«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.
Туй халӑхӗн юрри
Чип-чип, чип кайӑк,
Чип кайӑкӑн чӗппине
Мӑн караппӑл тытса кайрӗ.
Сар-сар, сарӑ хӗр,
Сарӑ-сарӑ чечекне
Пирӗн Аттил тытса кайрӗ.
Сасӑсем
Пирӗн вӑхӑт пит час иртрӗ,
Хӗве хупма вӑхӑт ҫитрӗ!..
Хӗве хупнӑ чухнехи шӳтлӗ юрӑсем
Тимӗр-тимӗр тимӗркке,
Типсе ҫитмен кӗмӗркке.
Пирӗн кӗрӳ пултарсан
Тӑхӑр ывӑл ҫак килте.
Пирӗн кинтен маттурри
Ҫак тӗнчере пулман тет.
Кӗрӳ ҫумне выртсанах
Тӑрса тухса тарнӑ тет.
Пирӗн кӗрӳ пит маттур
Нимскертен те хӑрамасть.
Йытӑ вӗрсе ярсанах
Кинем ҫумне ҫыпҫӑнать...
Туй халӑхӗ питӗ хаваслӑ, юрла-юрла тӗрлӗ енне саланать. Айтаман ялан хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗсем хушшинче, тем те калаҫать, тем те шӳтлет. Пурте хаваслӑ, кулаҫҫӗ, тем те пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ. Ҫапла вӑрттӑн калаҫа-калаҫа кайран таҫта кайса ҫухалаҫҫӗ.
Айтамана чӑвашсем кирлӗ мар,
Ҫакна та тӗрӗснех калар.
Унӑн халӗ ҫӗнӗ туссем —
Тахҫан тӑшман пулнӑ ҫарпуҫсем.
Ҫӗнӗ тус вӑл ҫӗнӗ ут пекех,
Хӑй патне туртма пӗлетех.
Ҫӗнӗ тус вӑл ҫӗнӗ вут пекех,
Ҫӗнӗлле пурӑнма вӗрентетех.
Тем ҫинчен Айтаманпа пӑшӑлтатаҫҫӗ,
Тем ҫинчен пӗрне-пӗри калаҫҫӗ.
Эх, ҫакна пурин те пӗлмелле,
Аттила часрах систермелле.
Ҫук, Аттил ҫакна пачах пӗлмест,
Усала Аттил ӗненмест.
Эх, пӗлнӗ пулсан — асӑрханӗччӗ,
Сутӑнчӑксенне пуҫне касӗччӗ.
Ах, Аттил, мӗншӗн эс пурне те шаннӑ,
Мӗншӗн эс упранмаллине маннӑ.
Хуса яр вӗсене часрах,
Ан кӗрт вӗсене кунта пачах.
Хӑнасем кайса пӗтсессӗн, нумаях та вӑхӑт иртмест, хӗве хупнӑ ҫуртӑн алӑкӗ яриех уҫӑлса каять те унтан Кримкилте чупса тухать.
Кримкилте
Ах, инкек!
Инкек, инкек!
Пирӗншӗн пуҫланчӗ нехек!
Ҫакна илтсе пӗтӗм халӑх каялла таврӑнма тытӑнать. Каялла таврӑннӑ ҫынсем хушшинче — Чупайрек те.
Чупайрек
Мӗн пулчӗ, хӗрӗм.
Мӗншӗн кӑшкаран пӗр чӗрӗм.
Мӗнле инкек. Кала часрах!
Сасӑсем
Кала-ха, кинем, васкарах!
Кримкилте
Вӑл вилчӗ!
Чупайрек
Кам вилчӗ.
Кримкилте
Аттил! Чӑваш патши!..
Сасӑсем
Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтӑр чӑваш патши!..
Ӑслай
Пуян тесе ан мухтан,
Ҫукрах тесе ан хурлан.
Пурри те пӗтет,
Ҫукки те ҫитет.
Пӗтӗм халӑх хытса тӑрать. Никам нимӗн калама пӗлеймест. Килнӗ хӑнасем хӑпӑл-хӑпӑл кунтан каяс тесе пуҫтарӑнма тытӑнаҫҫӗ.
Чӑваш халӑхӗшӗн, пуҫланчӗ харап,
Кунта кирлӗ мар ӑҫтиҫук-халлап.
Ҫӑлӑнмалли ӑслай тупмалла,
Халӑха харапра чух часрах ҫӑлмалла.
Ҫӑлӑнмалли ӑслай
Ют сын ютшӑнать,
Тӑван тупӑнать.
Инкек хупласан,
Хура хурлӑх пуссан,
Ютти тарать,
Тӑван пулӑшать.
Йывӑр чух,
Харап чух,
Тӑван ҫеҫ ҫумра,
Ҫӑлӑнӑҫ унра.
Кам ҫак чӑнлӑха
Тытать асра,
Ҫав ҫын халӑха
Ҫӑлать харапра.
1. Шуррин кайма тур килет. Кунпа ҫӗр ылмашӑвне шахвӑртса калани, шурри - кун, хури - каҫ. Шурри кайсан — кун кайса каҫ пулма тытанни.
2. Хӗве хупма вӑхӑт ҫитрӗ. Чӑвашсен авалхи йӑли-йӗрки тӑрӑх туй пӗтсен ҫӗнӗ ҫынсене хӗве хупнӑ, урӑхла каласан, иккӗшне кӑна хӑварнӑ. Ҫавӑн чухне вара вӗсенчен кулса, шӳтлесе юрӑсем юрланӑ. Ҫав юрӑсене ытларах ҫӗнӗ ҫынсенчен кулиш тунӑ.
3. Пирӗншӗн пуҫланчӗ нехек! Нехек — кӗтмен инкек.
4. Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтӑр чӑваш патши!.. Ҫак сӑмаха чӑвашсем революцичченех халӑха инкек килсен пурте илтмелле кӑшкӑрса каланӑ. Ку вӑл хӑйне евӗрлӗ управ сӑмахӗ пулнӑ пулас.