Нарӑсра вӑйлӑ ҫилпе кастаракан ҫил-тӑман хӳтлӗх тупса ӑшӑнасси ҫинчен тӑтӑшах асӑрхаттарать, ҫавӑнпа ку уйӑха кӗҫӗн кӑрлач тесе те хаклаҫҫӗ. Нарӑсра икӗ тус: сивӗ тата ҫил-тӑман. Нарӑсӑн пӗр ыйту: санӑн тӑлӑппа кӑҫатӑ пур-и? Нарӑс — улшӑнуллӑ уйӑх: пӗрре мӑн кӑрлачла хӑтланать, тепре пуш уйӑхнелле туртӑнать; пӗрре сивӗпе тӳпелесе илет, тепре ӑшӑпа ҫупӑрлать. Нарӑс — хӗл мӑйракине хуҫаканни, хӗл кунӗсене вӗҫлекенни, ҫурхи кунсене ҫул кӑтартаканни. Нарӑс — тайлӑк-сулӑнчӑклӑ ҫулсемпе аскӑнчӑк ҫилсен уйӑхӗ. Нарӑсра хӗлпе ҫур тӗл пулаҫҫӗ. Нарӑс уйӑхне шартлама сивӗсемшӗн — хаяр, нумай юр ҫунӑшӑн — юрлӑ теҫҫӗ, хӗлпе ҫур хушшине палӑртнӑшӑн мишавай ятпа та чыслаҫҫӗ. Ҫак уйӑхри ҫанталӑк кӗр мӗнле пулассине. систерет: лӑпкӑ е сӑлпӑранлӑ. Вӑл ҫил-тӑманпа вӑйлӑ, пуш уйӑхӗ — тумла юхнипе. Нарӑс вӗҫӗнче кукӑрсӑмса ҫура кӑларать, шампа пулӑ вӑлча сапать.
- Сивӗ мӗн тери хаяр, юр ҫӑвасси ҫав тӗри катара.
- Ирхине хӗвел хӗрелсе тухсан ҫил-тӑман тухма пултарать.
- Ирхи шурӑмпуҫ ялтӑркка ҫутатсан — сивӗтессе, имшер пулсан — ӑшӑтасса.
- Хӗвел пӗлӗт хыҫне ансан — юр ҫӑвасса.
- Хӗвел тавра тӗтреллӗ ункӑ амалансан ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑка кӗтмелле.
- Пӗлӗтсем ҫиле хирӗҫ куҫаҫҫӗ пулсан — юр ҫӑвасса.
- Йывӑҫ турачӗсем пасарса ларсан ҫанталӑк сивӗтет, таврана тӗтре карсан — ӑшӑтать.
- Ҫӗрле йывӑҫсене пас тытсан кӑнтӑрла юр ҫумасть.
- Ҫил ҫук ҫӗртенех мӑрьерен тухакан тӗтӗм ҫӗрелле анать пулсан юр ҫӑвасса кӗтмелле, тӳрремӗнех ҫулелле хӑпарсан — сивӗтессе. Хӗллехи кун аслати авӑтсан вӑйлӑ ҫил тухасса.
- Юр ҫунӑ чух йывӑҫсемпе тун-катасен ҫумне ҫыпӑҫни ҫанталӑк ӑшӑтасса пӗлтерет.
- Каҫ еннелле ҫил вӑйлансан ҫанталӑк пӑсӑлма пултарать.
- Ҫанталӑк ӑшӑтас умӗн йытӑ юр ҫинче выртма юратать.
- Сивӗре лаша чӗрнисем тарласан /пас тытсан/ — ӑшӑтасса.
- Хаяр сивӗсем умӗн пакшасем пӗр йӑвана темиҫен пухӑнаҫҫӗ.
- Ҫанталӑк ӑшӑтас умӗн пӗр талӑк малтан шӑшисем юр ҫине тухма пуҫлаҫҫӗ.
- Мулкач сад пахчине кӗрет пулсан хаяр сивӗсем часах пӗтмеҫҫӗ.
- Чӑхсем ирех кашта ҫине хӑпарса ларсан — сивӗтессе, мӗн тери ҫӳлерех лараҫҫӗ — ҫав тери сивӗрех пулать.