Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Пиллӗкмӗш пайӑт (Аттилпа Кримкилте)


«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.



Тем тӗрлӗ тӑшмансем пурте пӗрле пӗрлешсе чӑвашсем ҫине тапӑнса килнине илтсен Аттил тӑна кӗнӗ пек пулать. Вӑл хӑйӗн тӗрлӗ ҫӗрелле саланса кайнӑ пӗтӗм ҫарне пуҫтарма тытӑнать.
Чи малтан хӑйӗн чи шанчӑклӑ юнташӗсенчен пӗри пулнӑ Айтамана хӑй патне чӗнет. Анчах Айтаман ун патне пыраймасть, Аттила вӑл чирлӗ иккенне калаҫҫӗ. Ҫавӑн чухне вара Аттил хӑй патӗнчен Марка-улӑпа хуса ярса тӗрӗс мар тунине ӑнланса илет. Анчах халь тин нимӗн те тума ҫук.
Аран-аран хӑйӗн тӗрлӗ ҫӗре саланса пӗтнӗ текӗрчӗсене пуҫтарса, юлашкинчен Аттил тӑшмансене хирӗҫ тухса каять.
1

Сар-сар сараппан,
Пар-пар параппан.
Сараппантан — саккӑрӑн,
Параппантан — паттӑрӑн.
Сараппанран саркалан,
Параппанран пӑркалан.

Тӑшмансем тапӑнса килнине,
Пур енчен те вӗсем хӗснине
Илтет те Аттил,
Пӗлет те Аттил
Ҫар пухать.
Пурне те калать:
— Тӑшмана хирӗҫ каятпӑр,
Вӑрҫӑ пуҫлатпӑр!..

Айтамана хӑй патне чӗнет:
— Юнташ, часрах кил кунта! — тет.
Анчах Айтамана чирлӗ теҫҫӗ,
Ҫар патне тухаймасть теҫҫӗ.

2

— Аттил, Айтаман питӗ кирлӗ!
— Анчах Айтаман питӗ чирлӗ...
— Марка-улӑп та ҫук
Халӑха кирлӗ чух!..

Ҫавӑн чухне Аттил паян
Хӑй йӑнӑш тунине,
Марка-улӑпа кӳрентернине,
Ӑнланса илет пит аван.
"Эх, — тет, кулянать Аттил —
Марка-улӑп пит кирлӗ", — тет Аттил.
Анчах ним тума ҫук,
Пурнӑҫ ҫапла ҫаврӑнса тухнӑ чух.

Вара вӑл ҫарне пухма хушать,
Хӑй тӑшмана хирӗҫ каяссине калать.

3

Аслӑ хирте — кӑйкӑрсем,
Ҫӑлтӑр-хушка утсемпе вӗсем.

Аслӑ хирте — шурӑ парссем,
Шап-шурӑ утсемпе вӗсем.

Аслӑ хирте — ӑмӑртсем,
Хуп-хура утсемпе вӗсем.

Аслӑ хирте — кашкӑрсем,
Улма — чӑпар утсемпе вӗсем.

Пин-пин утран тӑракан ҫар,
Пин-пин ҫынран тӑракан ҫар.

Аттил ҫав ҫар умне тӑрать,
Хай элемне ҫӗклеме хушать.

Ҫӳле-ҫӳле ҫӗкленет чӑваш элемӗ,
Ҫав элемре — чӑваш илемӗ.
* * *
Кӑмакара вут ташлать,
Элем айӗнче ут ташлать,
Ҫав ут ҫинче Аттил,
Ун сӑмахне итле те ил эс пил:
— Чӑвашсем-юнташсем,
Тусӑмсем-тӑвансем,
Ҫак элем айӗнче,
Куртӑр пӗтӗм тӗнче,
Вӑй пухса, пуҫ усми,
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫине халь тӑрса
Тӑшмана ним юлми
Ҫӗмӗретпӗр ҫапса.
Ҫӗнтерӳ пирте пулӗ,
Тӑшман айра пулӗ.
Чӑвашсем:
— Утӑрья!..

Янӑрать таврара,
Чӗнсе Хаяра:
— Утӑрья!..

Вара ҫав текӗрчӗсене
Малтан мала чӗнсе,
Аттил каять ертсе,
Ҫӗнтерме тӑшмансене.

Ӑнлантаркӑч

1. Сар-сар сараппан. Ку сӑвви пӗтӗмпех вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫар пынине, пур енчен те хупӑрласа илнине метафора туса калани пулать.
2. Аслӑ хирте - кӑйкӑрсем. Ҫӑлтӑр хушка утсемпе вӗсем. Хунсен пӗтӗм ҫарӗ, тӗпрен илсен, утлӑ ҫар пулнӑ. Метте, китай хроникисенче — Моте, авалхи хун-чӑваш йӑхӗсене пӗрлештерсен, ҫарне ҫӗнӗлле йӗркелет. Унӑн пӗтӗм ҫарӗ темиҫе текӗртрен тӑнӑ. Кашни текӗрчӗ пӗр тӗслӗ утсемпе пулнӑ. Ку вӑл хун-чӑвашсем тапӑнса пынӑ чухне тӑшман ҫине психикӑлла атакӑлани пулнӑ.
3. Хӑй элемне ҫӗклеме хушать. Элем — ҫар ялавӗ. Аттил ялавӗ ҫине ҫунатлӑ сарӑ парс ӳкернӗ пулӗ.
4 Чӗнсе Хаяра... Хаяр — авалхи чӑвашсен вӑрҫӑ турри.


«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.



Тулли верси :: Статья каҫми