Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Л (МЧЧЧФС)


Лата кил идти / пойти впрок.
Васканӑ ӗҫ лата килмест. Ваттисем, ҫапла калаҫҫӗ.

Леш тӗнчене ӑсат отправлять [спроваживать] /отправить [спроводить] на тот свет кого.
Ҫак кун уруковецсем тӑватӑ яла йышӑннӑ, 160 фашиста леш тӗнчене ӑсатнӑ. Чӑваш календарӗ. Эпӗ тӗплӗнех мар пулсан та, пӗлетӗп атте ӑҫта иккенне, ҫавӑнпа шарламастӑп. Ӑна салтаксем е тӗрмене хупса лартнӑ, е леш тӗнчене ӑсатнӑ. М. Данилов-Чалтун.

Леш тӗнчене кай [ӑсан] отправляться / отправиться на тот свет.
Аяла анар пуль, тет, матроссен йӑлипе таса кӗпе-йӗм тӑхӑнар, леш тӗнчене таса каяр, тет. К. Станюкович. Чичитов айӗпӗпе чутах ҫын леш тӗнчене ӑсанмарӗ. А. Талвир.


 
Категорисем: Чӑваш чӗлхин фразеологи словарӗ

Тулли верси :: Статья каҫми