Нева ҫинчен «Аврора» залп парсан,
Пуҫланчӗ ирӗк ҫӗне самана.
Ҫунатланать чӗремҫӗм — асӑнсан,
Телейлӗ кун ҫӗклентерет чуна.
Ҫӗн пурнӑҫӑн ҫулне кӑтартрӗ Ленин,
Ҫак ҫул вӑл—коммунизм ҫулӗ.
Чӗр вӑй парса тӑран ҫап-ҫут хӗвеллӗн
Ҫуталчӗ халӑхсен кун-ҫулӗ.
1953