Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Мехел тени мӗскер тени пулать (Петӗр Хусанкай)


Мехел тени мӗскер тени пулать?
Ыйтсамӑр ҫумӑр пӗлӗчӗсенчен:
Мӗн-ма вӗсем кӑвак уярпала
Юхаҫҫӗ ҫӑвӑнмасӑр тахҫанччен?
Мехел ҫитмен.

Мехел тени мӗскер тени, тӑван?
Ыйтсамӑр кайӑк хур ушкӑнӗнчен:
Мӗскершӗн вӑл пайтах шурамӑкран
Вӗҫсе иртет, анмасть картипелен?
Мехел ҫитмен.

Мехел тени мӗскер тени иккен?
Ыйтсамӑр пахчари улмуҫҫирен:
Ма ун ҫеҫки чӑмӑртансах ҫитсен
Тепре ҫӗр каҫатех ҫурӑличчен?
Мехел ҫитмен.

Апла мехел тени мӗскер ӗнтӗ?
Ыйтсамӑр сӗрме купӑс каччинчен:
Мӗн-ма патнех-патнех ҫитсессӗн те
Пулмасть вӑл хӗлӗхне пӳрнипелен?
Мехел ҫитмен.

Мехел ҫитсессӗн ҫумӑр ярӑнать,
Ҫунатлӑ чун ҫӳлтен ҫӗре анать,
Чечек папки илемлӗн ҫурӑлать,
Йӗркипелен юрри те юрланать -
Мехел ҫитсен.

Петӗр Хусанкай


 
Категорисем: Сӑвӑсем, Петӗр Хусанкай

Тулли верси :: Статья каҫми