Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Статьясене ят парасси


Статьясен ячӗсене ҫапла памалла:
1. Хушма паллӑсем скобкӑсенче кӑтартмалла. Тӗслӗх: «Чӑвашсем (пӗлтерӗш)»
2. Литература ӗҫӗсенче хушма паллӑ вырӑнӗнче автор ятне палӑртмалла. Тӗслӗх: «Чӑвашсем (К. Турхан)» /ку тӗслӗх кӑна./
3. Кӗнекесене вырнаҫтарнӑ чухне уйрӑм пайӗсен ячӗсене кӗнеке кӗскетӗвӗпе палартмалла. Кӗнеке кӗскетӗвӗ ҫапла пулать: Авторӑн кӗске ячӗ (ытларах чухне псевдонимӗ, е ячӗпе хушамачӗ), тата кӗнеке ятӗнчи сӑмахсен малтанхи саспаллисем. Тӗслӗх: К. Турханӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» валли кӗскетӳ ҫапла пулӗ: КТСАЮК. Урасмет пайӗн ячӗ вара «Урасмет (КТСАЮК)» пулӗ.
4. Пайсем валли каҫӑсем вырнаҫтарнӑ чухне страница ҫинче каҫӑ ячӗсенче хушма паллӑсене кӑтартмалла мар. Каҫӑсене ҫапла май йӗркелемелле: __Статья ячӗ|Курӑмлӑ ят__. Тӗслӗх: __Урасмет (КТСАЮК)|Урасмет__


 
Категорисем: Пулӑшу

Тулли верси :: Статья каҫми