Кӑн-кӑвак тӳпере ҫутӑ ҫӑлтӑр
Паҫӑрах йӑлкӑшать йӑлтӑр-йӑлтӑр.
Вӑйӑра та паян тунсӑхларӑм,
Ҫавӑнпах-ши ӑна эп сӑнарӑм.
Тантӑшсем савӑнса юрласан та
Ман юрлассӑм килмерӗ ҫав темшӗн,
Ах, чӗремҫӗм, кама тунсӑхлатӑн?
Мӗнле савӑк сӑмах эс илтесшӗн?
Пилӗк ҫул ӑна кӗтрӗм — сахал-им?
Ун ҫинчен ҫеҫ шутларӑм — ахаль-им?
Паян ҫитрӗ яла кӗтнӗ сар хӗр,
Ун вӑййа тухмаллаччӗ-ҫке кӗҫӗр.
Анчах ҫук, вӑл тухман кӗҫӗрхи ҫӗр,
Хавас мар вӑйӑра чун-савнисӗр.
Савнӑ тусӑм, тухсамччӗ, кӗтетӗп
Чӑтас ҫук, ху патнах халь вӗҫетӗп.
Шартах сикрӗ сасартӑк чӗреҫӗм,
Илтрӗм эпӗ: «Сывах-и, чӗкеҫӗм»
Умӑмрах ав, ҫиҫет йӑлтӑр-йӑлтӑр
Пуҫне ҫыхнӑ кӗрен пурҫӑн тутӑр.
1954