Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тухтӑр та, калав ӑсти те


1938 ҫулта "Сунтал" журналта Куҫма Пайрашӑн "Комсомол билечӗ" калавӗ пичетленсе тухрӗ. Ҫамрӑксем ӑна каҫӑхса кайса вулатчӗҫ. Эпӗ ун чухне Канаш педучилищинче вӗренеттӗм. Пирен студентсем те хӗрсемпе яшсем ҫинчен хайланӑ калава алран алла ҫӳрететчӗҫ. Ҫакна пире чӑваш литературине вӗрентекен Екатерина Романовна асӑрхамасӑр тӑма пултарайман. Вӑл хаҫат-журналта критика статйисем пичетлетчӗ. Чӑваш литературине вӗренмелли учебник та кӑларнӑччӗ. Екатерина Романовна критик Никифор Ваҫанкка поэт мӑшӑрӗ пулни те пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.

— Ачасем, эсир Куҫма Пайрашӑн "Комсомол билечӗ" калавӗпе самай интересленетӗр пулас? — ыйтрӗ Екатерина Романовна пӗринче черетлӗ урока пуҫличчен.

— Ҫапла. Питӗ интереслӗ калав, — терӗҫ ачасем.

— Атьӑр ун тӑрӑх вулакансен конференцине ирттерер. Эсир калава тимлӗрех вуласа, ун пирки хӑвӑр шухӑшсене калама хатӗрленӗр, — терӗ вӗрентекен.

Вулакансен конференцийӗ аван иртрӗ. Сӑмах тухса калакан йышлӑ пулчӗ. Кайран Екатерина Романовна "Канаш" хаҫатра "Комсомол билечӗ" калав ҫинчен пысӑк статья ҫырса кӑларчӗ. Унта вӑл эпир каланисене те палӑртнӑ. Куҫма Пайраша ҫамрӑксене ҫирӗп кӑмӑллӑ пулма чӗнекен паха калав ҫырнӑшӑн ырланӑ.

Куҫма Пайраш калав сахал мар ҫырнӑ. Вӗсем тӑван халӑхӑн пурнӑҫне тӗрлӗ енчен сӑнласа параҫҫӗ. "Валя мӗн калӗ?", "Йывӑр килсен", "Лида йӑнӑшӗ", "Тӗрӗс калатӑп-ши эпӗ?", "Пуҫламӑшӗ", "Пурнӑҫ хакӗ", "Ҫухалнӑ сукмак", "Мӗн каласа ҫырнӑ-ши?", "Эсех-и ку?", "Тивӗҫлӗ ӗмӗт", "Тепӗр вун пилӗк ҫул пурӑнасчӗ"... Мӗнле кӑна ят паман пулӗ Кузьма Ильич хӑйӗн калавӗсене? Ятне курсанах ӑна хӑвӑртрах вуласа тухас туйӑм ҫуралать.

Куҫма Пайраш пьесӑсем те хайланӑ. "Телейсӗр кунсем" /1928/ драмӑра автор чӑваш ҫыннин Тӗнчен пӗрремӗш вӑрҫи вӑхӑтӗнчи хӗн-хурлӑ пурнӑҫне сӑнланӑ. "Кинемей" пьеса хӗрарӑм шӑпине хумхантаруллӑ сӑнласа панипе, ӑна артистсем юратса вылянипе спектакль куракана самай тыткӑнлать. "Чӗри лайӑх" пьеса ырӑ кӑмӑлла ҫын ӗҫ ҫыннисемшӗн тӑрӑшнине кӑтартса парать.

Халӑх сывлӑхне сыхлас енӗпе ӗмӗрӗпех ӗҫлене май К.Пайраш медицина ӗҫченӗсем ҫинчен те сахал мар ҫырнӑ. "Чӑх куҫ", "Сестра", "Хирург чунӗ", "Ҫӗлен наркӑмӑшӗ", "Дежурствӑра" тата ытти калав та тухтӑрсемпе фельдшерсен сӑнарӗсене вулакан умне чӗррӗн кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Писателӗн "Медицина калаҫӑвӗсем" ярӑмпа кӑларнӑ кӗнекисем те вулакана кӑсӑклантараҫҫӗ. "Мӗн вӑл чун?", "Тӗшмӗшсем ҫинчен", "Намӑс чирӗсем" кӗнекесем хӑйсен пӗлтерӗшне халӗ те ҫухатман.

Куҫма Ильич Садиков-Пайраш 1906 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Вускассинче ҫуралнӑ. Ялти шкул хыҫҫӑн Шупашкарти совпартшкулта вӗреннӗ. Унтан ҫамрӑк ҫыравҫӑ Шупашкарта "Канаш" тата "Ҫамрӑк хресчен" хаҫатсен редакцийӗсенче вӑй хунӑ. Кайран Мускав медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр больницинче, Шупашкар хулинчи сывлӑх учрежденийӗсенче ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫар тухтӑрӗ пулнӑ, орден-медале тивӗҫнӗ. Хирург ӗҫне тимлӗ тунипе палӑрнӑ. Гинеколог пулма та тур килнӗ унӑн.

Кузьма Ильич 1974 ҫулхй нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Пултаруллӑ писателӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗн мухтавлӑ ячӗ тӑван халӑхра яланах сӑваплӑн янӑраса тӑрӗ.

Петӗр ЯЛКИР.
«Хыпар», 2006, чӳк, 21, 24624 №


 
Категорисем: Петӗр Ялкир ӗҫӗсем, Пайраш Кузьма Ильич

Тулли верси :: Статья каҫми