Пӗр хӗвеллӗ кун илемлӗ
Ҫутҫанталӑк лӑпкӑн каннӑ.
Хӗвелпе ҫӗршыв киленнӗ,
Ҫил пулман, шӑв-шав лӑпланнӑ.
Аслӑ ҫӗр телейӗн-Кремлӗн
Чанӗсем вуниккӗ ҫапнӑ.
Вӑл сасса савса итленӗн
Ҫӗр чӗри мӑнаҫлӑн тапнӑ.
Ҫав самант, хайхи, сасартӑк —
Курчӗҫ пурте—вӗҫсе тухрӗ
Кремльтен шап-шурӑ кайӑк,
Тӳпере инҫе ҫул тытрӗ.
Шурӑ кайӑк-кӑвакарчӑн
Вӗҫнине курсан пӗр харӑс:
— Мир! — тесе чунтан хавассӑн
Ыр сунса каларӗ халӑх.
— Мир. — Епле чӗрешӗн ҫывӑх,
Вӑл алри ача пек ырӑ.
Мир пулсан, этемлӗх сывӑ,
Еҫ—хӗрӳ, ҫунатлӑ-юрӑ.
Инҫерех вӗҫ, кӑвакарчӑн!
Эс ҫӳлте вӗҫсе пынишӗн
Мӗльюншар чӗре хавассӑн
Пӗр чӗрен тапать-ҫке миршӗн.
Мул эшкерӗ — мир тӑшманӗ —
Ҫӗр ҫинче ҫурасшӑн атом.
Тытӗ хӗҫ—унпа пӑчланӗ...
Мир, эс ҫиҫ хӗвел-ҫунатлӑн.
Вӗҫ, хыпарҫӑ, ырӑ кайӑк,
Сан сассу инҫе янратӑр.
Кам сана хупма хӑяйӗ,
Ҫук, хуплаймӗ. Мир чӑн паттӑр!
Ҫав хыпарҫӑ кайӑк вӑйӗ —
Ҫӗр чӗри Мускавӑн вӑйӗ.
Ун ҫуначӗсен ҫути те —
Кремль ҫӑлтӑрӗн ҫутийӗ.
1952