Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Мерчен кайӑк (Г. Юмарт)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Ӗлӗкрех ҫапла юрланӑ
Пирӗн мӑн асаттесем
Шурӑ юрлӑ ҫӳл ту урлӑ
Кунталла килни ҫинчен:
Мерчен кайӑк йӗрӗ тӑрӑх
Шурӑ Атӑл хӗррине
Пӗртӑван йӑхсем вырнаҫнӑ
Инҫетрен хӑпса килсе.
Тилӗ, шашкӑ та ҫул хывнӑ
Тенӗ хӑш-пӗр юрӑра.
Барс та, сӑвӑр та юлман-тӑр,
Ахальтен-и ячӗсем
Хушшӑн-хушшӑн тӗл пулаҫҫӗ
Пирӗн пурнӑҫ кукринче.
Ай-Пӑраш та Парӑш шывӗ,
Сӑвӑр йӑхӗ тенисем
Ӑнсӑртран сиксе тухман-тӑр
Авалхи калаҫура.
Пуҫ ҫапса тӑран чӗр чунӑн
Куҫӗ хӗрлӗн йӑлкӑшсан
Хӳтӗлевҫӗ мерчен кайӑк
Ячӗ тупӑннӑ пулас.
Шурӑ кашкӑр та, пӑлан та
Ҫул кӑтартнӑ чӑваша.
Атӑл тӑрӑх вӑл хӑпарнӑ
Шурӑ пулӑ ҫутипе...
Пурнӑҫа йӗркелеме те,
Ҫынсене пӗрлештерме
Тӗрлӗ йӑх асамлӑ хутлӗх
Тупнӑ йывӑр вӑхӑтра.
Хамӑр халӑхӑн ӑс-халӗ
Сӗм авал хайланӑскер,
Мерчен кайӑкӑн сӑнарӗ
Курӑнса тӑрать ҫапла.
Ҫав асамлӑ ҫул ертӳҫӗ
Хамӑрӑн аваллӑха
Ас тумалӑх йӗр хӑварнӑ
Тӗлӗнтермӗш юрӑра.

Геннадий Юмарт
Сӑвва «Ҫамрӑксен хаҫачӗн», 17№ (2008, ҫу, 2) хаҫатран илнӗ


 
Категорисем: Геннадий Юмарт сӑввисем, Меречен, Шурӑ Атӑл

Тулли верси :: Статья каҫми