— Кӗрлесе тӑракан хальхи саманара та пӗр-пӗринпе питӗ ҫывӑх хутшӑнса шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнакансем те ҫук мар, — тет хапхи умӗнче ларакан кинемей теприне хӑйсен кассинчи икӗ ҫемье пирки ырӑпа ӑмсанса. — Ашшӗ-амӑшӗ те мӗн виличченех туслӑ пурӑнса, пӗр ҫӑвартан тӑрса ирттерчӗ.
— Тем калама пӗлмелле ӗнтӗ кун пек чухне. Ҫакӑ ҫынпа ҫын пӗр чӗлхе тупма пӗлнинчен, кӑмӑл-сипет тӗлӗшпе, нуши-тамашине, инкек-синкеке ҫурмалла пайлама ӑс ҫитернинчен ытларах килет пулас, ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑ ырӑ йӑла-йӗрке вара ӳлӗмрен те сӳнмест, — килӗшет итлесе ларакан юлташӗ.
«Ҫӑвар» сӑмах ӗҫмелли-ҫимелли е калаҫмалли хатӗр пӗлтерӗше кӑна мар, ытарлӑ-курӑмлӑ каланӑ ӑнлава та пытарса тӑрать-мӗн, «ҫын» тенине те пӗлтерет. Кун пирки М.Скворцов ӑсчах хӑйӗн «Чӑвашла-вырӑсла» словарӗнче акӑ мӗнле ӑнлантарса парать: Едок, рот. Ҫӑвар нумай, тӑрантаракан ҫук (ҫавӑнтах, 400 стр.).
Ӗлӗк чӑваш ҫыннин чылай ҫемйинче ача-пӑча йышлӑ пулнӑ пулин те хальхи пек кашни уйрӑмшар мар, пиҫнӗ апата сӗтел хушшине ларса пӗр чашӑкран ҫинӗ, ҫиекен ҫын кил-йышра ҫӑвар шутланнӑ. Ҫапла вара ывӑлӗ-хӗрӗ мӗн ӳссе ҫитӗнсе тӑван килтен тухса кайичченех пӗр ҫӑвартан, ытарлӑ каласан, пӗр хуранта пиҫнӗ апатпа пӗр савӑт-сапаран тӑранса пурӑннӑ.
«Пӗр ҫӑвартан тӑраҫҫӗ» тенин тепӗр пӗлтерӗшӗ те пур. Ҫынсӑр ҫын пурӑнаймасть, ӗҫлӗ хутшӑну тумалла-и, хӑвна ӑнланаканпа килсе ҫапнӑ инкеке пӗрле пайласа чуна лӑплантармалла-и е ӗлӗкрех тата уйри анасене ҫуркуннепе хуратса хӑвармалла-и — кӳршӗ-аршӑпа пӗрлешсе тумалли ӗҫсем пулнӑ. Апат-ҫимӗҫне те каннӑ вӑхӑтра пӗрле ларса ҫинӗ, пӗр ҫӑвартан тӑнӑ, пӗр чӗлле те икке пайланӑ. Кил-йышра туй-ҫуй-и е ӗҫкӗ-ҫикӗ иртет-и — кӳрши кӳршине пӗрле савӑнма чӗнмесӗр хӑварман.
«Пӗр ҫӑвартан тӑраҫҫӗ» тесе пӗри теприне яланах хӳтӗлеме, нушана пӗрле чӑтса ирттерме хатӗррисене, ҫунса тӑракан чуна йӑпатса лӑплантарма пӗлекенсене калаҫҫӗ.