан, II-мӗш Инттернатсионалӑн пуҫлӑхӗсем каппитталиссем майлӑ пулса кайсан, В. И. хӑй тавра имппериалисӑм вӑрҫине краштӑн вӑрҫи туса йарашшӑн тӑрӑшакансене пухать, вӑрҫа хирӗҫ вӑрҫӑ кӑларса йарать. Хевральри револльутси хыҫҫӑн Раҫҫейе тавӑрӑнсан, Ленин пур пуршуаҫилле парттисемпе кӗрешме, револьутси ӗҫне малалла йарса пырассишӗн тӑрӑшма пуҫлать. Октьапӗрти Револьутси пулсан Ленина Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн Претҫетаттӗлӗ туса хураҫҫӗ, вара вӑл тӗреклӗ алӑпа, тӗрӗс ҫулпа тӗнчере халиччен пулман ӗҫлекенсен респупликне йертсе пырать. 1919-мӗш ҫулта, В. И. Ленин тӑрӑшнипе, пур тӗнчери ӗҫлекенсене пӗрлештерекен III-мӗш Комунисла Инттернатсионал пуҫланса кайать.
Хӑйӗн вӑйӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пите нумай ӗҫленӗрен В. И. Ленин 1922-мӗш ҫулта йывӑр чирлесе кайать те, 1924 ҫ. кӑрлачӑн 21 кунӗнче вилсе выртать. Ленина Мускавра, Кремль ҫтени ҫумне пытарнӑ, ӳтне тухтӑрсем ҫӗрмелле мар тунӑ.
Ликӑ — хран. — Политтиккӑ, релики, йе урӑх опчӗствӑ ыйтусемшӗн тӑрӑшакан сойус, ушкӑн йе ассотсиатси.
Ликвитаттӑр — сем — лат. — 1) Ликвитатсилекен учрештени, ҫын. 2) Раҫҫейри сотсиал—темократсен хушшинче — 1905 ҫ. револьутсине реакси ҫӗнтерсен, патшана хирӗҫ кӗрешес ӗҫе пӗтерешшӗн, ликвитатсилешшӗн тӑрӑшакансем.
Ликвитатси — лат. — Тӗп туни, пӗтерни; пӗр пӗр ӗҫе, йе претприйатине пӗтерни.
Липералисӑм — лат. — Ирӗкшухӑшлӑх, пуршуаҫи политтиккӗнче — пӗчӗк рехвормӑсемшӗн, ирӗкле конккурентсишӗн тӑрӑшакан направлени.
Липкнӗхт — Карл Липкнӗхт — Кермаррри вӑйлӑ комунис: 1914-18 ҫулсенчи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑрҫа хирӗҫ акиттатсиленӗ. Керманти правиттӗлстви 1919 ҫулӑн йанвар уйӑхӗнче Липкнехтпа Росӑ Льукҫемпурка вӗлернӗ.
Литӗр — анк. — Политтиккӑ парттине тӗрӗс ҫулпа йертсе пыракан.
Литтӑр — хран. — Йухакан йапаласен виҫи: витрен 12-мӗш пайӗ.
Литтӗр — лат. — Сас палли.
Литтераттурӑ — лат. — Ҫырулӑх. 1) Пӗр-пӗр чӗлхепе тӗрлӗ йапаласем ҫинчен ҫырнӑ происветенисем. 2) пӗр-пӗр ыйту ҫинчен ҫырнӑ происветенисем.
Литтокрахви — крек. — 1) Чул, йывӑҫ, йе урӑх йака йапала ҫине тӗрлӗ краскӑсемпе картинсем ӳкерме вӗрентекен искусствӑ. 2) литтокрахви ӗҫӗсене тӑвакан ҫурт, пӳлӗм.
Лимххӑ — лат. — Чи вӗтӗ йун тымарӗсенчен тухса пӗтӗм ӳт-пӗве сарӑлакан, шыв майлӑ, кӑштах сарӑ тӗсле сӗткен.
Линейккӑ — Линисем тумалли, тӳрӗ йӗр ӳкермелли тӳрӗ патак.
Лини — Йӗр. Кеометрире — виҫесӗр пӑнчӑ йӗрӗ.
Лирик — Лириккӑпа ҫыракан поет.
Лириккӑ — Поеҫи тӗсӗсенчен пӗри: ҫыннӑн туйӑмӗсем, сисӗмӗсем ҫинчен ҫырнӑ илемлӗ ҫырулӑх.
Ливӗр — анк. — Йухакан йапаласене пӗр савӑтран тепӗр савӑта куҫармалли ҫинҫе, варри хӑмпӑльчӑ трупа.
Локиккӑ — крек. — Шухӑшламалли хормӑсен сакконӗсене вӗрентекен науккӑ.
Локкаут — анк. — Хапрӑк-савӑт хуҫисем пастовккӑсемпе кӗрешнӗ чУх темиҫе претприйаттирен, пӗрле килӗшше, ӗҫлекенсене кӑларса йани.
Лот — 1) Виҫе — кӗрепенкӗн 32-мӗш пайӗ. 2) шывсен таранӑшне виҫмелли вӗҫне йывӑр йапала ҫыхнӑ кантӑра.
Лоттерейӑ — хран. — Пилетсем тӑрӑх укҫа, йе йапала выльаса йани.
Лошӑ — ит. — Театтӑрсенче — темиҫе ҫын ӑрасна лармалла тунӑ пӳлӗм.
Лосунк — ним. — 1) Политтиккӑра — пӗр-пӗр ларттин характӗрне тӗрӗс кӑтартакан кӗске сӑмах (пӗтӗм тӗнчери пролеттарисем, пӗрлешӗр!) 2) ҫын пӗр-пӗр парттире, йе орканисатсире тӑнине кӑтартакан условлӑ сӑмах, тевис. 3) кӗскен каласа хунӑ тӗп шухӑш.
Ломпарт — Тӗрлӗ йапаласене салока илсе, вӗсемшӗн вӑхӑтлӑх укҫа паракан кретитла учрештени.



Тулли верси :: Статья каҫми