Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Санпала кӑна - Стас Владимиров


Тӳпене тинкерсе эп сӑнарӑм
сивӗ ҫилӗ вӗрсе килнине
Куҫусенчен пӑхсан асӑрхарӑм
кӑштах эс манран ютшӑннине

Санпа кӑна-а-а лайӑхчӗ мана
Санпа кӑна-а-а куратӑп хама
ӑшӑмра ҫунать юрату-кӑвар
Санпала кӑна
Санпала кӑна

Пӗчченлӗхре санпа тӗл пулатӑп,
шӑплӑхра итлетӗп сассуна
Чӗрене ҫурса кӗрет ман тунсӑх,
савнӑҫа хуплать сӗм тӗттӗм каҫ

Санпа кӑна-а-а лайӑхчӗ мана
Санпа кӑна-а-а куратӑп хама
Сарӑ-сар кайӑк антӑхса юрлать
Санпала кӑна
Санпала кӑна

Пӗртен пӗччен купӑсӗ вылярӗ
Ачашшӑн кӑларчӗ кӗввине
Темшӗн чунӑмра-ҫке ыратрӗ пит йывӑр
Йывӑр пулчӗ чӗрене

Сарӑ-сарӑ ҫулҫӑ вӗҫет аякка
Ман сӑмахӑм ҫухалать таҫта
Чунра пӗр тӗнче - эсӗ, эс кӑна
Санпала кӑна
Санпала кӑна

Санпала кӑна

Санпала... кӑна

Санпала кӑна

Санпала...

Чӑваш эстради>Чӑвашла юрӑсен лирики>Стас Владимиров



Тулли верси :: Статья каҫми