Сӑрана епле вӗретмелле:
Мантан пӗр савӑтпа шыв вӗретмелле. Кайран тепӗр савӑтра салатне /выр. солод/ хатӗрлеҫҫӗ: салат ҫине шыв ярса пӑтратаҫҫӗ, шӳтереҫҫӗ. Салата нимӗр, пӑтӑ евӗр пуличчен хатӗрлемелле. Хатӗр салата вӑретнӗ шыв ҫине яраҫҫӗ те вӗретеҫҫӗ /сарӑ сӑн таран/. Вӗренӗ хыҫҫӑн сӑрӑхтараҫҫӗ.
Тепӗр савӑт ҫине ярса хӑмлине вӗретмелле. Хӑмли лайӑх пиҫчӗр тесен пӗр сехет патнелле вӗретмелле /хуранта вӗретнӗ чухне хӑмлаллӑ кӑпӑкӗ пӗр ҫӗре пухӑниччен вӗретмелле/. Сӑрӑхтармалла.
Юлашкинсен вара хӑмла шывӗпе салат шывне хутӑштармалла та /кама мӗнле килӗшет — ҫав пайсемпе. Хӑмла шывне нумай ярсан — сӑри йӳҫӗрех пулать/ савӑта ярса лартмалла.
Салат валли халӗ пасарсенче сутаҫҫӗ.
Авал салатне килте хатӗрленӗ. Ун валли тырӑна кӑмака ҫине сарса хунӑ та пылак шывпа сапса шӳтернӗ. Шӑтнӑ хыҫҫӑн вара авӑрланӑ.
Шӑтнӑ тырӑна халӗ пасарта та сутаҫҫӗ.