Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тӗп ыйту (А. Туркил)


Ман сӑввӑм, ах, хитре сӗре, —
Ӑна пӑсмасть састаш пӑсташӗ.
Ҫапах ыйту сӗнем сире:
"Телей тӗпелӗ ман ӑҫта-ши?"

Поэт пӳртне кӗре-кӗре,
Тӑван-пӗтенӗн пур юлташӗ,
Вырнаҫнӑ ав кӗрекере...
"Телей тӗпелӗ ман ӑҫта-ши?"

Тен, тупасси пулмасть хамран?
Ҫынсем, эсир ҫавна пӗлетӗр:
"Телей тӗпелӗ пур-ши ман?" —
Сиртен ыйтатӑп эпӗ — Петӗр!

А. Туркил



Тулли верси :: Статья каҫми