Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тӑшман айне пулмастпӑр (Пайтул)


Тӑшман пире хӑратмасть,
Унран эпир тармастпӑр.
Ҫутӑ хӗҫе ҫӗклетпӗр,
Тӑшман айне пулмастпӑр.
Тӑвӑл пире тивеймест,
Сӗм вӑрманта ларнӑ чух.
Тӑшман пире ҫӗнеймест
Эпир туслӑ пулнӑ чух.

Пайтулӑн ытти юрри-сӑввисене вулӑр.



Тулли верси :: Статья каҫми