Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тав сана (Митта Ваҫлейӗ)


П.Хусанкая


Кам тӳссе ирттерчӗ ҫынпа тан,
Кам ырра усал теме хӑймарӗ,
Усала айваннӑн пуҫ таймарӗ,
Ҫав калатӑр пӗтӗм кӑмӑлтан:
Ҫамрӑк ӗмӗр харӑма каймарӗ!

Пултаруллӑ тусӑм, Тав сана!
Эп кунта вун ҫичӗ ҫул пулмарӑм,
Пуласса та, ахӑртнех, сунмарӑм,
Анчах сан тивлетлӗ сӑнарна
Чӗрӗ хальлӗн чӗремре упрарӑм.

Вӑй параттӑн — ывӑнса ҫитсен,
Сас параттӑн — шухӑша кайсассӑн,
Е хӗвеллӗ ҫумӑр пек ачашшӑн
Ислететтӗн чун типсе килсен...
Ахаль мар эп тайӑлса каласшӑн:
Чӑвашсен пӗр лайӑх сӑмах пур —
Юлташ пултӑр хӑвӑнтан маттур!

1957, Митта Ваҫлейӗ>>


 
Категорисем: Митта Ваҫлейӗ, Петӗр Хусанкай

Тулли верси :: Статья каҫми