Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Сан сӑну (Николай Карай)
Сан сӑну маншӑнах ятарса Ӳкнӗ-ши журнал пичӗ ҫине. Сан ҫинчен хаваспа вуласа Ҫийӗнчех пӗлтӗм эп эс камне. Илӗртет журнал пичӗ ҫинчен Кӑмӑла хӑпартса сан сӑну. Сан сӑну ҫав тери хитререн Калама ҫук хитре пуль чуну.