Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.
Макар Хури (Ильин Макар Гордеевич) — чӑваш сӑвӑҫи. 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Паланкассинче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
ҪП пайташӗ.
Пурнӑҫӗ
Шупашкар педтехникумӗнче, Мускав Литинститутенче вӗреннӗ. Учительте, хаҫат-журнал редакциӗсенче, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.
Пултарулӑхӗ
Пӗрремӗш сӑввисем «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Капкӑн» журналсенче тата «Чӑваш коммунӗ» , «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатсенче пичетленнӗ.
«Сӑвӑсем» (1954), «Ҫул парни» (1956), «Ҫӑкӑр» (1959), «Сӑвӑсемпе поэмӑсем» (1964) тата ытти кӗнекесем кӑларнӑ. Пурӗ 10. Вырӑсла тухнисем те пур — 1961 ҫулта «Стихи и поэмы» кӗнеке пичетленнӗ, унта вырӑсла куҫарнӑ сӑввисем кӗнӗ.
Макар Хури тӑлмач пек те паллӑ. Вӑл ҫармӑс, вырӑс, тутар, пӑлхар ҫыравҫисен хайлавӗсене чавашла куҫарнӑ.
Вуламалли
- Шавлы С. Шанчӑклӑ утӑмсемпе / С. Шавлы // Коммунизм ялавӗ. – 1959. – 8 авӑн.
- Афанасьев П.В. Хури Макар Гордеевич (Ильин) // Афанасьев П.В. Писатели Чувашии / П.В. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 477-478.
- Кислицина И. «Черно-белая» жизнь поэта Макара Хури / И. Кислицина // Республика. — 2003. – 19 марта (№ 11).
- Юрьев М. Поэзия щедрого сердца / М. Юрьев // Молодой коммунист. — 1963. — 18 янв.
- Юрьев М.И. Хури Макар Гордеевич (Ильин) // Юрьев М.И. Писатели Советской Чувашии / М.И. Юрьев. — Чебоксары, 1988. — С. 357.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр