Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Садай Владимир Леонтьевич

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Владимир Леонтьевич Садай — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи. 1926 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗрекен Каша ялӗнче, вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

В. Садай 1951 ҫултанпа СССР ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ пулнӑ. СССР Оборона Министерствин литература премийӗн лауреачӗ.

Кун-ҫулӗ

1926 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗрекен Каша ялӗнче, вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1945 ҫулта Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче Япони империалисчӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, вӑрҫӑ ҫулӗсем ӑна Монголие, Китая тата Корейӑна илсе ҫитернӗ. Демобилизаципе таврӑннӑ хыҫҫӑн 1949-1951 ҫулсенче Чӑнлӑ (Пухтел) районӗнчи «Пӗрлешӳллӗ ӗҫ» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. 1951 ҫулта Шупашкара куҫса кайнӑ, унта хаҫат-журнал редакцийӗсенче, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. Куҫӑмсӑр майпа СССР писателӗсен Союзӗ ҫумӗнчи А. М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнчен вӗренсе тухать.

Пултарулӑхӗ

В. Садай повеҫсемпе калавсен тата очерксен пуххисене пурӗ 30 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫав шутра «Летчиксем», «Ҫӑлтӑрсем тапӑра анаҫҫӗ» тата «Аттесемпе пӗрлех кӑвакартӑмӑр» романсем.
Писатель пултарулӑх ӗҫне сӑвӑсенчен пуҫланӑ. Анчах вӗсем халиччен «пысӑк литературӑна» кӗмен.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Садай Владимир Леонтьевич

Тулли верси :: Статья каҫми