Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Сомовсем (АЧТРЧЙ)


«Авалхи чӑвашсенчен тухнӑ Раҫҫейӗн чаплӑ йӑхӗсем» кӗнеке пайӗ.



Ку хушаматпа ҫӳрекенсем Арсентьевсемпе Ждановсемпе тата Ртищевсемпе тӑванлӑ. Вӗсем пурте XIV емӗрте Ылттӑн Уртаран Дмитрий Донской патне тухса вырнаҫнӑ, Арслан мӑрса тӑхӑмӗсем.
Арслан мӑрсан пӗр ывӑлӗ Федор ятлӑ пулнӑ. Ҫав Федор ачисем вара Сомов хушаматпа ҫӳреме тытӑнаҫҫӗ.
С. Б. Веселовский хӑйӗн «Ономастикон...» кӗнекинче 1594 ҫулта Рясаньре Тутай Сомов ҫӗрулпучӗ пуррине ҫырса кӑтартать.

«Авалхи чӑвашсенчен тухнӑ Раҫҫейӗн чаплӑ йӑхӗсем» кӗнеке пайӗ



Тулли верси :: Статья каҫми